Шыв тӑрӑх ишсе ҫӳрекен ҫуртсене – хаусботсене туса хута яма хатӗр Чӑваш Енре

Шыв тӑрӑх ишсе ҫӳрекен ҫуртсене – хаусботсене туса хута яма хатӗр Чӑваш Енре

Ҫакӑн пек ҫуртсене Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ пуҫтарнӑ, вӗсем республикӑри пӗчӗк юханшывсемпе ытти шыв-шурсенче вырнаҫмалли вырӑн пулса тӑрӗҫ тата регионпа Раҫҫейӗн туризм илӗртӳлӗхне пӗтӗмӗшле аталантарма пулӑшӗҫ. Ҫак тӗллеве ҫӗршыв Президенчӗ лартнӑ.

Кун пирки «Çĕмĕрлери ятарлă автомобильсен завочĕ» акционерсен обществи 95 ҫул тултарнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятире  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пӗлтернӗ.

Вӑл предприяти хӑйӗн отраслӗн флагманӗсенчен пӗри пулнине, ҫӗршывӑн оборонӑпа промышленноҫ комплексӗ валли ятарлӑ техника туса кӑлараканӗ пулнине палӑртнӑ: «Кунта питӗ пахалӑхлӑ, чи  пӗлтерӗшли  Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес енӗпе чи кирлӗ тӗллевсене пурнӑҫлама хальхи саманашӑн питӗ лайӑх таварсем тирпейлеҫҫӗ. Заводӑн коллективӗ тата пӗтӗмӗшле илсен, «Проект-техника» группа компани  пысӑк технологиллӗ хатӗрсемпе усӑ кураҫҫӗ. Вӗсем ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама кирлӗ хатӗрсене калӑплаҫҫӗ. Ахаль граждансен валли те таварсем тирпейлесе кӑлараҫҫӗ.  Вӗсен йышӗнче; куҫса ҫӳрекен вӗрентӳ объекчӗсем, шыв тасатмалли, кану объекчӗсем тата ытти нумай япаласем»,  тенӗ вӑл.

 «Предприятин ӗҫ-хӗлӗн пур енӗпе те май пур таран ытларах ҫитӗнӳ пултӑр тесе Чӑваш Ен Правительстви витӗм кӳме тӑрӑшать.  Эпир сирӗнпе  пӗрле  пурсӑмӑр та ҫӗнтерӳ тӑвас тесе вӑй хуратпӑр»,  палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Раҫҫейӗн хӳтӗлевпе промышленность комплексӗ валли  «ШЗСА» кӑткӑс ятарлӑ техника туса кӑларакан предприяти пулса тӑрать.

Производство хатӗрӗсемпе 21 ҫӗршыва тивӗҫтереҫҫӗ.  2 ҫул хушшинче предприятин тӗп капиталне инвестицисем виҫӗ хута яхӑн ӳснӗ. Вĕсен предприяти калăплакан таварсене ытларах Раççей Оборона министерстви, Раççей ШĔМ, Раççей МЧС ыйтнине палăртнă заводӑн ертӳҫи. 

Производствӑна модернизацилес тата анлӑлатас тӗллевпе пурнӑҫлакан тата планлакан заводӑн инвестпроекчӗсен хакӗ 1,5 млрд тенкӗпе танлашнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ заводра ӗҫлекенсене пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшӑн, хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене яваплӑха туйса тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пынӑшӑн наградӑсем парса чысланӑ.  

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева завод ҫыннисен ӗҫ никӗсӗнче - конструкторсен, инженерсен, хӑйсен пурнӑҫӗпе шӑпине ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерекен автомобильсемпе ҫыхӑнтарнӑ ҫынсен интеллектуаллӑ пысӑк вӑйӗ пулнине палӑртса каланӑ.   Вӑл предприяти пĕр тикĕс лайăх аталанса пынине палăртнă, кунта тăрăшакансене ĕçре малашне та та пысăк ӳсĕмсемпе ĕçлеме сĕннĕ.

Ҫак ҫӑмӑл мар вӑхӑтра чи кӑткӑс ыйтусене татса пама, вӗсене пурнӑҫлама хатӗр пулнӑшӑн,  «Проект-техника» Корпорацин Сӑнав канашӗн председателӗ Шавасп Калашян  предприяти ушкӑнне ырласа тав сӑмахӗсем каланӑ.  



07 июня 2024
11:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter