Республика кунне Тăвай салинче те анлăн уявланӑ

Республика кунне Тăвай салинче те анлăн уявланӑ

Тавра пĕлӳ музейĕн алăкĕсене çурта тĕпрен юсанă хыççăн уçрĕç. Проекта «Культура» наци проекчĕпе килĕшӳллĕн пурнăçланă. Уçма Чӑваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова, округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов, культура ĕçченĕсем, тавра пĕлӳçĕсем хутшăнчĕç. Çурта çĕнетме округри çынсем, предприяти-учрежденире ĕçлекенсем кĕске хушăра 117 пин тенкĕ пухнăран музей пуçаруллă бюджет проекчĕсен конкурсне хутшăнса республика бюджетĕнчен — 4,7 миллион, муниципалитетран 1 миллион тенкĕ илме пултарнă. Унпа кăçал курав стенчĕ экспонатне хатĕрлесе çитернĕ.

Нацпроектпа килĕшÿллĕн федераци бюджетĕнчен — 15,3 миллион, республикăпа округран уйăрнă 309 пин тенкĕпе çурта тĕпрен çĕнетнĕ: мачча-урая, пӳлĕмсене, чÿречесене, электрообо рудование, сивĕ тата ăшă шывпа тивĕçтермелли, таса мар шыва юхтарса кăлармалли пăрăха улăштарнă, ытти ĕçе тунă.

— Округ «Культура» нацпроекта хутшăннăран музее тĕпрен юсама май килчĕ, — терĕ Светлана Каликова. — Пуçаруллă бюджет программипе вăл кăçал çĕнĕ оборудовани туянчĕ.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Сергей Артамонов вице-премьер, ЧР патшалăх ветеринари службин ертӳçи Александр Шакин, вырăнти влаç представителĕсем Чутей ялне çитсе сыр тата унран тĕрлĕ продукци хатĕрлемелли цеха уçрĕç. Унăн проектне Татьяна Юркина предприниматель пурнăçланă. Вăл РФ Ял хуçалăх министерствин конкурсне хутшăнса 8 миллион тенкĕлĕх «Перспектива» гранта çĕнсе илнĕ, ăна тата хăй ĕçлесе илнĕ укçана çемçе тата çурма хытă сыр тума явăçтарнă. Проект хакĕ — 11 миллион та 485 пин тенкĕлĕх. Цеха 2023 çул вĕçĕнче ĕçе кĕртнĕ, халĕ унта 10 ытла тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ.

Округра пурăнакансем «Аль» спорт шкулĕн стадионĕнче пухăнчĕç. Кунта территори уй рăмĕсен кил-çурт картишĕсене вырнаçтарнă, çурхи уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама явăçтарнă ял хуçалăх техникин куравне йĕркеленĕ. Стадионта «Несĕлсен ăс-хакăлĕ — паян пурăнакансемшĕн пехил» ятпа театрализациленĕ пысăк концерт иртрĕ. Вăл Чăваш патшалăх симфони капелли Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсене юрланипе уçăлчĕ. Олег Николаев стадионта пухăннисене Республика кунĕн ячĕпе саламларĕ, ырлăх сывлăх сунчĕ, округ аталанăвне тӳпе хывнăшăн Тăвайсене тав турĕ, пурнăçа лайăхлатассишĕн ӳсĕм тума ăнăçу сунчĕ.

Округра ĕçлекенсен пысăк пайне патшалăх тата муниципалитет наградисене парса хавхалантарчĕç. Чӑваш Республикин Пуçлăхĕ ял хуçалăхĕнче тата халăха пулăшу парас енĕпе нумай çул тăрăшнăшăн Мушарти ветеринари уйрăмĕн ветфельдшерне Борис Иванова — «Чăваш Рес публикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Коммунальник» общество директорне Юрий Ефимова «Чăваш Республикин халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», Тăвай шкулĕн вĕрентекенне Надежда Гавриловăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ятсем пама указ кăларнă. Округ пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Галина Егорова «Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен службинче тӳрĕ кăмăлпа тăрăшнă шăн» палла тивĕçнĕ.

Çавăн пекех Олег Николаев нумай çул муниципалитет службинче, агропромра, шкулта вăй хурса ĕçленĕшĕн округ администрацийĕн строительство пайĕн тĕп специалистне Светлана Ванеркене, «Чутеевский» ЯХПК председательне Виталий Гурина, Надежда Федорова фермера, В.Грачев фермер хуçалăхĕн трактористне Сергей Константинова, Тĕмер шкулĕн вĕрентекенне Наталья Черновăна ЧР Пуçлăхĕн Тавне тата алла çыхмалли сехет пачĕ.

Агропромра нумай çул ĕçленĕшĕн Д.Алексеев фермер хуçалăхĕн дояркине Валентина Кузьминана — РФ ял хуçалăх министрĕн Тав хутне, «Акконд-агро» фирмăн тракторисчĕсене Владимир Герасимовпа Владимир Ерастова, дояркине Надежда Ивановăна ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хучĕпе, «Аккондмолоко» общество ĕçченĕсене Анна Ананьевăна, Олеся Кузьминана, Олеся Николаевăна, В.Грачев фермер хуçалăхĕн дояркине Надежда Димитриевăна, трактористне Николай Зайцева ЧР ял хуçалăх министрĕн Тав хутне пама йышăннă. Вĕсем ăна Сергей Артамоновăн аллинченех илчĕç.

Уява хутшăннисен пĕрушкăнĕ ЧР Патшалăх Канашĕн, Çут çанталăк ресурсĕсен, Вĕрентӳ тата Культура министерствисен, республикăн муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн, Чăваш наци конгресĕн наградисене, Тĕмер тата Чӳкçырми ялĕсенче çуралнă Николай Зайцевпа Альфред Пимулин «Тăвай округĕн хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ.

Çур акинче «Акконд-агро» фирма ертӳçи Николай Фомин, тĕп агрономĕ Анатолий Михайлов çĕнтернĕ, иккĕмĕш вырăнта «Дружба» ЯХПК председателĕ Иван Зубов, виççĕмĕшĕнче В.Грачев, С.Илларионов, А.Моряков фермерсен хуçалăхĕсем. «Çур аки чемпионĕ» ята С.Илларионов хуçалăхĕн трактористне Михаил Егорова пачĕç.

Тăвайра Акатуй та кĕрлесе иртрĕ. Уява культурăпа этнографи мероприятийĕсем пуянлатрĕç. «Раççей çăл куçĕсем» фестивале хутшăнакан артистсем, Чăваш Ен казакĕсем, республикăри юрă-ташă коллективĕсем, чăваш эстрадин юрăçисем хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç, Шупашкарти трактор музейĕ тракторсен парадне ирттерчĕ, спорт ăмăртăвĕсем пулчĕç.

 



26 июня 2024
15:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter