Промышленноҫпа туризм аталанӑвӗшӗн чи хӑватли ял хуҫалӑх пайӗ пулса тӑрӗ

Промышленноҫпа туризм аталанӑвӗшӗн чи хӑватли ял хуҫалӑх пайӗ пулса тӑрӗ

Ҫакӑн пек хаклав панӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Тӑвай округӗнче иртнӗ «Ялта чи лайӑххисем» агротуризм III слёчӗн дискусси площадкинче. «Агротуризм» темӑпа дискуссие Раҫҫей  Федерацийӗн  Патшалӑх Думин туризм енӗпе ӗҫлекен комитетӑн  пайташӗ Алла Салаева хутшӑннӑ.

Слёта ял ҫамрӑкӗсен 1500 ытла представителӗ, ҫав шутра вузсемпе ссузсен студенчӗсем, медицина, культура, спорт, агропромышленноҫ ӗҫченӗсем  чылайӑн пулнӑ.

Кӑҫал Шупашкар тата Красноармейски муниципаллӑ округӗсенче агротуризм темипе икӗ проект пурнӑҫа кӗрет.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев агромаркет кӑҫал уҫма тӗллев лартнине пӗлтернӗ: «Шанатӑп, вӑл республикӑри тата районсен хушшинчи ял хуҫалӑх продукцине пур енлӗн, ҫав шутра республикӑшӑн малалла аталантармалли лайӑх  тӳрем пулӗ» тенӗ.

Ҫавӑн пекех регион Ертӳҫи республика Правительстви ҫырла лартса ҫитӗнтерекенсене  пысӑк тӗрев панине асӑннӑ: «Ҫакна пула вӗсем вӗренме каяҫҫӗ тата ҫӗнӗ меслетсене алла илеҫҫӗ, паянхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан техника туянма тытӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ ҫырла ӳстерекенсен аталану юхӑмне йӗркеленме май парать, ку енӗпе Ҫырла фестивалӗ те пысӑк вырӑн йышӑнать»,  тенӗ.

Слётӑн тӗллевӗ – ялти хастар ҫамрӑксене пӗр площадкӑра пӗрлештерсе Чӑваш Ен аталанӑвӗ пирки вӗсен шухӑшне  пӗлесси. Экспертсемпе влаҫ представителӗсем хутшӑннипе ҫамрӑксем валли тӗрлӗ сферӑра – хӑйсен ирӗкӗпе, тирпей-илем кӗртессинче, ял хуҫалӑхӗнче, патшалӑх пулӑшӑвӗнче, спортра тата патриотла юхӑмра ҫӗнӗ проектсемпе пуҫарусем хатӗрлес тесе уҫӑ дискуссисем йӗркеленӗ.

«Агротуризм», «Телейлӗ ҫемье», «Ялсенчи специалистсем», «Патшалӑх службинче амазонкӑсем» темӑсемпе уҫӑ  калаҫусем иртнӗ, спорт ӑмӑртӑвӗсем те пулнӑ. Чӑваш Енри округсен командисем кире спортӗнче чи лайӑххисен ятне илессишӗн, канат  туртассишӗн, пляж волейболӗшӗн, туризм енӗпе хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартса панӑ, ҫӗтерӳҫӗ ята илессишӗн тупӑшнӑ.  Ҫӗнӗлӗхсен йышне ҫаксем кӗнӗ: спорт ҫемйисен ӑмӑртӑвӗ тата квадроциклпа фигурӑлла ҫӳреме пӗлнине кӑтартса парасси пулнӑ.

Ҫӗршыв Президенчӗ  кӑҫалхи ҫула Раҫҫейре Ҫемье ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Апла пулсан,  агрослёта хаваслӑ лару-тӑрура уҫнӑ май,  Тӑвай округӗнчи Кириллов Даниил хӑйӗн  пикине Викторине  асӑннӑ пулӑмра, мӑшӑрӗ пулма ыйтнӑ.



03 июня 2024
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter