Шупашкар хулин кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче «Атăл» спорт комплексĕ уçăлчĕ

«Атăла» çĕнĕ пурнăç парнелерĕç.

Шупашкар хулин кăнтăр-хĕвел анăç районĕнче «Атăл» спорт комплексĕ уçăлчĕ. Унта Олимп чемпионки Елена Николаева ячĕллĕ спорт резервĕсен 8-мĕш шкулĕ пулĕ. Çĕнĕ объекта РФ спорт министрĕпе Михаил Дегтяревпа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев уçрĕç.

«Сире Республика кунĕпе саламлатăп! Кунта спорта юратаççĕ, хастар та хăюллă çынсем пурăнаççĕ. Ахальтен мар республикăра ÿт-пĕве куллен пиçĕхтерекен йышлă. Çирĕм çултан çакнашкал центр уçăлни — республика ертӳлĕхĕн, строительсен тата сирĕн пурсăрăн çитĕнĕвĕ. Эсир — маттурсем. Шупашкар хулин çак районĕнче пурăнакан 80 пин çын спорт инфратытăмĕ патне çывăхрах пулĕç. РФ Президенчĕ Владимир Путин куллен спорт хăнăхтарăвĕсем тума чĕнсе калать. Шупашкар хули йĕркеленнĕренпе 555 çул çитнĕ май хула çыннисене ăнăçу, шанчăкпа юрату сунатăп. Раççее тата спорта юратни пире çыхăнтарать», — терĕ Михаил Дегтярев. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахне хаклă хăнана чăвашла саламланинчен пуçларĕ. «Паян эпир Республика кунне паллă тăватпăр тата хамăр ĕçе пĕтĕмлететпĕр. Михаил Владимирович, пирĕнпе пĕрле çак савăнăçа пайлама пултарнăшăн пысăк тав. 



Хыпар
25 июня 2024
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter