Чӑваш Ен Пуҫлӑхне «Zа победу! Ҫӗнтерӳшӗн!» сӑвӑсен пуххипе паллаштарнӑ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхне  «Zа победу! Ҫӗнтерӳшӗн!» сӑвӑсен пуххипе паллаштарнӑ

Чӑваш Ен Профессионал писательсен союзӗ пуҫарнипе пухса хатӗрленӗ, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене халалланӑ сборника вырӑсла тата чӑвашла сӑвӑсем кӗнӗ, ӑна Чӑваш кӗнеке издательстви 1000 экземпляр тиражпа пичетлесе кӑларнӑ. Вӗсен авторӗсен йышӗнче 40 ытла ҫыравҫӑ, ҫав шутра Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Юрий Сементер, Галина Серебрякова, Александр Ильин, Владислав Николаев, Марина Карягина, Альбина Юрату тата ыт.те.

Вӗсен сӑввисене презентаци вӑхӑтӗнче республикӑри театрсен артисчӗсем вуланӑ.

«Сӑвӑ йӗркисем пирӗнтен кашнинех  тӗнчере паян пулса иртекен пулӑмсем ҫине тарӑннӑн пӑхма хистеҫҫӗ тата эпир Ҫӗнтерӳ ячӗпе пурте пӗрле чӑмӑртаннине кӑтартаҫҫӗ. Сӑвӑсен пуххи пирӗн паттӑрсен кӑмӑлне тултарасса, ҫӗнтерӗве ҫывхартма пулӑшасса шанатӑп, »,  -  тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Профессионал писательсен союзӗн председателӗ Ольга Куликова кӗнеке епле калӑпланса тухнине хыпарланӑ. Чӑваш Ен Наци вулавӑшне асӑнмалӑх 10 экземпляр панӑ.

 



19 июня 2024
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter