Чӑваш Енре уяв мероприятийӗсем кану кунӗсенче лӑпкӑ иртнӗ

Чӑваш Енре уяв мероприятийӗсем кану кунӗсенче  лӑпкӑ иртнӗ

Кун пирки Правительство ҫуртӗнче эрнесерен  пулакан планеркӑра республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапла каланӑ: «Регионта Шупашкарти экономика форумӗ, Республика кунӗ, Ҫветтуй Троица уявӗсем лӑпкӑ иртнӗ. Палӑртса хунӑ мӗнпур мероприятие лайӑх ирттернӗ, кӑлтӑксем сиксе тухман.  Пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫленӗшӗн пурне те тав тӑватӑп: ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем, муниципалитет администрацийӗсем, право хуралӗн  пайӗнчи ӗҫтешсем пурте  пӗр-пӗринпе ӑнланса ӗҫлени куҫ кӗретех»,  тенӗ вӑл.

Ӗҫлӗ канашлӑва пухӑннисем Республика кунне палӑртса ирттернӗ культура мероприятийӗсем пирки чарӑнса тӑнӑ.  Сӑмах май, кӑҫалхи уяв ытти ҫулхисеме танлаштарсан тата та аван иртнине, Шупашкарта тата Тӑвай тӑрӑхӗнче  паллӑртнӑ уявсем халӑхшӑн питӗ кӑсӑклӑ пулнине асӑнса хӑварнӑ.  Республика кунӗ шайӗнче, ҫавӑн пекех Шупашкарта тата Тӑвай округӗнче ирттернӗ мероприятисене  тарӑн тишкерӳ тунӑ.  Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Максим Семенов ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа 23-мӗшӗччен  «Раҫҫей» курав-форумра Ҫӗнӗ Шупашкар хулин кунӗсем иртнине хыпарланӑ.  Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа эстафетӑна Етӗрне муниципаллӑ округне панине палӑртнӑ.



25 июня 2024
15:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter