Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлани

Потребительсен кооперацийӗн хисеплĕ  ӗҫченӗсем тата ветеранĕсем!

Сире Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе са­ламлатӑп!

Чӑваш Ен потребитель кооперацийӗн предприятийӗсемпе организацийӗсем ял территорийӗсен уйрӑлми пайӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ку ҫапла пулнӑ та, пулать те. Эсир халӑх пурӑнакан чи аякри вырӑнсенчи ҫынсене куллен кирлӗ таварсемпе тивӗҫтеретӗр, ял лавккисене пахалӑхлӑ апат-ҫимӗҫ, ҫав шутра хӑвӑр туса кӑлараканнисене те, кӳрсе тӑратӑр.

Шкулти апатланӑва централизациленӗ майпа йӗркелес тӗллевпе пурнӑҫланакан проект, унта Чӑвашпотребсоюз та хастарлӑн хутшӑнать, ачасен апатланӑвӗн пахалӑхне лайӑхлатас тата вырӑнти ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене пулӑшас енӗпе ытти регионсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑчӗ.

Потребитель кооперацийӗнче ӗҫ династийӗсем йышлӑ, вӗсем ҫемье йӑли-йӗркине тивӗҫлипе сыхласа упранипе, юратнӑ ӗҫе чунтан парӑннипе палӑрса тӑраҫҫӗ. Республикӑри кооператорсем Раҫҫей Центросоюзӗн тытӑмне кӗрекен регионти потребительсен союзӗсем хушшинче икӗ теҫетке ҫул ытла ӗнтӗ малти вырӑнсене шанчӑклӑн тытса пыраҫҫӗ. Кӑҫал Чӑваш Енре потребитель кооперацийӗн пӗтӗм тӗнчери форумне ирттерме йышӑннине палӑртма кӑмӑллӑ, ҫакӑ пире тӗрлӗ ҫӗршыври ӗҫтешсене хамӑрӑн чи лайӑх ӗҫ практикипе паллаштарма кӑна мар, ҫӗнӗ опытпа пӗлӳ илме те май парать.

Пурнӑҫне коопераци ӗҫӗпе ҫыхӑнтарнӑ пӗтӗм ҫынна чунтан тав тӑватӑп! Ҫирӗп сывлӑхпа пур тӗрлӗ ырлӑх тата Чӑваш Республикин ырлӑхӗшӗн тухӑҫлӑ ӗҫлеме сунатӑп!

 

 

Чӑваш Республикин

 Пуҫлӑхӗ                                                                          Олег Николаев

 



06 июля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter