Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Сывлӑх сыхлавӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Сывлӑх сыхлавӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата отрасль ветеранӗсем!

Ҫынсемшӗн, наци сывлӑхӗшӗн, пӗтӗм халӑха сыхласа хӑварассишӗн ӗҫлесси сирӗн тивӗҫӗр тата чун туртӑмӗ. Эсир вӑхӑта е ытти сӑлтава пӑхмасӑр, яланах сывлӑх хуралӗнче тӑратӑр, сирӗнтен кашниех пирӗн ҫӗр-ҫӗр, тен, пин-пин те-и ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.

Ку – ырми-канми ӗҫ, тимлӗ пулнӑшӑн, пулӑшу кӳнӗшӗн тата пире парнелекен ӑшӑ кӑмӑлӑршӑн сире тайма пуҫ.

Паян пирӗн умра – Чӑваш Ен Правительствипе сывлӑх сыхлавӗн ӗҫне йӗркелекенсен умӗнче – отрасльти халь ӗҫлекен кадрсен йышне упраса хӑварас, вӗсене малалла ӗҫлеме хавхалантарас тата ҫӗнӗ специалистсене явӑҫтарас енӗпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тӑраҫҫӗ. Ҫакӑ пирӗн республикӑра пурӑнакансене медицина пулӑшӑвӗ памалли майсене пахалӑхлӑрах та юрӑхлӑрах тума пулӑшать. Палӑртса хунине пурнӑҫлама эпир федераци пулӑшу майӗсемпе, ҫавӑн пекех республика шайӗнчи хамӑрӑн пулӑшу майӗсемпе усӑ куратпӑр. Кирлӗ пулсан, вӗсене лайӑхлатса тата анлӑлатса пырӑпӑр. Сирӗн валли йӗркелекен ӗҫ условийӗсен пӗлтерӗшне хак пама та йывӑр. Кунта «Сывлӑха сыхлас ӗҫ» наци проекчӗ шайӗнче медицина оборудованине тӑтӑшах ҫӗнетсе пыни, сывлӑх сыхлавӗн малтанхи сыпӑкне ҫӗнетес енӗпе пурнӑҫлакан комплекслӑ мероприятисем, цифрӑлани тата производствӑн чылай ӗҫ-хӗлне ансатлатни кӗрет.

Паллах, пурте пӗрле ҫакӑ – кадрсемпе тивӗҫтерни, сывлӑха сыхлас ӗҫе модер­низацилени, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсем туни тата вӗсене ҫӗнетни – Чӑваш Ен демографийӗн тӑрӑмӗ ҫине палӑрмаллах витӗм кӳчӗ. 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх эпир кӗтекен пурнӑҫ тӑршшӗне лайӑхлатма пултартӑмӑр, халӗ вӑл 73,07 ҫулпа тан­лашать тата пепкесен вилеслӗхӗн чи пӗчӗк кӑтартӑвӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш вырӑна тухрӑмӑр. Пӗр ҫул хушшинче кӑна эпир ӑна пӗрре ҫурӑ чухлӗ пӗчӗклетрӗмӗр.

Хаклӑ ӗҫтешсем, сире суйласа илнӗ ӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑхпа ырлӑх тата профессире ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума сунатӑп. Кашни кунах сире юратнӑ ӗҫӗр питӗ кирлӗ те паха пулнине, ырми-канми тӑрӑшни хӑвӑр сиплекен чирлӗ ҫынсемпе таврари ҫынсен чӗрисенче тав сӑмахӗсем ҫуратнине туйтарса, ӗнентерсе тӑтӑр.

Уяв ячӗпе сире!

Evviva!

 

Чӑваш Республикин

          Пуҫлӑхӗ                                                                                                     Олег Николаев

 



16 июня 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter