Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем!

Сире Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлатӑп!

Ачалӑх – ним шухӑшсӑр выляса-кулса иртекен хаваслӑ вӑхӑт ҫеҫ мар, ҫӗннине, халиччен пӗлменнине ӑса хывма пулӑшакан тӗлӗнмелле тапхӑр та. Пепке куҫӗнче янкӑр таса тӳпе ытарлӑн ҫиҫет, унӑн кулли чуна ӑшӑтать, пурнӑҫа ҫутӑрах та савӑкрах тӑвать. Ачасем – пирӗн шанчӑк, пирӗн пуласлӑх, ҫавӑнпа та пирӗн, ҫитӗннисен, вӗсем чӑннипех  телейлӗ пулччӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пурне те тумалла.

 Республикӑра ҫамрӑк ӑрӑва йӗркеллӗн пӑхса ҫитӗнтерес тӗлӗшпе нумай ӗҫлетпӗр. Хальтерех кӑна «Тӗп хуламӑрти пӗр кун» проект ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланчӗ, унпа килӗшӳллӗн муниципаллӑ пӗрлӗхсенчи ачасем Шупашкарта йышлӑн пулса курчӗҫ, унта вӗсене хӑйсемпе пӗр ҫулхи тантӑшӗсем республикӑн тӗп хулинчи паллӑ вырӑнсемпе паллаштарчӗҫ.

 Ачасен канӑвне йӗркелеме тата сывлӑхне ҫирӗплетме Чӑваш Енре кашни ҫулах шкул ҫумӗнчи тата хула тулашӗнчи лагерьсем уҫӑлаҫҫӗ. Кӑҫал 6 пин ытла ача валли профильлӗ смена йӗркеленӗ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче пирӗн ачасене кванториумсенче, IT-кубсенче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче 16 тематика программи кӗтет. Вӗсем ҫавӑн пекех культурӑпа спорт тата библиотека учрежденийӗсене ҫӳреме, ӑмӑртусене хутшӑнма, фильмсем курма пултараҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗ пӗлтернӗ Ҫемье ҫулталӑкне халалласа хулари тата республикӑри ҫемье фестивалӗсене ирттерме палӑртнӑ. Килсе ҫитнӗ ҫу кунӗсем пурсӑра та ҫутӑ туйӑмсем парнелессе, хастарлӑхпа иксӗлми вӑй-хал кӳрессе шанса тӑратӑп. Кашниех хӑйне кӑмӑла каякан ӗҫ тупма пултартӑр.

Паян республикӑра нумай ачаллӑ 18 пин ытла ҫемье пурӑнать. Вӗсен шучӗ йышланса пыни савӑнтарать, 2012 ҫултанпа Чӑваш Енре ҫавнашкал ҫемьесен шучӗ икӗ хут ӳсрӗ.

Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑк туссем! Сире пурне те пӗлессишӗн ӑнтӑлма, ҫирӗп сывлӑхлӑ та хӑюллӑ пулма сунатӑп! Ӗмӗтленӗр, пултарӑр, пысӑк ҫитӗнӳсем тӑвӑр! Эпир вара, ҫитӗннисем, сирӗншӗн савӑнӑпӑр. Эсир телейлӗ пулсан – эпир икӗ хут телейлӗрех!

Уяв ячӗпе, хаклӑ ачасем!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ      Олег Николаев                              



01 июня 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter