Чӑваш Енри 20 ытла предприяти Мускав-Санкт-Петербург пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистралӗн проектне хутшӑнасси пирки хыпарланӑ

Чӑваш Енри 20 ытла предприяти Мускав-Санкт-Петербург пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистралӗн проектне хутшӑнасси пирки хыпарланӑ

Вӑл  шутра «Трактор завочӗ» Концерн, «Шупашкарти В. И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ», ««Г. А. Ильенков ячӗллӗ наукӑпа производство комплексӗ «ЭЛАРА», ҫавӑн пекех электротехника кластерӗн предприятийӗсем —«Релематика» тулли мар яваплӑ общество,«НПП Бреслер» ООО, «ЧЭАЗ» АО, «ЭКРА» НПП ООО, хими отраслӗпе ҫӑмӑл промышленноҫ предприятийӗсем.

Кун пирки Ассоциаци комитечӗн «Чукун ҫул техникине туса кӑларакансен пӗрлешӗвӗ» (ОПЖТ) ларӑвӗнче паллӑ пулнӑ, унта Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшӑннӑ. Лару Шупашкарти экономика форумӗн шайӗнче иртрӗ. Ассоциаци мероприятийӗ республикӑра пиллӗкмӗш хут иртет.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫӗршывшӑн кризис ҫулӗсенче регионти предприятисем хастар ӗҫе кӳлӗннине палӑртнӑ: «Каялла ҫаврӑнса пӑхсан, тӑватӑ ҫул иртнӗ май, хӑрушсӑрлӑхпа тата плансене пурнӑҫа кӗртессипе тимлӗ ӗҫленӗ.  Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ тӗллевсене туллин пурнӑҫа кӗртсе пынӑ.  . 2022 ҫулта  ҫӗршыв, конкретлӑ предприятисем тӗлӗшпе кӗртнӗ санкцисем чылай пулчӗҫ. Икӗ ҫул иртнӗ хыҫҫӑн производство калӑпӑшне икӗ хут тата ытларах ӳстерме те май килчӗ. Ҫавнашкалах производство ӗҫ-хӗлне йӗркелессине кӑна мар, ӗҫ тухӑҫлӑхне тата ытти кӑтартусене те палӑрмаллах ӳстерме май пулчӗ», - тенӗ вӑл.

ОПЖТ Президенчӗ, Сӑнав канашӗн председателӗ Валентин Гапанович палӑртнӑ тӑрӑх, 2003 ҫулта Раҫҫей историйӗнче пӗрремӗш хут шӑпах Чӑваш Енре 1 млрд США долларӗ чухлӗ пысӑк вакун шӑранчӑкне лартма контракт алӑ пуснӑ.

Халӗ ОПЖТ пайташӗсем Чӑваш Енрен «Трактор завочӗсем» Концерн, «ЭЛАРА» АО, «НПО «Каскад» шутланаҫҫӗ. Республикӑри 13 промышленность предприятийӗ (ытларах электротехника) «РЖД» ОАО структура подразделенийӗсемпе хастар хутшӑнса ӗҫлеҫҫӗ. 2010 ҫултан пуҫласа 2023 ҫулччен вӗсен патне чӑваш таварӗ туса кӑларакансен продукцийӗсене пӗтӗмӗшле 81 млрд ытла тенкӗлӗх  тӑратнӑ.

 «ЭЛАРА» АО «Чукун ҫул транспортачӗн инжиниринг центрӗ» АО тата МТЗ ТРАНСМАШ АО контроллерсене ВСМ электропуйӑса тытса пымалли машинист аппаратурисем туса хатӗрлесе лартаҫҫӗ.

Кунсӑр пуҫне республикӑри ҫӑмӑл промышленноҫ предприятийӗсем пысӑк технологиллӗ таварсем  туса илме хатӗрри пирки те пӗлтернӗ.

Олег Николаев республика Правительстви Ассоциацие кӗрекен уйрӑм предприятисенчен кашнинпе ӗҫтешлӗхе малалла тӑсассма хатӗррине асӑннӑ.

Ҫак тӗллевпе республика Пуҫлӑхӗ Чӑваш Енри предприятисен промышленноҫпа инноваци майӗсене актуализацилеме тата малашне пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелли плансене сӳтсе явмалли ОПЖТ Аппаратне тивӗҫлӗ информаци тӑратма хушнӑ.

 



20 июня 2024
17:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter