Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

Ҫемье – общество никӗсӗ, хамӑра юратакан ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем хушшинче пулма яланах кӑмӑллӑ, вӗсем пире ӑнланаҫҫӗ, пулӑшаҫҫӗ. Йывӑҫ тымарӗпе, ҫын вара ҫемьепе ҫирӗп тесе ахальтен каламаҫҫӗ вӗт. Ҫемье ҫавӑрасси тата ӑна ҫирӗплетесси – пӗрлехи пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тата пысӑк яваплӑх.

Чӑваш Енре ҫемье хаклӑхӗсене тӗреклетесси, ачаллӑ ҫемьесене социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтересси ҫине уйрӑмах тимлӗн пӑхатпӑр. Патшалӑх политики ҫемье институтне ҫирӗплетес тата демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатас тӗллеве тӗпе хурать, ҫакӑ нумай ачаллӑ ҫемьесен йышне ӳстерме пулӑшать – вӗсем паян 18 пин ытла. Ҫемьесене пулӑшу памалли регионти тытӑм 2020 ҫултанпа тата 17 ҫӗнӗ пулӑшу майӗпе пуянланчӗ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсен тата унта хутшӑнакан салтаксен ҫемйисене – ҫӗршыв тата Чӑваш Республикин Правительстви енчен уйрӑм тимлӗх. Вӗсем пирӗн пулӑшӑва тата хӑйсемшӗн тӑрӑшнине туллин туйса тӑччӑр тесе эпир хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тӑватпӑр. Чӑваш Енре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансемпе вӗсен ҫемйисене пулӑшас енӗпе тумалли ӗҫсен комплекслӑ планӗнче социаллӑ хӳтлӗх майӗсене, медицинӑпа психологи реабилитацине кӑна мар, ҫавӑн пекех йӗркеллӗ пурнӑҫ патне таврӑнма пулӑшассине те, ҫӗнӗрен вӗрентсе хатӗрлессине тата ӗҫе вырнаҫтарассине те  шута илнӗ.

Чӑваш Ен яланах хӑйӗн ҫирӗп те туслӑ ҫемйисемпе палӑрса тӑнӑ. 2024 ҫулта 700 ытла мӑшӑр 50 ҫул, 240 ытла мӑшӑр – 55 ҫул, 102 мӑшӑр – 60 ҫул, 34 мӑшӑр – 65 ҫул, 2 мӑшӑр – 70 ҫул пӗрле пурӑннине паллӑ тӑвать. Юбилярсене чыс та мухтав. Вӗсем юратупа ырӑ кӑмӑл, пӗр-пӗрне чунтан хисеплени пурнӑҫра пархатар кӳнине паха тӗслӗхӗпе ӗненмелле кӑтартаҫҫӗ, хӑйсен ачисемпе мӑнукӗсемшӗн ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Утӑ уйӑхӗнчи ҫак ытарайми илемлӗ кун сирӗн ҫемйӗрсене мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата телей сунатӑп. Ҫемье йӑлисене типтерлӗн сыхласа упрӑр. Сирӗн килӗрте яланах ачасен янравлӑ кулли илтӗнсе тӑтӑр тата савӑнӑҫ хуҫалантӑр!

 

Чӑваш Республикин

          Пуҫлӑхӗ                                                                                              Олег Николаев

 

 



08 июля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter