Чӑваш Ен «Посейдон» тытӑмпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме пуҫлӗ

Чӑваш Ен «Посейдон» тытӑмпа тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме пуҫлӗ

Программа патшалӑх тата муниципалитет служащийӗсене коррупци  тӗлӗшӗнчен тӗрӗслевӗсем ирттерессине хӑвӑртлатма май парӗ.

Кун пирки Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаев   Чӑваш Республикинче коррупцие хирӗҫ кӗрешес енӗпе ӗҫлекен координаци комиссийӗн ларӑвӗнче  пӗлтернӗ.

Чӑваш   Республикин  Пуҫлӑхӗ  Олег Николаев сӑмаха малалла тӑснӑ май, ҫапла каланӑ: ««Посейдон», паллах, ҫӗнӗлӗх, вӑл  документсене тӗрӗслев ирттерессинче тухӑҫлӑха ӳстерме шантарать, ӗҫ хӑвӑртлӑхне те кӗскетме май парасси куҫ кӗретех пулӗ.  Кирлӗ пек йышӑнусем туса хӑварас  ӗҫре те витӗм кӳресси паллӑ», - тенӗ.

Комиссире Чӑваш Республикин патшалӑх граждан тата муниципалитет службин должноҫӗсенче ӗҫлекенсен тупӑшсем ҫинчен калакан документсене тишкернӗ, пурлӑх пайӗсене те пӑхса тухнӑ. Пӗлтӗрхи ҫулшӑн тӑратнӑ кӑтартусене тарӑн тишкерӳ тунӑ.

Коррупцие хирӗҫ кӗрешессипе йӗркеленӗ мероприятисем пирки те чарӑнса тӑнӑ.  Профилактика ӗҫӗсене тӑтӑшах ирттермелли ҫинчен палӑртса хӑварнӑ  комиссине пухӑннӑ ертӳҫӗсем. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче коррупцие асӑрхаттарас ыйтусемпе ҫавра сӗтелсем  йӗркелесе ирттернине те асӑнса хӑварнӑ.

Патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ куракан тата хуҫаланакан сферӑра профилактика ирттерес тӗллевпе Чӑваш Ен патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхне приватизацилемелли мӗнпур акта палӑртнӑ йӗркепе Раҫҫей Федерацийӗн Правительстви палӑртнӑ официаллӑ сайтра вырнаҫтараҫҫӗ.



20 июня 2024
08:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter