«Асамат» фейерверксен фестивальне хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе пӑрахӑҫланӑ

«Асамат» фейерверксен фестивальне хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе пӑрахӑҫланӑ

 «Асамат фейерверксен фестивалӗ кӑҫал иртмӗ. Лару-тӑру хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсем ҫине тимлӗрех пӑхма хистенӗ май ҫакнашкал йышӑну тунӑ. Сӳтсе явсан, кӑҫалхи ытти аспектсене пурне те хак парсан фестивале кӑҫал ирттермӗпӗр тесе йышӑну тунӑ. Ыттисем, Республика кунне уявланӑ май йӑлана кӗнӗ мероприятисем пурте иртрӗҫ», – тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2024 ҫулта Республика кунне хатӗрленсе ирттерессипе ӗҫлекен йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче.

Республика кунне уявламалли ӗҫлӗ программа Шупашкарти «Чӑваш Ен: ҫирӗп аталану» экономика форумӗнчен пуҫланать. Вӑл  ҫӗртме уйӑхӗн 20-21-мӗш кунӗсенче пулать. Ун шайӗнче  кун йӗркипе килӗшӳллӗн,  20 яхӑн тӗрлӗ  мероприятисем ирттерме палӑртса хунӑ.  Цифровизаци, импорта улӑштарас, регионсен стратегилле ҫирӗплӗхне ӳстерсе пырассипе уҫӑ калаҫусем ирттерме палӑртнӑ.

ЧЭФ’24 программине управленин электротехника тата интеллектуаллӑ системисене хатӗрлесе ӗҫе кӗртес тата хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес енӗпе ӗҫлекен чукун ҫул техникине туса кӑларакансен пӗрлешӗвӗн ларӑвӗ, стратегиллӗ сессисем «Инженери мелӗсем, технологи суверенитетатачӗпе тивӗҫтермелли практикӑсем», «Чӑваш Республикин ҫирӗп аталанӑвӗн мега-проекчӗсем: Цифрӑллӑ энергорегионсем», «Хӗрарӑмсем-предпринимательсем – лидерсем», «Хальхи цифра хутлӑхӗнчи библиотека экосистеми», «Социаллӑ ҫирӗп яваплӑх тата влаҫпа бизнес», «Чӑваш Енӗн ESG-инвестициллӗ проекчӗсене тӗрев парасси» бизнес-ирхи апат тата та ытти кӑсӑклӑ мероприятисене плана кӗртсе хӑварнӑ.

Форум шайӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗпе ӗҫлекен комитечӗн «ҫавра сӗтелӗ»,  саккунсене пӑсса ултавлӑ ӗҫсене хирӗҫле нормативлӑ право ӗҫ хучӗсене йышӑнасси пирки уҫӑ калаҫусем ирттересси,  экологи енӗпе ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтусем тавра калаҫасси те кун йӗркинчи тӗп ыйтусем пулса тӑраҫҫӗ.

Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пленарлӑ ларура технологи суверенитетне тата промышленноҫӑн ҫирӗплӗхне, симӗс экономикӑна, вӗсем патне климат улшӑнӑвӗсемпе адаптацине, яваплӑ инвестиципе предпринимательлӗхе, финанс хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явӗҫ.

 «Ҫамрӑксен предпринимательстви ҫирӗп аталануллӑ факторӗ» ҫавра сӗтелсем ирттерме палӑртнӑ. «Бизнеса ҫирӗп аталантарасси: МСПа Корпорацине пулӑшмалли программӑсем», регион акцийӗсем, « Чӑваш Ен ҫирӗп аталанӑвӗ ӳнерҫӗсен куҫӗпе» картинӑсен куравӗ тата та ытти кӑсӑклӑ мероприятисем пулӗҫ.

 «Регионсем – чикӗсӗр килӗштерсе ӗҫлесси»  регионсем хушшинчи 31 хут курав иртӗ.

ЮНЕСКО фестивалӗсен пӗтӗм тӗнчери каталогне кӗрекен  «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх пултарулӑхӗн фестивалӗ  ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Хӗрлӗ тӳремре уҫӑлӗ, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче  тӗрлӗ ушкӑнсен гала-концерчӗ иртӗ.  Мероприятине  Пушкӑртстанри‚ Тутарстанри‚ Удмуртири‚ Коми Республикинчи‚ Оренбург‚ Саратов‚ Свердловск‚ Тюмень облаҫӗсенчен пултарулӑх ушкӑнӗсем килсе ҫитесси те паллӑ.  Фестиваль  ҫавӑн пекех Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Тӑвай тата Канаш муниципаллӑ округӗсенче те хаваслӑн янӑрӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Руҫ ӑстисем» ХХII-мӗш конкурсӗ иртӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн 15 субъектӗнчен 40 маҫтӑр хутшӑнӗ. Тӗрлӗ наци ҫамрӑкӗсен представителӗсемпе ирттернӗ интервьюсемпе интерактивлӑ наци этно-марафонне ирттерме  плана кӗртнӗ.

 Шупашкарта Республика кунне палӑртса  «Ача-пӑча Акатуйӗ» уявӗ иртӗ.  «Сана, Чӑваш Ен!»  видеосаламсен онлайн-Фестиваль хута кайӗ. Культурӑпа кану паркӗсенче, ҫавӑн пекех  культура учрежденийӗсен  умӗнчи уҫӑ лапамсенче пултарулӑх каҫӗсемпе уяв концерчӗсем пулаҫҫӗ. Хулари микрорайонсенче ҫӗртмен 10-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен картиш мероприятийӗсем йӗркелӗҫ.



14 июня 2024
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter