Куҫӑн майпа вӗренекен тӑлӑх ачасене пособи тӳлемелли йӗркене палӑртнӑ
Тӑлӑх ачасене, ҫав шутра ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнисене валли вӗренӳ литературисене пособи мелӗпе парса тивӗҫтермелли йӗркене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче пӑхса тунӑ. Сусӑрсене валли те куҫӑн мелпе вӗренме, рабочисемпе служащисене ҫӗнӗрен хатӗрлемелли программӑсене тӗпе хурса, профессие алла илме Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвне пухӑннисем тӗплӗн документа тишкернӗ, республика хыснинчен укҫа-тенкӗ тӑкакланассине асӑннӑ.
Ҫавӑн пекех социаллӑ пулӑшӑшӑва тӗпе хурса тӳлевсӗр апатлантарасси, тумтир, атӑ-пушмак тата ытти инвентарьсемпе тивӗҫтермелли ятарлӑ ҫынсен ушкӑнне тепӗр хут тишкерсе тухнӑ.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче граждансен пурӑнмалли пӳлӗмӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтӑвӗсем пирки те пӑхса тухнӑ.
2030 ҫулчченхи тапхӑрта ҫамрӑксене ӗҫпе тивӗҫтерме пулӑшассипе вӑрах тапхӑр валли йышӑннӑ Чӑваш Республикин программине улшӑнусем кӗртнине ырланӑ. Документпа килӗшӳллӗн мероприятисен планне ҫӗнетеҫҫӗ.
Социаллӑ сферӑра патшалӑх пулӑшӑвӗсен переченьне йӗркеленӗ.
Ҫавӑн пекех Чӑваш Ен библиотекисен шалти процесӗсене тата корпоративлӑ хутшӑнӑвне комплекслӑ автоматизацилемелли пӗрлехи информаци системи ҫинчен калакан Положение ҫирӗплетнӗ. Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекен системӑна модернизацилӗҫ тата библиотека пулӑшӑвӗсем памалли хальхи инфратытӑма йӗркелемелли тата халӑх валли информаци юрӑхлӑхӗпе тивӗҫтермелли никӗс пулӗ. Библиотека пӗрлӗхлӗ сервер платформи ҫинче библиотекӑсен цифра ресурсӗсене пӗрлештерӗ, Чӑваш Енри электронлӑ каталогпа электронлӑ вулавӑшӑн даннӑйӗсен пӗрлештернӗ базисене йӗркелӗ тата администрцилӗ. Пӗрлехи информаци хутлӑхӗ библиотека ресурсӗсене Интернет тетелӗнчи хальхи цифра йышӑнӑвӗсемпе усӑ курса шырассине тивӗҫтерӗ: библиотекӑна ҫырӑнни, пӗрлештернӗ каталог тӑрӑх шырани, библиотекӑсен фондӗсенчен документсем саккаспа пани, документсене электронлӑ майпа ҫитерни тата ытти онлайн-сервиссем те пулӗҫ.