Чӑваш Ен Республика кунне хатӗрленет

Чӑваш Ен Республика кунне хатӗрленет

Кун пирки Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  кашни эрнере пулакан планеркӑра пӗлтернӗ. Республика кунӗнчи тӗп мероприятисен программи кӑҫалхи ҫул Шупашкарта тата Тӑвай  муниципаллӑ округӗнче иртӗ.

Паллӑ пулӑма халалласа регионта Шупашкарта XIV-мӗш экономика форумӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ХХХII-мӗш фестивальӗ,  Пӗтӗм чӑвашсен  ХI-мӗш уявӗ «Акатуй» тата регионсен хушшинчи «Эпӗ – хӗрарӑм», тӗрлӗ ӑстаҫӑсен конкурсӗсем тата ытти чаплӑ мероприятисем иртӗҫ.

Уяв умӗн «Сана, манӑн Чӑваш Енӗм» Республика кунӗ тӗлне видеосаламсен онлайн-фестивальне хута яма палӑртасси те планра пур.

«Ҫынсемшӗн мероприятисем кӑсӑклӑ пулчӑр тесен,  пирӗн вӗсене тӗплӗн хатӗрленмелле, пысӑк тимлӗх уйӑрма тӑрӑшмалла. Граждансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси те тӗп ыйтусенчен пӗр пулса тӑрать.  Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсемпе пӗрле уйрӑм хурал предприятийӗсенче тимлекенсем, волонтерсем хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене яваплӑха туйса пурнӑҫламалла», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Республика кунне уявламалли ӗҫлӗ программа шутне Шупашкарти «Чӑваш Ен: ҫирӗп аталану» темипе пулакан экономика форумӗн мероприятийӗсем кӗреҫҫӗ, вӗсене ҫӗртме уйӑхӗн 20–21-мӗшӗсенче ирттерӗҫ.

Ҫавӑн пекех форум шайӗнче «Регионсем – чикӗсӗр килӗштерсе ӗҫлесси» регионсен хушшинчи XXXI-мӗш курав ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пулӗ, вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.  

Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсеми» фестиваль  ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче пӗр вӑхӑтрах Шупашкар хулин тата Тӑвай муниципаллӑ округӗн тӳремӗсенче иртӗ.

Ҫак кунсенчех «Руҫ ӑстисем» конкурс ирттермелли вырӑн  К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи  драма театрӗ ҫумӗнчи тӳрем пулӗ. Конкурса Раҫҫейри 15 регионти чи лайӑх халӑх ӑстисем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар хулин Хӗрлӗ тӳремӗнче Пӗтӗм чӑвашсен XII-мӗш уявӗ «Акатуй» иртӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вара «Эпӗ – хӗрарӑм» конкурса пӗтӗмлетӗҫ. Кӑҫал конкурса – 1026 заявка панӑ. Палӑртса хӑваратпӑр, ку ытти ҫулхисенчен чи пысӑк кӑтарту. 

Республика кунӗ умӗн йӑлана кӗнӗ тӑрӑх «Ҫӗнтерӳ» Мемориал паркӗнче  ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫхине 9 сехетре «Астӑвӑм ҫурти» акци пулать, Асӑнупа хурлану кунӗнче вара ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче  ирхине 10 сехетре  Ӗмӗрлӗх вут ҫулӑмӗ патне чечек ҫыххисем хурӗҫ.

 «Мӑнаҫланатӑп санпа, Чӑваш Ен!» краеведени библиомарафонӗ  ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшӗччен иртӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче «Ача-пӑча Акатуйӗ» пулӗ.

Раҫҫейӗн чи вӑйлӑ спортсменӗсем хӑнасене спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе  хӑйсен ӑсталӑхӗсене кӑтартса парӗҫ.  Анлӑ спорт программине яланхи пекех «Кӗрешӳ» турнира кӗртнӗ.

 



04 июня 2024
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter