«Эпӗ – Хӗрарӑм» конкурс регионсен хушшинчи шая тухнӑ

«Эпӗ – Хӗрарӑм» конкурс  регионсен хушшинчи шая тухнӑ

Кӑҫалхи ӑмӑртӑва пӗтӗмпе пин ытла хӗрарӑм хутшӑннӑ, ӑна ирттерме пуҫланӑранпа вара 2,5 пин ытла хӗрарӑм хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Кӑҫал заявкӑсене Мускав, Санкт – Петербург, Тюмень, Сургут, Севастополь, ҫавӑн пекех Тутарстан Республикин, Оренбург тата Ульяновск облаҫӗсен представительницисем панӑ. 2024 ҫулта икӗ ҫӗнӗ номинаци конкурса кӗртнӗ: «Чӑваш Енрен» Раҫҫейри ытти регионсенчи хӗрарӑмсем валли тата СВО хутшӑнакан паттӑрӗсен мӑшӑрӗсемпе амӑшӗсем валли «Кӗт мана» ятлӑ номинаци пулнӑ.

Регионсен хушшинчи «Эпӗ – хӗрарӑм» конкурс ҫӗнтерӳҫисен ячӗсене Республика кунӗнче Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятире палӑртнӑ.

«Чӑваш Республикинче тӑваттӑмӗш хут иртекен конкурс урӑх ниҫта та пулман тесен те тен йӑнӑш мар пулӗ. Хӗрарӑма хӑпартлантарни, ӑна телейлӗ тӑвас тени арҫынсемшӗн яланах хӑйне евӗрлӗ пулнӑ. Ҫак конкурса ирттерме пуҫланӑранпах Чӑваш Ен Правительстви май пур таран пулӑшу пама тӑрӑшнӑ.

Чваш Енри хӗрарӑмсен юхӑмне проекта пуҫарса янӑшӑн тав тӑвать. Енчен те конкурса анлӑлатса пырсан тата аванрах пулӗ, ӑнна ыттисем тӗслӗх вырӑнне тӗпе хурса кашни хӑйсен тӑрӑхӗнче ирттерме пуҫласси те часах пулӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, кӑҫал конкурс регионсем хушшинчи пулса хӑйӗн географине анлӑлатнӑ, хутшӑнакансен йышӗ вара 1000 ҫынран иртнӗ», – тесе палӑртса каланӑ мероприятине пухӑннисене саламланӑ май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

«Кашнинех, пӗрремӗш утӑм туса, хыттӑн та халӑх умӗнче «Эпӗ – хӗрарӑм» тесе пӗлтерме кӑмӑл тунишӗн тав тӑватӑп. «Илемлӗх мирлӗ пурнӑҫа ҫӑлса хӑварӗ» текен сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пур. Мӗн чухлӗ илем ытларах, тӗнче ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах пулӗ. Эсир хӑвӑра пурнӑҫа кӗртсе хӑвӑр та хитреленетӗр, пӗтӗм тавралӑха ырӑпа тултаратӑр. Ҫемьесене, хӑвӑр пурӑнакан территорисене, ӗҫе яланах илем кӳретӗр. Пирӗн общество килӗшӳллӗрех пулать. Кирек-мӗнле йывӑрлӑха та парӑнтарма та ансатрах пулӗ»,  – тенӗ вӑл.

Тӑваттӑмӗш конкурса пурӗ 1026 хӗрарӑм хутшӑннӑ. Вӗсем видеопрезентацисем хатӗрленӗ, вӗсемшӗн телефонпа сасӑлама май пулнӑ. Пӗр эрне хушшинче пӗрлӗхлӗ лини ҫине 100 000 ытла шӑнкӑрав килсе ҫитнӗ.

Раҫҫейри Хӗрарӑмсен союзӗн Чӑваш Ен регион уйрӑмӗн председателӗ Наталья Николаева 2021 ҫулта пуҫланнӑ конкурс историйӗ пирки каласа кӑтартнӑ. 4 ҫул хушшинче конкурса 2500 яхӑн хӗрарӑм хутшӑннине хыпарланӑ. 17 ҫултан пуҫласа 93 ҫулчченхи хӗрсемпе хӗрарӑмсем хапӑл тусах ӑмӑртусене хутшӑнма кӑмӑл тунине пӗлтернӗ. Вӗсем хӑйсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ видеороликсем - хӑйсен ҫемйи, профессийӗсем, кӑсӑкланӑвӗсем, общество тата ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗ-хӗлӗ пирки пулнӑ. Интернетра миллиона яхӑн ҫын вӗсене курнӑ, вӗсенчен 350 пинӗшӗ сасӑлава хутшӑннӑ.

«Кулленхи ӗҫе хӑвӑрӑн ялкӑшакан ҫутӑра тӗттӗмлетме ан парӑр. Йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхӑр, пӗр-пӗрин ҫине тинкерӗр, хӑвӑр таврари хӗрарӑмсен илемне туйма, курма тӑрӑшӑр. Хаклӑ тантӑшсем, ырӑ ҫыннӑмӑрсем ӑнӑҫлӑ ҫул пултӑр, сире!» – тесе чӗнсе каланӑ Наталья Николаева.

Конкурса хутшӑннӑ пикесене, хӗрарӑмсене Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем: Анатолий Аксаков тата Алла Салаева хӗрӳллӗн саламланӑ.

Сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 12 номинацире кашнинче ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех конкурс йӗркелӳҫисем Гран-при премне ҫӗнсе илнисене те палӑртнӑ.



24 июня 2024
18:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter