«Раҫҫей» курав-форумра Чӑваш Енӗн инвестици вӑй-хӑвачӗпе республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллаштарнӑ

«Раҫҫей»  курав-форумра Чӑваш Енӗн инвестици вӑй-хӑвачӗпе  республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллаштарнӑ

«Чӑваш Республикин инвестици вӑй-хӑватне Шупашкар агломерацийӗн (мастер-план) анлӑ аталанӑвӗн стратегине пурнӑҫа кӗртни урлӑ уҫса парасси» темӑпа регион Пуҫлӑхӗ   «Пуласлӑх анлӑшӗ: Атӑл-Кама макрорегионӗ» пленарлӑ сессире тарӑн доклад туса панӑ.  

«Республика ҫынсене пурӑнма тата бизнеса аталантарма хӑтлӑ условисем туса пама курс илнӗ. Экономикӑри ҫӗнӗ условисенче эпир Чӑваш Ене аталантармалли пысӑк технологи тата производство никӗсӗ йӗркелеме пултартӑмӑр», –  тенӗ Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Регионӑн  тӗп хӑвачӗ промышленность пайӗ пулса тӑрать. Ҫавӑнпа та эпир электротехника, машина тӑвасси, аграри  пайӗсене аталантарса пырас ӗҫсене пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Электротехника кластерӗн уйрӑм позицисемпе ӗҫлекен предприятийӗсем ҫӗршывӑн рынокӗн 40% ытла йышӑнаҫҫӗ.

Юлашки ҫулсенче ял хуҫалӑх тракторӗсем пӗчӗк тата вӑтам хӑватлӑ тата водород перекиҫӗ туса кӑларассипе 2.0 икӗ специнвестконтракт турӑмӑр. Ӑна пурнӑҫланӑ хыҫҫӑн таварсене туса илесси икӗ хут ӳсӗ, ҫӗршыва кирлӗ пек хатӗрсемпе туллин тивӗҫтерӗ.

Унсӑр пуҫне 9 кластер, ҫав шутра машинӑсем тӑваканнисене те хута янӑ. Вӑй агрегачӗсен завочӗ производствӑна сарса ҫӗнӗ-ҫул-йӗрсемпе ӗҫлесе пыма тытӑнчӗ.

Чӑваш Ен мӗн авалтан аграри республики пулнӑ, ҫавна пула эпир хамӑра тӗп апат-ҫимӗҫпе туллин тивӗҫтеретпӗр. Республикӑри ял хуҫалӑхӗ юлашки ҫулсенче отраслӗн пур кӑтартӑвӗпе те ӳсӗм ҫирӗппӗн пынине ҫирӗплетет.

Юлашки ултӑ ҫулта АПК-ра пӗр пин ытла инвестици проектне пурнӑҫа кӗртнӗ.

Чӑваш Ен  вӑрлӑх сухана тата хур-кӑвакал ашне туса илекеннисенчен малта пыраканни шутланать. Ку тӗлӗшпе Раҫҫейри таварсенчен 70%  йышӑнать. Ҫӗршывра хӑмла лартакансенчен те чи малта пыраканнни пирӗн республика.  Пирӗн тӑрӑхра ҫак культурӑн пӗтӗм калӑпӑшӗнчен 90% ҫитӗнет. Халӗ те регионӑн Раҫҫейри «симӗс ылтӑн» производствӑна ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас шанӑҫӗ пысӑк.

Федераллӑ программӑсене хутшӑнса бизнес хӑйне хӑтлӑ туйма пултартӑр тесе условисем туса паратпӑр – ку вӑл хуҫалӑх ӗҫ-хӗлне пурнӑҫа кӗртме экономикӑри ятарлӑ условисемлӗ зонӑсем. Канаш хулинче социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑна аталантарса пыма витӗм кӳрекен  территори ӗҫне пуҫарса янӑ.  

Пирӗн Шупашкар хулинче икӗ индустри паркӗ пур, унта резидентсем ӗҫлеҫҫӗ ӗнтӗ, юлашки ҫулсенче эпир тата темиҫе площадка хута янӑ. Хӑш-пӗр ӗҫсене туллин пурнӑҫа кӗртме те ӗлкӗрнӗ.  Ҫавӑн пекех Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ятарлӑ экономика зони йӗркелерӗмӗр, пӗрремӗш резидент ӗҫлет. Кӑҫал 4 резидентран кая мар кӗтетпӗр, 2 индустри площадки туса пӗтеретпӗр: Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче ОЭЗ, ҫавӑн пекех муниципаллӑ округра агротехника енӗпе ҫӗнӗ ҫул-йӗрсемпе ӗҫлеме тӗллев лартнӑ.  Икӗ уйрӑм технопарк туса пӗтеретпӗр те виҫҫӗмӗшпе ӗҫлетпӗр.

««АБАТ» – иртнӗ ҫул ҫӗнӗ территорисенче 1000 ытла шкула кухня оборудованийӗпе тивӗҫтернӗ. Предприяти малта пыраканнисенчен пӗри пулса тӑрать.  Виҫҫӗмӗш уйрӑм технопарк вӑл — «Волгахим , сахал тоннажлӑ хими. Халӗ ОЭЗ шайӗнче тепӗр икӗ СПИК 2.0 туса кӑларас тӗлӗшпе ӗҫлетпӗр, вӗсем «Химпром» площадкӑра  пулӗҫ, технологи суверенитетне ҫак енсемпе кӑна мар, хутӑш отрасльсенче те тарӑнрах тирпейлес тӗллевпе ӗҫлеме тӗллев лартнӑ. Эпир те, ытти регионсем пекех, бизнес хӑйне хӑтлӑ туйтӑр тесе илӗртӳллӗ налог условийӗсем туса паратпӑр, пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлессине кирек мӗнле ыйту та онлайн мелпе, чиновниксен бюрократие пӗтерес тесе тӑрӑшатпӑр.  

Кадрсенчен чылай килет, ӗҫсене епле пурнӑҫласа пырасси. Пирӗншӗн ку каллех актуаллӑ пулса тӑчӗ. Пирӗн вӗрентӳ системи аталаннӑ. Эпир 3 ҫул ӗнтӗ ачасем иртерех профориентаци иртчӗр тесе ӗҫлетпӗр. Пирӗн проект пур – вӗренӳпе производство класӗсем – 21, унта ачасем аслӑ классенче вӗреннӗ чухнех пӗрремӗш професси илме тата ҫуллахи вӑхӑтра ӗҫлеме пултарайраҫҫӗ.

Ҫав вӑхӑтрах ҫӗнӗ программӑсене хастар кӗретпӗр. Пирӗн 7 профессионалитет пур. Вӗсем: медицина ҫул-йӗрӗ, педагогика, аграри, энергетика комплексӗ тата строительство. Тепӗр 5 заявка панӑ ку ҫул валли. Унсӑр пуҫне кӑҫал Чӑваш патшалӑх университечӗ «Приоритет–2030» программӑна кӗнӗ, унта эпир электротехника енӗпе аталану тӗллевӗсене татса парӑпӑр. Аграри университечӗ ку программӑпа тахҫантанпах ӗҫлет ӗнтӗ.

Кашни регион туристсене илӗртес тӗллевпе хастар тимлет. Пысӑк ӗҫсене пула,  пирӗн тӑрӑха курма килекенсен йышӗ юлашки пиллӗк ҫулта  2,5 хут ӳснӗ. Ку вара хутӑш отрасльсене аталанма витӗм кӳрет. Кӳршӗ регионсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме палӑртнӑ. 2023 ҫулта «Аслӑ Атӑл ҫул-йӗрӗ» регионсем хушшинчи пӗрремӗш наци маршрутне ҫирӗплетнӗ. Вӑл Тутарстан Республикине, Мари Эла тата Чӑваш Республикине  ҫитсе курма май парать. Турист пӗр турпутёвка туянса Хусана та, Шупашкара та, Йошкар-Олана та ҫитсе курайрать.

Шупашкар агломерацийӗн мастер-планӗ комплекслӑ майпа вӑй илсе пыма ҫӗнӗ ҫул-йӗрсем уҫӗ.  Ҫак ӗҫе эпир 2023 ҫулта «ДОМ. РФ» аталану корпорацийӗпе пуҫларӑмӑр. Сӑмах Шупашкар хули, Ҫӗнӗ Шупашкар тата ҫак территорипе ҫыхӑннӑ тепӗр 4 муниципалитет пирки пырать.  Вӑл Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Муркаш тата Сӗнтӗрвӑрри округӗсем. Пирӗн тӗллев пӗтӗм территорине  аталантарса пырасси.

Мастер-плана тӗпе хурса, ресурссемпе тивӗҫтерессипе 40 проект хатӗрленӗ.  Ҫав вӑхӑтрах муниципалитетсем паян хушма проектсем йӗркелес тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ, эпир вара вӗсене 100, тен, 200-тен кая мар тума палӑртатпӑр. Пуласлӑхра вӗсен йышӗ тата пысӑк пуласси те куҫ кӗретех.

Мастер-план кашни территорие агломерацире аталантарма витӗм кӳрӗ, вӗсене ҫыхӑнтарса, ӗҫ, вырӑнӗсемпе тивӗҫтерӗ. Мастер-планӑн 10 тӗп проектне пурнӑҫа кӗртсен, вӗсем 2030 ҫул тӗлне муниципалитетӑн  таварсен калӑпӑшне 24% таран  ӳстерме май парӗҫ, 80 пине яхӑн ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленӗ.

Мастер-плана тӗпе хурса , Чӑваш Енри ытти муниципалитетсенче те  проектсен йышне ӳстерсе пыма тӗллев лартнӑ.

Эпир пӗлтӗр ҫирӗп аталану концепцине ҫирӗплетнӗ. Ӑнсӑртран мар пулӗ,  ҫӗршыв Президенчӗ кулленех пысӑк технологисен витӗмлӗхӗсемпе усӑ курса ҫӗнӗ йышши производствӑсене хута ярса пыма калать.  Ҫӗршыва ҫӗнӗ технологисемпе аталантарас тӗллевсене 2060 ҫул тӗлне нуль углерод йӗрӗпе тивӗҫтермелле тӑвасси пирки калать. Ку экологи, вӑл ҫынсемшӗн тӑрӑшни, ESG-повестка. Ҫавӑнпа концепци шайӗнче эпир 2023 ҫултанпах пур проектра та вӗсем экологи тӗлӗшӗнчен пулччӑр, ҫынсене тата ҫут ҫанталӑка сиен ан кӳччӗр тесе пӑхатпӑр.

Паян эпир ҫӗнӗ комплекслӑ программӑпа ӗҫлетпӗр, вӑл пӗтӗм республикӑна аталантармалли анлӑрах мастер-план пулса тӑрать. 

Ҫак темӑсене эпир ҫӗртме уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче Республика кунне уявланӑ май иртекен черетлӗ экономика форумӗнче сӳтсе явма палӑртса хунӑ.  Чӑваш Енӗн тӗп хулине пурсӑра та йыхравлатпӑр!», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.



10 июня 2024
10:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter