Кивӗ ҫурт-йӗртен куҫарас программӑна ҫӗнетесшӗн, ӑна территорисене комплекслӑ аталантармалли проектсемпе тӳр килтермелле тӑвасшӑн

Кивӗ ҫурт-йӗртен куҫарас программӑна  ҫӗнетесшӗн, ӑна  территорисене комплекслӑ аталантармалли проектсемпе тӳр килтермелле тӑвасшӑн

Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑра право йӗркине тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен координаци канашлӑвӗнче пӗлтернӗ.

«Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви пирӗн ума пысӑк тӗллевсем лартнӑ. Авариллӗ ҫурт-йӗре пӗтерме укҫа-тенкӗ уйӑрни унчченхи пек пулмӗ. Ҫак тӗллев ҫурт-йӗр фондне тӑвас енӗпе ҫыхӑннӑ мероприятисене территорисене комплекслӑ майпа аталантарас енӗпе тата инфраструктура тӑвас енӗпе ӗҫлекен ытти программӑсемпе килӗшсе тӳр килсе тӑмалла, ӑна кура укҫа-тенкӗ куҫса пырӗ. Пирӗн авариллӗ ҫурт-йӗре пӗтерсе унта пурӑнакан ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тата хушма ҫурт-йӗр фончӗ тата тӗрлӗ енлӗ инфраструктура йӗркелес ыйтусене татса памалли территорисем йӗркелемелле»,  тесе палӑртса калнӑ  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ.

Регион Ертӳҫи муниципаллӑ округсенче тӑрӑшакан пуҫлӑхсене программӑна пурнӑҫа кӗртессипе ҫыхӑннӑ мероприятисене вӑхӑтра  пӑхса хӑвармаллине,  укҫа-тенкӗ ҫӑлкуҫӗсене малтанах палӑртса хумаллине тата строительсемпе тата инвесторсемпе халех ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркелемеллине асӑрхаттарнӑ.

Чӑваш Енӗн строительство министрӗ Михаил Коледа пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен авариллӗ тесе йышӑннӑ 288 ҫурт, унта 5,4 пин ҫын пурӑнать. Программа мероприятийӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе 7,7 миллиард тенкӗ тӑкакланассине хыпарланӑ.

Чӑваш Ен Строительство министерстви авариллӗ ҫуртсенчи пурӑнмалли пӳлӗмсен пӗтӗмӗшле лаптӑкӗ ҫинчен калакан кӑтартусене йӗркеленӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Строительство министерствине ӗҫ хучӗсене тӑратнӑ.  Финанс пулӑшӑвне федераци хыснинчен тивӗҫсен, республикӑн ҫӗнӗ адреслӑ программине йӗркелӗҫ.



31 мая 2024
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter