Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев СВО хутшӑнакансене Паттӑрлӑх орденӗ парса чысланӑ

Раҫҫей кунӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев СВО хутшӑнакансене Паттӑрлӑх орденӗ парса чысланӑ

Раҫҫей кунне халалланӑ савӑнӑҫлӑ мероприятире Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн 1253 полкӑн инженерипе сапер ротин саперне Алексей Адикина тата штаб пуҫлӑхне – 1251 мотострелковӑй полк командирӗн пӗрремӗш ҫумне, Руслан Валиуллин подполковника хӑйсене шеллемесӗр ӗҫленӗшӗн, хӑюлӑх кӑтартнӑшӑн, ятарлӑ ҫар операцине ирттермелли зонӑра ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне яваплӑха туйса  хӑйсене шанса панӑ ӗҫсене пысӑк шайра туйнӑшӑн Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ: «Раҫҫей кунӗнче эпир сирӗнпе пӗрлӗхлӗ, халӑхсене пӗрлештерекен ҫӗршывшӑн нумай ӗмӗр пӗрле пулса туслӑ пурӑнма май паракан мӑнаҫлӑха тепӗр хут ҫирӗплетсе паратпӑр», – тенӗ.

«Пирӗн ҫӗршыв историйӗ пире хамӑрӑн мӑн асаттесен ҫулӗпе пыма хӑюлӑхпа, тӳсӗмлӗхпе пуянлатать.

Шӑпах ҫакӑн валли ҫак кунсенче ятарлӑ ҫар операцине пурнӑҫланӑ май малти вырӑнта пирӗн ентешсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес тата ҫӗнӗ тӗнче йӗркине йӗркелес тесе кулленех тӑрӑшаҫҫӗ. Аслӑ ӗҫсене тылра та тӑваҫҫӗ – наука пуҫарӑвӗсене, вӗсене производствӑсенче технологи суверенитечӗпе тивӗҫтерсе ҫӗршыв валли  кирлӗ пек хатӗрсем калӑпласа кӑлараҫҫӗ.

Ҫамрӑксем  туслӑха ҫирӗплетсе пӗрлӗхе кӑтартаҫҫӗ.  Унчченхи ӑрусен ӗҫӗсене малалла тӑсакан хальхи ӑрӑвӑн ӗҫӗсене ярса илсе ҫӗнӗ  ӳсӗмсемпе палӑрма пикенеҫҫӗ. Ҫапла пулнӑ, яланах ҫапла пулӗ те. Уяв ячӗпе, хаклӑ туссем!», – тенӗ вӑл.

Мероприяти яланхи пекех уяв концерчӗпе вӗҫленнӗ.

Палӑртса хӑваратпӑр, Раҫҫей кунӗнче ҫамрӑк  яш-кӗрӗме,  Шупашкарта пурӑнакансене  Раҫҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн паспортне панӑ. Тӗп документа вӗренӳ отличникӗсем, волонтерсем, Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери конкурссен ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсем тата олимпиадӑсен призерӗсем тивӗҫнӗ.  Вӗсене  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаев чысланӑ.

Аса илтеретпӗр, уява Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Вячеслав Борисов, Николай Владимиров сенатор, Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей” партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн секретарӗ Леонид Черкесов тата та ытти сумлӑ хӑнасем пуҫтарӑннӑ.  

 



13 июня 2024
08:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter