Республика кунӗнче харӑсах икӗ пысӑк спорт объекчӗ хута кайнӑ

Республика кунӗнче харӑсах  икӗ пысӑк спорт объекчӗ хута кайнӑ

Вӗсенчен пӗри – «Атӑл» стадион, тепри вара  «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти витнӗ каток.

Паллӑ пулӑма, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Раҫҫей  Федерацийӗн спорт Министрӗ Михаил Дегтярев тата Раҫҫей Федерацийӗн  Патшалӑх Думин  депутачӗ Анатолий Аксаков хутшӑннӑ.

 «Правительство Раҫҫей Президенчӗ Владимир Владимирович Путин палӑртнӑ курса малалла тӑсать. Ҫӗнӗ спорт объекчӗсемпе трассӑсене тӑвас ӗҫе Раҫҫейӗн пӗтӗм территорийӗнче тата Чӑваш Республикинче те малалла туса пырӗҫ», – тенӗ Раҫҫей Федерацийӗн спорт Министрӗ  Михаил Дегтярев.

«Чӑваш Енре спорта юратаҫҫӗ. Физкультурӑпа спортри ӑсталӑха аталантарассипе тата спортӑн инфратытӑмне вӑй илтерсе пырассипе Раҫҫейре Чӑваш Ен  малта пыракансенчен пӗри шутланать.  «Атӑл» стадион – калас пулсан, пӗрремӗш пысӑк объект, кунта 80 пин ытла ҫын спортри ӑсталӑха туптайрать.  Ку республика влаҫӗсен тӗрӗс курсӗ. Ҫакӑ пурне те хӑвӑртрах, вӑйлӑрах тата лайӑхрах пулма пулӑшасса шанса тӑратӑп. «Атӑл» стадион мана килӗшрӗ», – тенӗ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Кӗркунне йӗлтӗр роллер трассине уҫӗҫ, спортсменсене хатӗрлеме вӑл питӗ пысӑк  витӗм кӳрессине шанатпӑр.

Ача-пӑчапа ҫамрӑксен спортне аталантарас ӗҫ Президент хушнипе пурнӑҫа кӗрсе пырать. Пур объекта  та ҫителӗклӗ таран спорта юратакансем ҫӳрессе шанатпӑр.  Куратпӑр ӗнтӗ, ҫав шутра уҫӑ тренировкӑсен шучӗпе те,  ачасем йышлӑн ҫӳрени куҫ кӗретех.  Ку ҫывӑхри микрорайонсенче пурӑнакансене спорт инфраструктурипе усӑ курма май парать.

 «Ҫак кун эпир хамӑрӑн ӗҫсене пӗтӗмлететпӗр. «Атӑл» стадион – Шупашкар ҫыннисемшӗн тахҫантанпах кӗтнӗ объект, уйрӑмах хулан Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансемшӗн, вӗсем унччен  хӑйсен спортри ӑсталӑхне туптама ытти районсене тӑтӑшах ҫӳренӗ.  Халӗ вара кунта пурте вӑхӑта хастар ирттерме пултарӗҫ. Спортсменсем пысӑк ҫитӗнӳсем патне ӑнтӑлӗҫ. Вӗсем питӗ чаплӑ инфраструктурӑпа пуянланчӗҫ», – тенӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.  

Эпир кун ҫинче чарӑнса тӑмӑпӑр, тата пысӑкрах ҫитӗнӳсем патне  ӑнтӑлӑпӑр. Ачасемпе аслисен спортпа туслашма май пулӗ. Хальхи инфратытӑма  аталантарма модернизаци туни те пысӑк витӗм кӳрет. Эпир Президент хушӑвне тӗпе хурса,  ҫынсене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма,  вӗсене валли спорта ҫӳреме хӑтлӑ условисем йӗркелесе паратпӑр.

Ҫӳреме хӑтлӑ условисем туса паратпӑр. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен спортне аталантаратпӑр, ҫапла майпа аслӑ ҫитӗнӳсен спорчӗ валли резерв хатӗрлессине тивӗҫтеретпӗр. Ку тӗлӗшпе те республикӑн япӑх мар кӑтартусем.

 Республика кунӗнче  пирӗн чӗремӗрсем уйрӑмах савӑнӑҫпа тулаҫҫӗ. Ӳлӗмрен те ҫапла туса пыма тӑрӑшӑпӑр.  Спортсменсене вара ҫапла каласшӑн: ««Малалла кӑна! Ҫирӗп тӑрӑр, ан парӑнӑр, ҫӗнтерӳ патне туртӑнӑр», – тенӗ Пуҫлӑх.

Паллӑ пулӑма пухӑннисене РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков саламланӑ. Сӑмах май, тӗнче шайӗнче  ҫитес ҫулта  тепӗр спорт объекчӗ уҫӑлассине ырӑ хыпар пирки  пӗлтернӗ.      

 



24 июня 2024
15:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter