Республикӑра шалти ӗҫсен органӗсене йӗркелесе янине палӑртса Чӑваш Республикинче ҫулсерен пулакан торжествӑлла мероприятие ирттернӗ

Республикӑра шалти ӗҫсен органӗсене йӗркелесе янине палӑртса Чӑваш Республикинче  ҫулсерен пулакан торжествӑлла мероприятие ирттернӗ

Паллӑ пулӑма Шалти ӗҫсен министерствин Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗсенче тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Мероприяти валли патруль автомашинисен механизациленӗ колоннипе ятарлӑ техникӑсене хатӗрлесе тӑратнӑ.

Шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене саламланӑ май, ҫапла палӑртса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев: «Эсир регионти тӑнӑҫлӑ та лӑпкӑ лару-тӑрӑва сыхласа хӑварма  витӗм кӳретӗр. Сире пула Чӑваш Енри обществӑпа политика, культура, спорт мероприятийӗсем  кӑлтӑксемсӗр иртеҫҫӗ. Пур ҫӗрте те йӗрке хуҫаланни куҫ кӗретех. Республикӑра  йӗрке пӑснӑ тӗслӗхсен шучӗ пиллӗк уйӑхра 6 процента ҫити чакни те ҫакнах ҫирӗплетет», тенӗ .

Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗ Виктор Шметков генерал-майор хӑйӗн ӗҫчешӗсене саламланӑ май,  Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министерствин историйӗ хӑйне евӗр пулнине асӑннӑ.  Саккунсене пӑхӑнса ӗҫлени, пысӑк профессионализм,  ӗҫе парӑнни йӗрке пӑсакансене туххӑмрах тупса палӑртма, вӗсене явап тыттарма май панине асӑннӑ ведомство ертӳҫи.   Общество аталанӑвӗн пур тапхӑрӗнче те право йӗркин хуралҫисем хӑйсен ҫӑмӑл мар ӗҫне пурнӑҫланӑ, граждансен пурнӑҫне, сывлӑхне тата пурлӑхне  йӗркене пӑхӑнман усал ҫынсенчен  кулленех хӳтӗленине те палӑртнӑ вӑл.

Палӑртнӑ мероприятие Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн, ШӖМ ҫумӗнчи Общество канашӗн представителӗсем, право хуралӗн органӗсен ертӳҫисем, ветерансемпе кадетсем хутшӑннӑ.

Хулара пурӑнакансемпе хӑнасене  паллӑ кун паянхи кунпа килӗшсе тӑракан ятарлӑ техникӑсемпе паллаштарнӑ,  вӗсен пӗлтерӗшӗсем пирки кӗскен каласа кӑтартнӑ.



08 июля 2024
08:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter