Мускавра иртнӗ Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ» ҫӗршыври мӗнпур чӑвашсене пӗрлештернӗ

Мускавра иртнӗ Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ» ҫӗршыври мӗнпур чӑвашсене пӗрлештернӗ

Культура программипе килӗшӳллӗн, Халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравӗн  (ВДНХ)    территорийӗн пилӗк тӳремӗнче хӑнасем йышлӑн пуҫтарӑннӑ.

Уява пухӑннисене саламланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапларах каланӑ: «Паян «Акатуй» ВДНХра хаваслӑн янӑрать. Наци йӑли-йӗркине тӗпе хурса, эпир ҫут ҫанталӑка тав тума пухӑнтӑмӑр. Эпир сирӗнпе Турӑран  мӗн акса хӑварнине ӑнӑҫлӑ ҫитӗнтерме, пӳлмесене тухӑҫа лайӑх пухса кӗртме ыйтатпӑр.  Раҫҫей вӑй-хӑвачӗ пурсӑмӑртан та чылай килет, кун пирки пире пӗрмаях ҫӗршыв Президенчӗ аса илтерсех тӑрать. Эпир паян кунта пуҫтарӑнни йӑла-йӗркене хисепленине ҫирӗплетет. Чи кирли – ӳлӗмрен те ҫапла пултӑрччӗ.

Эпир Оренбург облаҫӗнчен килнӗ хамӑр ентешсене те пулӑшӑпӑр.  Пирӗн ентешсем, чӑвашсем, чӑваш диаспори пуҫарнипе вӗсен ҫурт-йӗрне юсаса ҫӗнетме витӗм кӳреҫҫӗ.  Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене чӑваш халӑхӗ яланах пулӑшма хатӗр.

Аграри пайӗнче тӑрӑшакансем производство калӑпӑшне  кулленех ӳстерсе пыраҫҫӗ, пысӑк технологисен витӗмлӗхне тӗпе хурса ӗҫлеҫҫӗ.  Ҫанталӑк условийӗсем япӑх пулнипе,  кӑҫал ҫурхи ӗҫсене чылай кая юлса тытӑннӑ. Пур-пӗрех палӑртнӑ ӗҫсене пӗтӗмпех туса пӗтернӗ», – тенӗ.

Федерацин Сывлӑх сыхлавӗн асӑрхав службин ертӳҫи Алла Самойлова тӑван  халӑха саламланӑ: «Чӑваш Республикин территорийӗнче кӑна мар, унӑн тулашӗнче питӗ нумай чаплӑ тухтӑрсем ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем Чӑваш Енре ҫуралса ӳссе, пысӑк профессионалсем пулса тӑнӑ.   Куншӑн чӑваш ҫӗрне пысӑк тав сӑмахӗсем калас килет», – тенӗ вӑл.

Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Федоров савӑнӑҫлӑ уява хутшӑнакансемпе хӑнасене саламланӑ: «Чӑваш халӑхӗн хӑйне евӗр ӑс-хакӑл культурине тата авалхи йӑли-йӗркине упраса хӑварассишӗн яваплӑха туйса ӗҫленӗшӗн паян ял ӗҫченӗсене пурне те чӗререн тав тӑвас килет. Хамӑрӑн аслӑ сӑвӑҫӑмӑр Петӗр Хусанкай каланӑ сӑмахсене тепӗр хут аса илес килет: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!», – тенӗ.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин  финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков  пурсӑмӑр та аслӑ ҫӗршывра пурӑннине палӑртнӑ: «Пирӗн халӑх аслӑ Раҫҫей аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ӑна хӳтӗленӗшӗн мӑнаҫланатӑп. Ҫӗршывӑмӑра тӑшмансенчен халӗ те пирӗн  паттӑрсем хӳтӗлеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ  пулассине, тӗрӗслӗх яланах пирӗн енче пуласса шанатпӑр», – тенӗ сумлӑ ентешӗмӗр, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ. 

Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Владимиров «Акатуй» уявӗ  пурне те  пӗр чӑмӑра пухнине асӑннӑ. «Ҫак уяв пире пурне те хамӑра шеллемесӗр ӗҫлеме тата малашлӑха ӗненме хавхалантарать. Паян ҫӗр ӗҫченӗсене тав тӑватпӑр. Сирӗн ӗҫе пула Чӑваш Республикин экономики аталанать. Пурне те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, ырлӑх-сывлӑх сунатӑп!», – тенӗ вӑл.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева уява ҫӗршывӑн тӗп тӳремӗнче ирттернине асӑннӑ: «Эпир паян кунта хамӑрӑн йӑла-йӗркене чыс тума пуҫтарӑнтӑмӑр. Хамӑрӑн ҫитӗнекен ӑрӑва туслӑ пурӑннине, пӗрне-пӗри яланах хисепленине тепӗр хут ҫирӗплетсе патӑмӑр», – тесе каланӑ депутат.

Ульяновск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Русских ҫапла палӑртнӑ: «Таса юхан шыв ӗҫчен чӑваш халӑхне, тараватлӑха, ӑслӑлӑха сӑнарланать.  Тӑван ҫӗршыва юратнине ҫирӗплетеҫҫӗ ҫакӑн евӗр уявсем.  Чӑвашсен чи лайӑх йӑли-йӗрки ӑруран-ӑрӑва куҫса пынине тепӗр хут курса ӗнентӗмӗр», – тенӗ  сумлӑ хӑна. 

Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, тинӗс пехотин офицерӗ, «Раҫҫей халӑхӗсен ассамблейи» пӗрлехи организацин генеральнӑй директорӗ Александр Даркович ҫапла каланӑ: «Эпир хамӑрӑн ассамблейӑн символӗсенчен пӗри Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти пулса тӑнипе мӑнаҫланатпӑр. Вӑл Халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравӗнче наци пӗрлӗхӗн символӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ», –  тенӗ.

Мускав Мэрӗн ҫумӗ Александр Горбенко  уява пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ. «Уяв мероприятийӗсем Мускав ҫыннисемпе тӗп хула хӑнисене юрӑ-ташӑпа, спорт вӑййисемпе, халӑх ӳнер ӑстисен куравӗсемпе  илӗртет. Мускавра иртекен «Акатуй» уявӗ  пурне те ырӑлӑх, туслӑх парнелет.  Уява хутшӑнакансене ҫутӑ туйӑмсем, лайӑх кӑмӑл-туйӑм сунатӑп», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ.

Мускаври национальноҫсен ҫурчӗн директорӗ Сергей Ануфриенко мероприятине килсе ҫитнисене саламланӑ май, ҫапла палӑртса хӑварнӑ хӑйӗн сӑмахӗнче: «Эпир Чӑваш Республикин общественноҫӗпе пӗрле наци культурине, йӑли-йӗркине, тӑван чӗлхине упраса хӑварас  тесе хастар ӗҫлетпӗр. Спорт, культура фестивалӗсене кулленех ирттеретпӗр, ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине пулӑшас енӗпе те пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫлетпӗр. Ҫавӑнпа та сире, хаклӑ хӑнасем, нацисен хушшинчи тӑнӑҫлӑха ҫирӗплетес енӗпе пӗрле килӗшсе ӗҫленӗшӗн тав тӑватӑп,  Пурне те ырлӑх- сывлӑх, телей, пурнӑҫри мӗн пур тӗллеве пурнӑҫлама вӑй-хал сунатӑп», – тенӗ.

Вырӑс Православи Чиркӗвӗн Чӑваш митрополийӗн Улатӑр епархийӗн секретарӗ Анатолий Уляхин иерей сӑмаха пуҫланӑ май, ҫапла каланӑ: «Пӗрлӗхре пирӗн вӑй пулнине туйрӑмӑр, пӗрлӗхлӗ пулсан, пурне те парӑнтарма пулать. Аслӑ Турӑ пилленӗ пек яланах пултӑрччӗ. Шупашкар тата Чӑваш митрополичӗ Савватий пилленисене ялан ӑша хывса пурӑнасчӗ», – тенӗ.

Раҫҫейри «Духовное собрание мусульман России» ЦРО Муфтийӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Обществӑлла палатин пайташӗ Альбир Крганов ҫапла каланӑ: «Ял вӑл – хамӑр халӑхсен никӗсӗ. Эпир вара нумай нациллӗ, нумай тӗнлӗ патшалӑхра пурӑнатпӑр, унта 193 ытла халӑх килӗштерсе, туслӑ пурӑнать, вӗсем ҫӗр-ҫӗр чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Анчах та пире пурне те пӗрлӗхлӗ ҫӗршыв пӗрлештерет», –  тенӗ.

«Халӑхсен туслӑхӗсем» фонтан патӗнчи тӳремре ҫынсем юрла-юрла, ташла-ташла  утнӑ. Уяв хӑнисем чӑваш апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхнӑ,  тӗрлӗ куравсемпе паллашнӑ.  Уяв программи культура, спорт мероприятийӗсемпе пуян пулнӑ.



17 июня 2024
10:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter