ЧЭСК Чӑваш Енри пӗтӗм ЖКУ енӗпе пӗрлӗхлӗ квитанцие пурнӑҫа кӗртме хатӗр

ЧЭСК Чӑваш Енри пӗтӗм ЖКУ енӗпе пӗрлӗхлӗ квитанцие пурнӑҫа кӗртме хатӗр

Пилотлӑ проекта ҫитес ҫул Канаш тата Улатӑр хулисенче хута яма пултараҫҫӗ.

Кун  пек ырӑ шухӑш пирки  Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин  депутачӗ Алла Салаева Шупашкар хулинчи компанин ҫӗнӗ уйрӑмӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ  чухне пӗлнӗ.

 «Трансэнергопром» ГК палӑртнӑ тӑрӑх, кун пек ҫӗнӗлӗхсем урӑххисен ҫук тесен те йӑнӑш мар.  Шупашкарти  паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан офисра пулӑшу кӳрекен чӳречесен шутне 7-рен 11-е ҫити ӳстернӗ тата клиентсене харпӑр хӑй кабинечӗн тулли функционалне илме май паракан  пысӑк технологиллӗ 6 инфомат вырнаҫтарнӑ. Цифра сервисӗсенче регистрациленӗ клиентсен шучӗ 4 хут ӳссе 160 пинпе танлашать, хастар  усӑ куракансен йышӗ 120 пин ҫынна ҫитнӗ.

Кӑҫал  ҫӗнӗ икӗ офис уҫнӑ.  Вӗсенчен пӗри – Шупашкарта, тепри вара  Ҫӗрпӳ хулинче вырнаҫнӑ.  Чӑваш энергосбыт компанийӗн ытти 4 уйрӑмӗнче тӗпрен юсав ӗҫӗсене ирттереҫҫӗ.  Патӑрьел, Канаш округӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче клиент пулӑшӑвӗн офисӗсене юсанӑ.

 «Халӗ  Шупашкарта пурӑнакансенчен кашни  черетсӗр тата нумай кӗтмесӗр  тӗрлӗ пулӑшусемпе усӑ курма пултарайрать.  Уйрӑмра пулӑшу илмелли вӑхӑт  4 хут  кӗскелнӗ. Специалистсем туххӑмрах кирлӗ пек пулӑшӑва пама пултараҫҫӗ.  Кашни ҫын коммуналлӑ  мӗнпур пулӑшупа усӑ курнӑшӑн,  электронлӑ квитанцисем илме пултарать. Клиентсем  ытларах электронлӑ майпа  пулӑшусемшӗн саплаштарса пыма тӑрӑшни сисӗнет. Электронлӑ формат ҫине куҫни  аван.  Специалистсем  цифрӑллӑ сервиссемпе кулленех лайӑх ӗҫлесе пычӑр тесе,  тӑтӑшах вӗрентӳ ирттеретпӗр. Канаш тата Улатӑр хулисен администрацийӗсем ЖКХ мӗнпур пулӑшӑвне пӗрлӗхлӗ квитанцисене пӗрлештерес шухӑшлине палӑртнӑ. Ку сӗнӗве пурнӑҫа кӗртес тесе тӑрӑшатпӑр.  2025 ҫул вӗҫнелле ҫак хуласенче пурӑнакансене коммуналлӑ мӗнпур пулӑшупа пӗр пӗрлӗхлӗ тӳлев ҫине куҫаратпӑр»,   тесе каланӑ Трансэнергопром ГК генеральнӑй директорӗ Елена Климашевская.

«Клиентсемпе хутшӑнса ӗҫлес тӗлӗшпе хатӗрленӗ информаци ресурсӗ пӗтӗм пулӑшӑва хӑйӗн платформи ҫинче пӗрлехи «тӳлевпе» пӗрлештерме, пӗр-пӗрин хутшӑнӑвӗн хӑвӑртлӑхне ӳстерме, даннӑйсен базисен унификацине ӳстерме май парать. Направлени ҫут ҫанталӑка перекетлессин, ресурссемпе потребитель лартаканӑн пӗр-пӗрин ҫине перекетлӗн пӑхассин, малашне урӑхла тыткаларӑша йӗркелессин трендӗнче»,   тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

 «Эпир ҫамрӑксене республикӑра  хӑварас  тесе нумай ӗҫлетпӗр, кун валли вара хальхи инноваци центрӗсем уҫни  пысӑк пӗлтерӗшлӗ.  Паянхи пек объектсем лайӑх тата кӑсӑклӑ вӗсемшӗн. Хальхи вӑхӑтри ӗҫ вырӑнӗсемпе, унти малашлӑхра ачасене профориентацилеме май пур. Ҫакӑ республика ҫамрӑк,  мал ӗмӗтлӗ  ҫынсене кӗтнине ҫирӗплетет»,  тенӗ Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева.  

Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Трансэнергопром ГК ыркӑмӑллӑх ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Компани Чӑваш Енри ыр кӑмӑллӑхпа социаллӑ проектсен пулӑшӑвне 13 хут ӳстернӗ: 300 пин тенкӗрен пуҫласа 4,6 миллион тенкӗне ҫитнине каланӑ вӑл.



05 июня 2024
17:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter