Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани

Социаллӑ ыйтусене тивӗҫтерекен сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

 Эпир паян ҫынсемшӗн тӑрӑшассипе ҫыхӑннӑ ҫӑмӑл мар, анчах та пархатарлӑ профессие суйласа илнӗ хастар чунлӑ ӗҫченсене чыслатпӑр.          

Социаллӑ ӗҫченсем пулӑшу кӗтекенсене унпа туллин тивӗҫтереҫҫӗ, вӗсемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ. Эсир кашнин чун-чӗринех ӑшӑ сӑмахпа ӑшӑтатӑр, пурнӑҫра йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пурне те куллен пулӑшса тӑратӑр.

Чӑваш Енре ватӑ ҫынсен пурнӑҫне хӑтлӑрах тӑвассишӗн нумай ӗҫлетпӗр. «Манӑн социаллӑ центр» брендпа хастарлӑ вӑрӑм ӗмӗр центрӗсем – пӗрлехи площадкӑсем йӗркеленеҫҫӗ. Кунта пирӗн аслӑ ӳсӗмри ентешӗмӗрсем хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетме, пултарулӑх енӗпе ӗҫлеме ҫеҫ мар, тус-тантӑшӗн йышне те ӳстерме  пултараҫҫӗ. Паян республикӑра ҫавнашкал 10 центр ӗҫлет. Кӑҫал Шупашкарта, Вӑрмарпа Йӗпреҫ округӗсенче тата виҫӗ центр уҫӑлмалла.

Ҫемьесене пулӑшу паракан «Манӑн ҫемье центрӗ» евӗр центрсем хӑйсен кирлӗлӗхне туллин ҫирӗплетрӗҫ – вӗсем республикӑра тӑваттӑ. Пӗлтӗр вунӑ пин ытла ҫемье социаллӑ пулӑшу, право тата педагогика енӗпе пулӑшу илнӗ.

Улшӑнусем халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑна та пырса тиврӗҫ. Чӑваш Республики 2023 ҫул­та «Демографи» наци проектне пурнӑҫланӑ шайра ха-лӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрсене комплекслӑн ҫӗнетме йышӑннӑ Раҫҫейри 17 пи­лотлӑ регион шутне кӗчӗ. Вӗсем хальхи вӑхӑтри «Раҫҫейри ӗҫ» кадр центрӗсене ҫаврӑнчӗҫ, унта клиент ыйтӑвне тивӗҫтересси тӗп вырӑнта пулмаллине шута илекен йӗркесем ӗҫе кӗреҫҫӗ. Ҫавна май пулӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсем анлӑ-ланаҫҫӗ, вӗсен пахалӑхӗпе юрӑхлӑхӗ лайӑхланать.

Социаллӑ ӗҫченсем – хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен ӑстаҫӑсем кӑна мар, чи малтанах ыттисен нушине ӑнланакан, йывӑрлӑхра алӑ тӑсса пама тата пур енлӗн пулӑшма тӑрӑшакан ҫынсем. Сире пархатарлӑ ӗҫӗршӗн тата таврари ҫынсене парнелекен чун ӑшшишӗн тав тӑватӑп. Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сыв­лӑх, ырлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

 Чӑваш Республикин

         Пуҫлӑхӗ                                                                               О.Николаев                                                                   

 

 

 



08 июня 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter