Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак кун пирӗн нумай нациллӗ, тӗрлӗ тӗне ӗненекен халӑхӑмӑр, пирӗнтен кашниех хамӑрӑн аслӑ Тӑван ҫӗршывӑмӑр ячӗпе пӗр чӑмӑра пӗрлешнине, эпир пурте пӗр шухӑшлӑ пулнине ытарлӑн палӑртать.

Раҫҫей – кашнийӗшех хӑйне евӗрлӗхӗпе, тӗлӗнмелле пуян та илемлӗ ҫут ҫанталӑкпа, халӑх хуҫалӑхӗпе,  йӑли-йӗркипе тата культурипе палӑрса тӑракан, чи пахи вара – Раҫҫее юратакан, уншӑн тӑрӑшакан тата ӑна кал-кал аталантарассишӗн ырми-канми вӑй хума хатӗр хастар чунлӑ ҫынсемлӗ 89 регион пӗрлӗхӗ.

Чӑваш Ен те – ҫав ретрех. Эпир Раҫҫейӗн аслӑ ҫемйи йышӗнче чылай ӗмӗр пурӑнатпӑр. Аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑрӑн Иван Яковлевич Яковлевӑн халалне асра тытса Раҫҫее юрататпӑр, шанатпӑр тата унӑн ырлӑхӗшӗн ӗҫлетпӗр.

Эпир кунта – пин ҫула тӑсӑлакан пуян кун-ҫуллӑ, сумлӑ мӑн асаттемӗрсен паттӑрла ӗҫӗсемпе чаплӑ ҫитӗнӗвӗсене чыслӑн асра тытакан аслӑ ҫӗршывра – пурӑннипе мухтанатпӑр. Унчченхи ҫӗнтерӳсем, аслисем вӗрентсе ӑс панисем, чун хавалӗпе наци мӑнаҫлӑхӗ пире паян та хамӑрӑн Тӑван ҫӗршыв интересӗсене ятарлӑ ҫар операцийӗнче хӳтӗлеме, мӗнпур енӗпе тата пӗтӗм сферӑрах нимпе сӑлтавламан санкцисен пусӑмӗ кӳрекен йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пыма пулӑшасса шанса тӑратӑп. Пирӗн чун ҫирӗплӗхне тем пек хавшатма хӑтланнине пӑхмасӑр, эпир пурте пӗрле хамӑрӑн юратнӑ ҫӗршывӑмӑра малалла та ҫӗнетсе улӑштарӑпӑр, йӑлана кӗнӗ хаклӑхсем ҫине таянса ӑна тӗнчере аслӑран та асли туса хурассишӗн ӗҫлӗпӗр.

Уяв ячӗпе, хаклӑ ентешӗмӗрсем, республикӑра пурӑнакансем!

Пурсӑра та ҫирӗп  сывлӑх, телейпе ӑнӑҫу тата ырлӑх сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин

          Пуҫлӑхӗ                                                                                                                     Олег Николаев



12 июня 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter