Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Тинӗс тата юхан шыв флочӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Отраслӗн хаклӑ ветеранӗсем!

 Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Шыв транспорчӗ Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнса тӑрать, регионсем хушшинчи тата тӗнчери ҫыхӑнусене ҫирӗплетме пулӑшать.

Паян Шупашкарти юхан шыв порчӗ турттару ӗҫне республикӑра тата регионсем хушшинче пурнӑҫлать, груз ҫаврӑнӑшне хастарлӑн ӳстерсе пырать. Чӑваш Енре кӑларакан хӑйӑр силикат кирпӗчӗ, шӑратмалли формӑсемпе тимӗр-бетон продукцийӗсем туса хатӗрлес ӗҫре тата ҫул-йӗр хывнӑ ҫӗрте усӑ куракан паха чӗр тавар шутланать.

Пассажирсем турттарассине ҫӗнӗрен йӗркелесе яни Атӑла транспорт ҫул-йӗрӗ пек аталантарма тата шалти туризм ӗҫ-хӗлне хавхалантарма пулӑшать. 2023 ҫулхи навигаци тапхӑрӗнче пурӗ 1531 рейс  тунӑ,  юхан шыв транспорчӗпе 91 пин ытла ҫынна турттарнӑ.

Шупашкарти юхан шыв порчӗ хӑйӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсемпе тивӗҫлипе мухтанма пултарать, вӗсен професси ӑсталӑхӗ предприятие ҫирӗппӗн ӗҫлеттерме май парать тата республика экономикине аталантарма пулӑшать. Портра 324 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 50 яхӑнӑшӗ предприятире 30 ҫул ытла вӑй хурать.

Тинӗс тата юхан шыв флочӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене пурне те ҫирӗп сывлӑх, телей, пур тӗрлӗ ырлӑх тата ӑнӑҫлӑ шыв ҫӳрев сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин

          Пуҫлӑхӗ                                                                                                 Олег Николаев

 



07 июля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter