ИТ-технопаркпа инженерсен шкулӗ Чӑваш Енӗн хӑйӗн пулма пултарӗ

Пӗрлешӗвӗн ҫакӑн пек малашлӑхлӑ ҫул-йӗрӗ пирки Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев акӑлчан чӗлхин «Skyeng» онлайн-шкул никӗслевҫипе Георгий Соловьевпа  тӗл пулнӑ вӑхӑтра пӗлтернӗ.

 «Ачасем хальхи пурнӑҫпа тӳр килекен тарӑн пӗлӳ илесишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.  Чи пахи вара  – хӑйсем валли пуҫаруллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем уҫаҫҫӗ.  Ҫакӑн пек пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли форма йӗркеленӗ регионсем нумай мар.  Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫа кӗртнӗ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха кӑсӑклӑ проектсемпе каялла килни питӗ аван.  Эсир сӗнекен проект хальхи вӑхӑтшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ.  Вӑл питӗ ӑнӑҫлӑ проект пулса тухнӑ.  Ӗҫе анлӑлатса пыни те лайӑх.  Тепӗр тесен,  Чӑваш Республикинче Айти-ҫул-йӗрӗн пысӑк программин тӗп пайне йӗркелеме витӗм кӳрет. Кунта пирӗн Президент палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама кӑсӑклӑ ҫул-йӗрсем уҫӑлаҫҫӗ.  Айти-технопарк, инженери шкулӗ тӑвас шухӑшсем те паха, вӗсене сӳтсе явӑпӑр, кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварма тӑрӑшӑпӑр»,  – тесе  палӑртнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Калаҫу вӑхӑтӗнче енсем Чӑваш Республикинче IT-колледжа Singularity Hub евӗр аталантарассине сӳтсе явнӑ.

Георгий Соловьев ҫак проект студентсене IT-профессие алла илме май парать  тесе палӑртса каланӑ «Эпир ҫавӑн пекех Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи пысӑк хушма вӗрентӳ центрне йӗркелесшӗн.  10 кӑсӑклӑ  проектсене пурнӑҫа кӗртсе пыма тӗллев лартнӑ.  Чаплӑ дизайн, маркетинг, пӗтӗмӗшле илсен, менеджмент, ҫын вӑй-хӑвачӗпе тарӑнранх усӑ курса пыма майсем туса парӗҫ.  Пӗр сӑмахпа калас пулсан,  хальхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан профессисем тесе калайратпӑр», – уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче  «Skyeng»  акӑлчан чӗлхине аталантарассипе ӗҫлекен онлайн-шкулӑн пуҫаруҫи Георгий Соловьев. 



05 июня 2024
09:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter