Йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ объектсене вӑхӑтра Ҫӗмӗрлере хута ямалла

Йывӑрлӑх кӑларса тӑратнӑ объектсене вӑхӑтра Ҫӗмӗрлере хута ямалла

Кун пирки Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе Ҫӗмӗрлере пулнӑ чухне каланӑ.  Унта вӑл  Пионерсен организацийӗ  50 ҫул тултарни ячӗллӗ паркӑн реконструкцийӗпе  тата ҫамрӑксен пулас центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланнӑ.  

Паркри строительство ӗҫӗсене 80% ытла пурнӑҫланӑ.  Тӗп аллея тунӑ, брусчатка хунӑ, фонтана юсаса ҫӗнетнӗ, экоҫул хута янӑ,  ҫутӑпа тивӗҫтернӗ.

Хула пуҫлӑхӗ Эдуард Васильев каланӑ тӑрӑх, муниципалитетпа подрядчиксем хушшинче ӑнланманлӑхсем пур.  Апла пулсан, хӑш-пӗр ӗҫсене графикпа килӗшӳллӗн пурнӑҫа тен кӗртеймӗҫ те.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапларах палӑртса каланӑ: «Пур документа та тишкерер, юридици хаклавӗ парар.  Тӗп тӗллев  объекта  вӑхӑтра  хута ярасси.  Йывӑрлӑх кӑларса тӑратакан ыйтусене уҫӑмлатса кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварасси те тӗп ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать.  Пурин те яваплӑха туйса, палӑртнӑ ӗҫсене пурнӑҫласа пыма тӑрӑшмалла», тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл.

Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн хула строительствипе хула хуҫалӑхӗн управленийӗпе «БЕРСО» тулли мар яваплӑ общество хушшинче контрактра кӑтартнӑ ӗҫсене пурнӑҫламалли вӑхӑт — ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ шутланать.  2023 ҫулта Парк Пӗтӗм Раҫҫейри хӑтлӑ хула хутлӑхне туса хумалли чи лайӑх проектсен конкурсӗн VII тапхӑрӗн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.

Унӑн базинче ҫамрӑксен центрне уҫма ача-пӑча пултарулӑхӗн центрне тӗпрен юсас ӗҫсем Раҫҫей регионӗсенчи ҫамрӑксен политикине комплекслӑ аталантармалли  «Ҫамрӑксем валли регион» программӑпа  килӗшӳллӗн, «Вӗренӳ» нацпроекта тӗпе хурса пурнӑҫа кӗрет.

Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗн Управленийӗн ертӳҫи, ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен  Иван Филиппов  хӑйӗн сӑмахӗнче чӑнласах та, подрядчиксем объекта юлса пурнӑҫласа пынине каланӑ.

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев контрактаци процесне май пур таран хӑвӑртрах хута ямаллине палӑртнӑ.



07 июня 2024
09:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter