Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 30 ҫул ҫитнине палӑртса хисепе тивӗҫнисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 30 ҫул ҫитнине палӑртса хисепе тивӗҫнисене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ

Савӑнӑҫлӑ мероприятире Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, нумай ҫул тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорне Андрей Александрова, Шупашкар округӗн тӗп больницин тӗп тухтӑрне Владимир Викторова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.  

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мероприятине пухӑннисене саламланӑ май, ҫапла каланӑ: «Халӑх влаҫӗпе пӗрлӗхӗ – Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ пурнӑҫлакан принципсем. Кирек мӗнле шухӑша та май килнӗ таран маларах, ҫав шутра «анлӑ Правительство» шайӗнче уҫҫӑн сӳтсе явмалла, унта саккун проекчӗсене депутатсем министрсемпе пӗрле Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухиччен тишкереҫҫӗ», – тенӗ.

«Президент палӑртнӑ пур тӗллевсене те малашне те пурнӑҫа кӗртме хатӗр», – тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов мероприятине пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ: «Мӗнпур созыври депутатсен тӗп миссийӗ – республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн ӗҫлекен саккунсене йышӑнасси, экономикӑпа социаллӑ сферӑн витӗмлӗ аталанӑвне хавхалантарасси. 30 ҫул хушшинче халӑх суйлавҫисем 2209 саккун хатӗрленӗ, пӑхса тухса йышӑннӑ. Йышӑнакан саккунсен шучӗ  ӳссех пырать», – палӑртнӑ регион парламенчӗн спикерӗ.  «Нумай чухне парламентарисем пысӑк профессионализмпа компетентлӑха пула, виҫӗ теҫетке ҫул хушши Чӑваш Ен аталанӑвне тивӗҫтереҫҫӗ», – тенӗ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.

Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ӗҫченӗсене Валерий Ванямова, Елена Михайловскаяпа Марина Павловӑна республика Пуҫлӑхӗн тав сӑмахне панӑ.

Ҫавӑн пекех тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тав сӑмахне Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Ертӳлӗхӗн Секретариачӗн ертӳҫин Александр Магарин тивӗҫнӗ.

Савӑнӑҫлӑ мероприятие Николай Федоровпа Николай Владимиров сенаторсем, Раҫҫей  Федерацийӗн Патшалӑх Думин финанс рынок ыйтӑвӗпе еҫлекен Комитечӗн председателӗ Анатолий Аксаков, унӑн ҫумӗсем Константин Бахарев тата Иван Бабич, Раҫҫей  Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ  Алла Салаева  тата та ытти сумлӑ хӑнасем хутшӑннӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн саккун кӑларакан влаҫне аталантарас тата ҫирӗплетес ӗҫе тӳпе хывнисене, ҫавӑн пекех унӑн ырлӑхӗшӗн малалла вӑй хуракансене пурне те тав тунӑ.

 



21 июня 2024
16:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter