Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Республика кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Республика кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хаклӑ ҫыннисем!

Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Вӑл пирӗншӗн пурсӑмӑршӑн та, хӑйсен шӑпине ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ, ҫӗр пин сӑмах ҫӗршывӗпе ҫыхӑнтарнӑ ҫынсемшӗн, уйрӑмах паллӑ кун. Паян эпир хамӑрӑн республикӑна, унӑн кун-ҫулне, хальхи пурнӑҫӗпе пуласлӑхне чыслатпӑр. Чӑваш Енӗн хӑйне евӗрлӗхне палӑртакан культура еткерлӗхӗпе тӑван чӗлхене, йӑла-йӗркене сыхласа упрани тата аталантарни чӑннипех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Республика ячӗ Раҫҫей шайӗнче час-часах илтӗннипе эпир тивӗҫлипех мухтанма пултаратпӑр. Юлашки ҫулсенче эпир промышленноҫра палӑрмаллах мала иртрӗмӗр. Раҫҫей Федерацийӗнче промышленность производствин индексӗн ӳсӗмӗпе хисеплӗ иккӗмӗш вырӑнта пулни ҫакна ӗненмелле ҫирӗплетет. Санкцисемпе пусарнине хирӗҫ эпир хамӑршӑн йӑлана кӗнӗ тата Раҫҫейре питех аталанман хӑмла лартса ӳстерес ӗҫе ҫӗнӗрен пуҫарса ятӑмӑр. «Симӗс ылтӑн» каллех Чӑваш Ен визит карточки пулса тӑчӗ, ҫӗршыври пӗтӗм хӑмлан 90 процентне хамӑр патӑмӑрта лартса ӳстеретпӗр. Унсӑр пуҫне эпир севок сухан туса илессипе малта пыратпӑр, чӑваш хурӗсен гибричӗ Раҫҫей рынокӗн 70 процентне йышӑнать.

Чӑвашсем питӗ пултаруллӑ халӑх, касӑк идейӑсемпе проектсем те ҫавна май пурнӑҫа кӗрсех тӑраҫҫӗ. Паян чылайӑшӗ Чӑваш Ене Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти урлӑ пӗлет. Мускаври ВДНХри курав-форумра ӑна пиншер ҫын пӑхса савӑнать.

Тӑван енӗн тӗп пуянлӑхӗ республикӑра пурӑнакан ҫынсем. Эпир Чӑваш Республикине тӗрлӗ отрасльпе сферӑра чапа кӑларнӑ мухтавлӑ ентешӗмӗрсемпе мӑнаҫлананатпӑр. Пирӗнтен кашниех пӗрлехи ӗҫе – регионӑн кал-кал аталанӑвне йӗркелессине тата  ӑна ҫирӗплетессине – хӑйӗн курӑмлӑ тӳпине хывать.

Чӑваш халӑхӗ яланах ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланипе тата сӑ­пайлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ. Республикӑра лайӑх йӑла пур, ку ӗҫ династийӗсем, вӗсем кирек-хӑш предприятин, отраслӗн, ҫавӑн пекех регионӑн тата пӗтӗм ҫӗршывӑн тӗревӗпе мӑнаҫлӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ.

Республика Правительстви Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн программине пурнӑҫлас тӗлӗшпе ӗҫлет, унта мӗн-пур муниципаллӑ округӑн, хуласемпе ялсен малашлӑхри аталанӑвне уҫӑмлӑн палӑртнӑ. Регионта кирек кам та, мӗнле тӗне ӗненнине тата хӑш халӑх ҫынни пулнине пӑхмасӑр, хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама пултартӑр тесе лайӑх майсем йӗркелетпӗр.

Республика ҫынсемшӗн пурӑнма тата бизнеса аталантарма хӑтлӑ майсем туса хумалли ҫул-йӗре суйласа илнӗ. Предпринимательлӗх пуҫарӑвне пулӑшу памалли ыйтусене яланах тимлӗн тишкеретпӗр,  мӗншӗн тесен пӗчӗк бизнес регионти экономика ӳсӗмӗн никӗсӗсенчен пӗри шутланать. Инвестици вӑй-хӑвачӗ ӳсет. Пурте пӗрле эпир хӑтлӑ хутлӑх туса хурассишӗн, тӑван тӑрӑха пурӑнмалли чи лайӑх вырӑна ҫавӑрассишӗн вӑй хуратпӑр.

Республика туристсене те илӗртет, пирӗн региона килсе курас текен ҫынсен шучӗ ҫулсерен йышлӑланать. Юлашки 5 ҫул хушшинче туристсен йышӗ 2,5 хут ӳснӗ. Ахальтен мар Чӑваш Ен тӗп хулине –шурӑ Шупашкара «Атӑлҫи ахахӗ» тесе палӑртнине ытларах та ытларах илтетпӗр. Чӑваш халӑхӗ хӑйӗн тараватлӑхӗпе паллӑ. Эпир хӑнасене кӗтсе илме те, пӑхма та пӗлетпӗр, вӗсене ҫурла уйӑхӗнче хамӑрӑн илемлӗ хуламӑр 555 ҫул тултарнине палӑртакан уявра хапӑл туса кӗтетпӗр.

Ятарлӑ ҫар операцийӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлас ӗҫе пирӗн ентешсем те пысӑк тӳпе хываҫҫӗ. Чӑваш салтакӗсем ҫапӑҫу хирӗнче пат­тӑррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ. Республикӑри оборонӑпа промышленность комплексӗн предприятийӗсем темиҫе сменӑпа ӗҫлеҫҫӗ. Пирӗн салтаксене ыр кӑмӑллӑх фончӗсем, волонтерсем тата ахаль ҫынсем пулӑшса тӑраҫҫӗ.

Чӑваш Ен Раҫҫейӗн ҫӗнӗ регионӗсенче, ҫав шутра шефа илнӗ Бердянск округӗнче, мирлӗ пурнӑҫа йӗркелеме хастарлӑн хутшӑнать, унта пурӑнакан ҫынсене ҫӗршывӑн культура, идеологи тата вӗренӳ анлӑхне хутшӑнма тӗрлӗ енлӗн пулӑшса пырать.

Хаклӑ ентешӗмӗрсем! Малашлӑхалла пӗрле утса ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума ӑнтӑлар тата умри пӗрлехи тӗллевсене Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн татса парассишӗн ӗҫлер! Ҫак илемлӗ уяв пирӗн чӗресене савӑнӑҫпа тултартӑр, юратнӑ республикӑмӑр вара чечекленсе аталантӑр! Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ҫемье ырлӑхне, тӑнӑҫлӑх тата пӗтӗм лайӑххине сунатӑп!

Уяв ячӗпе, Чӑваш Ен!

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        Олег Николаев



24 июня 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter