Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмӗ умне чечексем хунӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмӗ умне чечексем хунӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев

Асӑнупа хурлӑх кунӗнче  ҫӗртме  уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисемпе, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсемпе Анатолий Аксаковпа тата Алла Салаевӑпа, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗпе Леонид Черкесовпа, федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата тӗрлӗ министерствӑсен ертӳҫисемпе Шупашкар хулинчи «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнчи  Ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмӗ умне чӗрӗ чечек кӑшӑлӗсем хунӑ.

 «Паян эпир Тӑван ҫӗршывшӑн хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр, пуҫне хунисене, Ҫӗнтерӳ кунне ҫывхартнӑ кашни ҫынна асӑнатпӑр. Паттӑрсем, ветерансем – хальхи ҫитӗнекен ӑрушӑн тӗслӗх пулса тӑчӗҫ. Эпир вӗсен паттӑрлӑхӗпе мухтанатпӑр. Тӑван ҫӗршыв историне пӗлни пӗлтерӗшлӗ тата йӑнӑшсем тепӗр хут ан пулччӑр тесен, хамӑртан мӗн килнине  пӗтӗмпех тума тӑрӑшмалла»  –  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Ҫӗртмен 22-мӗшӗ ҫӗршыв историйӗнче  хура йӗрпе ҫырӑнса юлнӑ. Ҫавна май кашни ҫак кун Мухтав монуменчӗ патӗнче пухӑнаҫҫӗ, палӑк умне чечексем хурса вӑрҫӑра пуҫ хунисене аса илеҫҫӗ.

Тӑван ҫӗршывшӑн пынӑ ҫапӑҫусенче пуҫ хунисене асӑнса,  меропрятине пухӑннисем самантлӑха шӑплӑха тытса чыс тунӑ.



22 июня 2024
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter