Вӑрнар муниципаллӑ округӗ «Раҫҫей» курав ӗҫӗн юлашки эрнинче хӑйпе паллаштарӗ

Вӑрнар муниципаллӑ округӗ «Раҫҫей» курав ӗҫӗн юлашки эрнинче хӑйпе паллаштарӗ

Кун пирки Правительство ҫуртӗнче эрнесерен пулакан канашлура пӗлтернӗ. Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 8-мӗшӗччен Мускаври ВДНХ-ра Чӑваш Республикин куравне пӑхма кӑмӑл тӑвакансене валли   75-мӗш №-лӗ павильонра  стенд  хатӗрлесе панӑ, унта Вӑрнар муниципаллӑ округӗн ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарӗҫ. Программӑра – ентешсемпе уҫӑ калаҫусем ирттерме пӑхса  хӑварнӑ, муниципалитетӑн туризм илӗртӳлӗхне курава килекенсемпе пӗрле сӳтсе явӗҫ,   Вӑрнар тӑрӑхӗнчи ҫамрӑк мӑшӑрсене пӗрлештерессипе ҫыхӑннӑ чӑвашсен йӑли-йӗркине тӗпе  хурса чаплӑ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Вӗсемсӗр пуҫне программӑпа килӗшӳллӗн ытти мероприятисем те кӑсӑклӑ пуласси куҫ кӗретех пулӗ.  Ҫавӑн пекех мастер-классем, квизсем, тӗрлӗ ӑмӑртусем, конкурссем, виртуаллӑ экскурсисем, пултарулӑх коллективӗсен куравӗсене те хатӗрлеме палӑртнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха пуҫарнӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ : « Планпа килӗшӳллӗн, курав ӗҫне утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.  Чӑваш Енӗн тӗп куравӗ Вӑранр тӑрӑхӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарассипе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ мероприяти пулӗ.  Палӑртма кӑмӑллӑ, Мускавра пурӑнакансене эпир хамӑрӑн ӗҫсемпе тата ҫитӗнӳсемпе, чӑвашсен йӑли-йӗркисемпе сакӑр уйӑх хушши паллаштартӑмӑр.  Куравсене килсе курма кӑмӑл тунисем Чӑваш Енӗн туризм илӗртӳлӗхӗпе те анлӑн паллашрӗҫ.  Пирӗн куравсене курма килекенсем, ҫав шутлах  официаллӑ хӑнасем пысӑка хурса хакларӗҫ стендсене.  Кун пирки пирӗн ҫинчен сасӑ пама килӗшнӗ ҫышсем те пӗрре мар ҫирӗплетсе каланӑ, кӑтарту та пысӑк пулни куҫ кӗретех», – тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.   

 Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа 30- мӗшӗччен, Мускавра ВДНХ-ра Етӗрнесем хӑйсен социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикӑри ӳсӗмсемпе курма килекен хӑнасене тӗплӗн каласа кӑтартма кӑмӑл тунӑ.  Хӑнасемпе, официаллӑ ертӳҫӗсемпе пӗрле Етӗрне муниципаллӑ округӑн пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов уҫӑ тӗлпулусем ирттернӗ.  Аса илтеретпӗр, вӗсем хӑнасене валли виҫӗ  темӑпа ятарлӑ куравсем хатӗрлесе панӑ, вӗсем: туризм пайӗ, агрпопромышленноҫпа истори тытӑмӗ пулнӑ. Палӑртса хӑваратпӑр, пӗтӗмпе 60 ытла мастер-классем ирттернӗ.  «Симӗс ылттӑн» акци уйрӑмах питӗ  кӑсӑклӑ иртнӗ.  Предприятисемпе организацисем тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттернӗ, мала тухакансене парнесем парса хавхалантарнӑ.  Чи пултаруллисене валли канма кайма, хӑйсен сывлӑхне ҫирӗплетме путевкӑсем парса чысланӑ.  Мускавра иртнӗ курава пӗтӗмпе 600 ытла ҫын курма пынӑ, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне пӗлтернӗ.  Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн  Чӑваш Енри полномочиллӗ представителӗ Олег Ладыков хӑйӗн сӑмахӗнче куравра уйрӑмах Етӗрнесем питӗ кӑсӑклӑ презентацисем йӗркеленине палӑртса хӑварнӑ.  Вӑрнарсене те ҫавӑн пекех чаплӑ мероприятисем хатӗрлеме чӗнсе каланӑ, сӑмах май, куравсене пырса хаклама шантарса хӑварнӑ. Иртсе каякан эрне Мускав ҫыннисемпе унта пирӗн куравсемпе паллашма пыракансене хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнелессине асӑннӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрнӑ май.

«Раҫҫей» курав-форума хаваслӑ  лару-тӑрура утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пӗтӗмлетсе, ӗҫе вӗҫлеме палӑртнӑ.    



02 июля 2024
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter