Чӑваш Ен тата Новгород облаҫӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва сарма килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ

Чӑваш Ен тата Новгород облаҫӗ ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва сарма килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗ

Петербургра пулакан   пӗтӗм тӗнчери XXVII-мӗш экономика форумӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата Новгород облаҫӗн Губернаторӗ Андрей Никитин пӗрле ӗҫлесси пирки регионсем хушшинчи килӗшӗве алӑ пуснӑ, ӑна инвестици ӗҫ-хӗлӗнче, промышленноҫра, транспорт отраслӗнче, ветеринаринче, агропромышленноҫ комплексӗнче, архитектурӑра тата ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫре пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлес тӗллевпе йышӑннӑ.  Коммуналлӑ хуҫалӑх, сывлӑх сыхлавӗ, вӗренӳ, наукӑпа инновацисем, культура, кадр политики, туризмпа спорт, тавралӑха сыхласси, ҫемьепе ҫамрӑксен политики, ҫавӑн пекех пӗр-пӗрне кӑсӑклантаракан ытти пайсенче те ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарасси пирки калаҫса килӗшнӗ. 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче: «Чӑваш Республикин электротехника кластерӗ тата Новгород облаҫӗн экономикин  ҫакӑн евӗр  секторӗ пӗр-пӗрне витӗм кӳрсе пыраҫҫӗ.  Новгород вӗрентӳ процесне йӗркелес енӗпе малалла пысӑк  утӑм турӗ. Сирӗн пек ӗҫлесе пыма, паха ӗҫ опытне пурнӑҫа кӗртме тӗллев лартатпӑр эпир те.  Нумаях пулмасть Шупашкар агломерацийӗн мастер-планне ҫирӗплетрӗмӗр, унта ҫакӑн пек инженери службине е it-парка тума ҫирӗплетсе ҫӗр уйӑртӑмӑр. Хатӗрлекенсем пире Новгород опытне илме канаш пачӗҫ, мӗншӗн тесен  сирӗн паха ӗҫ ыттисемшӗн тӗслӗхре пулни куҫ кӗретех», – тенӗ.

Новгород облаҫӗн Губернаторӗ Андрей Никитин сӑмаха хушса ҫапла палӑртнӑ: «Унчченхи килӗшӗве 1998 ҫулта тунӑ, апла пулсан, ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарасси ыйту кун йӗркинче тӑрать. Вӑхӑт та чылай иртнӗ малтанхи килӗшӗве алӑ пусса ҫирӗплетнӗренпе.  Чӑваш Республики вӑл – электроника, фотоника лидерӗсенчен пӗри. Пирӗн, паллах, пӗр-пӗрне пулӑшмалли облаҫсем пур – вӗренӳ, пысӑк технологиллӗ компанисем, культура. Ку – чи лайӑх практикӑсем шырас ӗҫри пӗрремӗш утӑм пулса тӑчӗ», – тенӗ.

Ҫак самантчен Новгород облаҫӗпе Чӑваш Ен хушшинчи вӑрах вӑхӑтлӑх суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника тата культура ҫыхӑнӑвӗ пирки килӗшӳ ӗҫленӗ, ӑна 1998 ҫулхи ака уйӑхӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Ҫӗнӗ килӗшӗве паха опытпа, информаципе тата плансемпе, малта пыракан проектсемпе тата практикӑсемпе оперативлӑ майпа ылмаштарас тӗллевпе икӗ енлӗ ҫыхӑнусем аталантарас тӗллевпе алӑ пуснӑ. Облаҫсем хушшинче ӗҫлени суту-илӳпе экономика, наукӑпа техника тата социаллӑ пурнӑҫпа культура ҫыхӑнӑвӗсене анлӑлатса пыма витӗм кӳрӗ. Килӗшӳ пурнӑҫлассипе 2025-2027 ҫулсем валли пӗрлехи плана пӑхса тухса 2024 ҫул вӗҫленнӗ тӗле йышӑнса хӑварма та калаҫса татӑлнӑ. 

Регионсен делегацийӗсем ертӳҫӗсем алӑ пусса килӗшӗве ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн,  пӗр-пӗринпе тупӑшлӑ килӗштерсе ӗҫлессине аталантарассине, культурӑпа ҫамрӑксен политикин сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлессине, Пӗтӗм тӗнчери вӗренӳ фестивальне пӗрле хутшӑнассине «Уҫӑ искусство», Пӗтӗм тӗнчери вырӑс классикин Ф. М. Достоевскийӗн театр фестивальне хутшӑнассине те  сӳтсе явнӑ, тӗрлӗ канашлусене хутшӑнма килӗшнӗ. Икӗ ен пӗр-пӗрин хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарассипе ытти пӗлтерӗшлӗ проектсем пирки те чарӑнса тӑнӑ, кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварнӑ.



07 июня 2024
17:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter