Виҫӗ ҫулта нумай ачаллӑ ҫемйесене пулӑшу памалли хушма 17 мера Чӑваш Ен йышӑнса хӑварнӑ

Виҫӗ ҫулта нумай ачаллӑ ҫемйесене пулӑшу памалли  хушма 17  мера Чӑваш Ен йышӑнса хӑварнӑ

Кун пирки республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи «Шурӑ чул»  кану ҫуртӗнче иртнӗ нумай ачаллӑ ҫемйесен республикӑри II –мӗш форумӗнче пӗлтернӗ.

Пурӗ Чӑваш Енре 18 пин ытла нумай ачаллӑ ҫемье пурӑнать, вӗсен йышӗ 2012 ҫултанпа 2 хут ӳснӗ. Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Указӗпе килӗшӳллӗн, нумай ачаллӑ ҫемьесене  тӗрлӗ пулӑшупа тивӗҫтереҫҫӗ.  

Юлашки ҫулсенче Чӑваш Енре мӑшӑрсем уйрӑлнисен йышӗ самай чакни пурсӑмӑра та хавхалантарать.  2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, республика асӑннӑ кӑтартупа Раҫҫейре 3-мӗш вырӑн йышӑнать.

 «Юлашки 3 ҫулта Чӑваш Ен Президент йышӑнӑвне тӗпе хурса, нумай ачаллӑ ҫемйесене тӗрев парас тесе хушма мерӑсем пӑхса хӑварнӑ, вӗсен шучӗ 17 ҫитӗ.   Пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатассишӗн сахал мар ӗҫленӗ.  Ача-пӑчаллӑ ҫемьесем валли инфраструктурӑна аталантарма вӗрентӳ, сывлӑх сыхлав, культура, спорт енӗпе 544 объект тунӑ. Чылай объекта тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ», – тесе ырӑ хыпара каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.  Ҫитӗнекен яш-кӗрӗмӗн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыма, пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттерме  2022 ҫултан пуҫласа паянхи кунчен Шупашкар, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенче «Нумай функциллӗ ҫемье центрӗсем» хута янине те палӑртса хӑварнӑ вӑл.

Вӑл ҫемьесене валли хушма ҫӑмӑллӑхсем пӑхса хӑварни пирки те ырӑ хыпара каланӑ. «Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне нумай ачаллисем  тӳлевсӗр шкул тата спорт формисене тивӗҫӗҫ.  Кун пирки саккунпа килӗшӳллӗн, ӗҫ хучӗсене те пӑхса хӑварма палӑртнӑ», - тенӗ вӑл .  Ҫемйесем физкультурӑпа спорт организацийӗсене ҫӳреме ҫӑмӑллӑх мерисемпе те усӑ курайраҫҫӗ.   Пурӑнмалли ҫурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн тӳлемелли компенсаци илме (30% виҫепе), ачасене шкулчченхи ача-пӑча учрежденийӗсене чи малтан йышӑнма тата вӗренекенсене шкул тата спорт формипе тивӗҫтерме ирӗк илӗҫ.

17 ҫулчченхи ачасем валли панӑ пӗрлӗхлӗ пособисен калӑпӑшӗ самай ӳснӗ – пилӗк уйӑхра вӑл 2023 ҫулхи кӑтартуран пысӑкрах: «Президентӑн мӗнпур йышӑнӑвне май пур таран хӑвӑрт кашни ҫемьене ҫитересси ҫине эпир питӗ тимлӗн пӑхатпӑр. Пӗлтӗр 17 ҫула ҫитмен тата йывӑр ҫын хӗрарӑмсем валли пӗрлехи пособи 56 пин ытла илнӗ. Ҫемьесене ҫак тӗллевпе  пӗтӗмпе 9 млрд ытла тенкӗ куҫарса панӑ.  Кӑҫал 5 уйӑхра ҫемйесен шучӗ 61,6 пинпе танлашнӑ, патшалӑхран 5 млрд тенке яхӑн ҫемйесене ҫитерсе панӑ», – тенӗ вӑл.

Пӗтӗмпе, республика Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, 2012 ҫултанпа 16 пин ҫемье федераллӑ та, регионти амӑш капиталӗпе те усӑ курнӑ.

Чӑваш Ен Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, федераци тата республика маткапиталне илсен, тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ парас вырӑнне сертификат илсен ҫемье пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма 1 млн тенкӗ ытла яма пултарать.

Ҫав вӑхӑтрах 2023 ҫултанпа 487 ҫемье нумай ачаллӑ ҫемьесене тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ парасси вырӑнне 250 пин тенкӗ укҫапа  танлашакан (сертификатпа) усӑ курнӑ. «4,5 пин лаптӑка уйӑрнӑ, анчах вӑл территорисенче 20 ҫурт кӑна туса лартнӑ. Ну, паллах аван мар.  Мӗншӗн тесен сухаламан ҫӗрсем пуш-пушах тата  вӗсене хыт хурасем пусса илеҫҫӗ. Ҫемьесем ыйтнипе, ҫӗр вырӑне 250 пин тенкӗлӗх сертификатсем пама тытӑннӑ»,  тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл.  7 тата ытларах ачаллӑ ҫемьесем валли пурӑнмалли ҫурт-йӗр илме черет  чакарнӑ.  2023 ҫулта – 6 тата ытларах ачаллӑ ҫемйесем те ку пулӑшӑва тивӗҫме пултарайраҫҫӗ.

 Унсӑр пуҫне ҫемьесен ырлӑхне ӳстерме социаллӑ контракт пек пулӑшу форми пурнӑҫланать. Ҫак формӑпа усӑ курса патшалӑх тӗревне илсе, 16 пине яхӑн ҫын хӑйсен бизнесне йӗркеленӗ.

 Ҫемье ҫулталӑкӗнче ҫӗршыв Президенчӗ  чылай пысӑк тӗллев лартнӑ. Кашни ҫын  патшалӑх тимлӗхне туйтӑр, малалла шанчӑклӑн пӑхма пултартӑр тесе нумай  ҫӗнӗ мерӑсем пӑхса хӑварнӑ. «Ҫемьере ача пуласси пирки кашни хӗрарӑм йышӑну тутӑр, кашни ача хӑйӗн ӗмӗчӗсем пурнӑҫланасса шаннине туйтӑр, ҫакна валли юлашки ҫулсенче питӗ-питӗ нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Шкулсем, ача сачӗсем, ӳнер шкулӗсем, вулавӑшсем тата ытти объектсем те ҫӗнелсе улшӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫынсемшӗн питӗ усӑллӑ», - тесе сӑмаха малалла тӑснӑ  Олег Николаев.  Ҫакӑн пек лайӑх тӑрӑшсан кӑна эпир хамӑрӑн пурнӑҫа лайӑхлатса пыма пултаратпӑр, йывӑрлӑхсене те те парӑнтарма аван пулӗ.  Чи кирли ӗмӗрхи йӑла-йӗркесене манас марччӗ, вӗсене тӗпе хурса ҫитӗнекен ӑрӑвӑн ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатса пыма тӑрӑшасчӗ тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ республика  Пуҫлӑхӗ.

Яланхиллех хисепе тивӗҫнисене патшалӑх наградисене парса чысланӑ. Ыттисемшӗн паха тӗслӗхре пулнисене ырӑ сӑмахсем каласа хавхалантарнӑ.

Раҫҫей Федерацийӗн  Президенчӗ Владимир Путин йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн Ҫемье институтне ҫирӗплетес тата ачасене воспитани парас ӗҫри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн республика Пуҫлӑхӗ «Амӑшӗ-героиня» ордена  ҫемйесене парса чыс тунӑ.  Ачасене тивӗҫлӗ воспитани парас ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн Чӑваш Республикин амӑшӗн мухтавӗн паллине  хисепе тивӗҫнӗ амӑшӗсене парса  чыс тунӑ.

Форум шайӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев куравпа, инфратытӑм проекчӗсен презентацийӗпе паллашнӑ.  

фоторепортаж: Валерий Панфилов



09 июля 2024
15:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter