Чӑваш Ен пуҫласа тырра экспорта яма пултарайрать
Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев патӗнче «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» АО 2030 ҫулччен аталану стратегине пӑхса тухнӑ чухне асӑннӑ.
Документпа килӗшӳллӗн 2024 ҫулта тӗш тырӑсен экспортне тухассине предприятие аталантарас тӗллевсенчен пӗри тесе пӗлтернӗ. Экспорт калӑпӑшӗ виҫӗ хут ӳсмелле – 2024 ҫулта малтанхи 5 пин тоннӑран пуҫласа 2030 ҫулта 15 пин тоннӑна ҫитерме палӑртса хунӑ. Ҫак тӗллевпе «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» АО филиалне - Канашри элеватора тӗпрен юсаса пӗтерме тӗллев лартнӑ. Ӑна хута янипе тата унӑн территорийӗнчи чукун ҫул ҫулӗсене юсанипе тыр-пула ют ҫӗршывсене те ӑсатма меллӗ пуласси куҫ кӗретех пулӗ.
Унсӑр пуҫне «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» АО генеральнӑй директорӗ Юрий Степанов ҫӗнӗ таварсене тирпейлесе кӑларассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пирки чарӑнса тӑнӑ. Пӗтӗмӗшле пӗр сехетре 5 тонна тавар тирпейлесе кӑларма май паракан ятарлӗ производствӑн пайне 2030 ҫул тӗлне вырнаҫтарма палӑртса хунӑ.
Кунне 16 тонна кӗрпе тирпейлесе кӑларма май паракан цеха реконструкцилеме 2026-2027 ҫулсем валли палӑртса хунӑ. Ӑна пула, производствӑн калӑпӑшӗ 2029 ҫул тӗлне 2800 тонна пысӑкланма пултарассине шанаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» АО таварсене социаллӑ учрежденисене, ҫав шутра шкулсене, лавккасене илсе ҫитерессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫине тимлӗх уйӑрма чӗнсе каланӑ. «Предприяти шкулсене таварсемпе тивӗҫтерекен тӗп поставщик пулма пултарать. Суту-илӳ калӑпӑшне ӳстермелле. Таварсен пахалӑхӗ ҫине те тимлӗх уйӑрма тӑрӑшмалла. Республикӑра пурӑнакансене паха таварсемпе тивӗҫтересси те тӗп ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать. Пысӑк, хӑватлӑ предприятисене аталантарса пыма кирлӗ пек условисем йӗркелесе парасси те кун йӗркинчи тӗп ыйтусенчен пӗри пулса тӑрать», – тенӗ вӑл.
«Чӑвашҫӑкӑрпродукт » – тырӑ тирпейлес, тулӑпа ыраш ҫӑнӑхӗ туса илес сферӑри компетенцисен центрӗ. Предприяти аталанӑвӗн стратегийӗ тӗп тӗллевсене пурнӑҫа кӗртесси – производствӑна пахалӑхлӑ чӗртаварпа тивӗҫтересси, производство комплексӗсене модернизацилесси шучӗпе производство калӑпӑшне ӳстересси, туса кӑларакан таварсен ассортиментне ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртес шутпа анлӑлатасси, тупӑша ӳстересси тата ытти те.