Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тӗп хула ертӳлӗхне сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ тӗп хула ертӳлӗхне сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсене  пысӑк тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ

Кун пирки Олег Николаев Шупашкар хулин депутачӗсен Пухӑвӗн черетсӗр 44-мӗш ларӑвӗнче пӗлтернӗ.   Паян Депутатсен пухӑвӗнче Шупашкар хула пуҫлӑхне суйланӑ. Депутатсем пӗр саслӑ пулса хула пуҫлӑхӗ пулма Владимир Доброхотова шаннӑ.

«Сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсене тимлӗх уйӑрма  сӗнетӗп. Эпир шкулсемпе тата садиксемпе питӗ тачӑ ӗҫлетпӗр, анчах та сывлӑх сыхлавӗн  пайӗнче хӑш-пӗр татса паман ыйтусем пур-ха.  Кӑҫал эпир «Университетский-2» микрорайонта врач амбулаторине уҫрӑмӑр, тӗрӗссипе калас пулсан, вӗсен шучӗ 50  пулмалла. Урӑхла каласан, инфраструктурӑна аталантарса пырассипе кая юлтӑмӑр.  Ҫынсем ҫӗнӗ объектсем кӗтеҫҫӗ, сиплев учрежденисене ҫӳреме меллӗ пулмалла»,  тесе каланӑ  вӑл тин ҫеҫ  суйланнӑ ҫӗнӗ должноҫри ҫынна.

Республика Пуҫлӑхӗ 2024 ҫулта Шупашкар хулине 150 троллейбуспа авиаподушка килессине те хыпарланӑ. «Кӑҫал спонсорсем пулӑшнипе пирӗн питӗ  кӑсӑклӑ проект пурнӑҫа кӗрӗ — спортсменсемпе ту йӗлтӗрҫисем спорт тӗсӗсемпе хӑйсен ӑсталӑхне сезона пӑхмасӑр туптама пултарӗҫ.  Ҫакна шӑпах эпир 2020 ҫултах Чӑваш Республикин, ҫав шутра Шупашкар хулин те, комплекслӑ аталанӑвне палӑртса хунине пула пурнӑҫлама май килчӗ. Ҫапла майпа тӗрлӗ инвесторсене хамӑр тӑрӑха явӑҫтартӑмӑр»,  тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Олег Николаев Шупашкар Чӑваш Республикин визит карточки, ӗҫ паттӑрлӑхӗн тӗп хули пулнине те асӑннӑ.  Производствӑсене, социаллӑ сферӑна, ҫынсене кирлӗ тата ытти объекта аталантарасси приоритетлӑ пулнине те каланӑ вӑл.

Регион Ертӳҫи  тин ҫеҫ суйланнӑ пуҫлӑх хула хуҫалӑхӗнче 30 ҫул ӗҫление асӑннӑ.  Ҫак паха ӗҫ  опычӗ ӑна малашне те ҫитӗнӳсемпе ӗҫлеме витӗм кӳрессине палӑртнӑ. «Хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене темиҫе уйӑх пурнӑҫласа пыни  пуласлӑхри ӗҫсене тарӑннӑн тишкерме май парать.  Чӑваш Республикин Правительстви хула пурнӑҫне хастар хутшӑнӗ.  Пурте пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлесе, хулана малалла аталантарма витӗм кӳрессине шанса тӑратӑп», - тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотова ӑнӑҫу суннӑ, ӳлӗмрен те хулан сӑн-сӑпатне ырӑ енне улӑштарса пыма сӗннӗ.

 



18 июня 2024
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter