Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура çапла каласа ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Мускаври ВДНХра иртнĕ, вырсарникун хăйĕн ĕçне вĕçленĕ «Раççей» курава — Чăваш Ен унта ăнăçлă хутшăннине — пĕтĕмлетрĕ.
Тата икĕ маршрут пулĕ
Канашлу йăлана кĕнĕ йĕркепе çак эрнери мероприятисене палăртнинчен пуçланчĕ. Вĕсемпе паллаштарнă май ЧР Пуçлăхĕн пресс-секретарĕ Борис Краснов Шупашкар агломерацийĕн аталанăвĕпе, унăн мастер-планĕпе çыхăннă ĕçсене сӳтсе явасси çинчен каларĕ те — Олег Николаев кашни муниципалитет аталанăва мĕнле проектсемпе хăйĕн тӳпине хывассине палăртмаллине çирĕплетрĕ. Нумай регион çакнашкал мастер-плансене хатĕрлеме пуçлать кăна, пирĕн вара вăл хатĕр ĕнтĕ. Мускав укçа уйăрас ыйтусене тишкернĕ чухне çакна шута илĕ — пирĕн çакăнпа туллин усă курма тăрăшмалла.
Республика кунĕнче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкара çыхăнтаракан çĕнĕ троллейбус маршручĕ уçăлнăччĕ — Олег Алексеевич вăл мĕнле ĕçленипе кăсăкланчĕ. Транспорт министрĕ Максим Петров пĕлтернĕ тăрăх, çак маршрут çине тухнă троллейбуссемпе икĕ эрнере 109 пин çын усă курма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Пассажирсен йышĕ пысăклансах пыни палăрать. Троллейбус управленийĕ авăн уйăхĕн 30-мĕшĕччен билет хакне 8 тенкĕ йӳнетни те маршрут илĕртӳлĕхне çирĕплетме пулăшать. Çак çăмăллăха малалла тăсас шухăш та пур-мĕн.
Уйăхлăх çул çӳрев билечĕ, ытти енĕпе ыйтусем çуралаççĕ — вĕсене татса парĕç.63 тата 61-мĕш маршрутсене уçас тĕлĕшпе те ĕçлеççĕ. Пĕрин çине 26 машина кăларашăн, тепринпе 33 троллейбус çӳрĕ. Ĕçлеме пуçланă 62-мĕш маршрута вара 18 машина тивĕçтерет. Тата 3 троллейбуса резервра тытаççĕ. Олег Николаев çул çӳревшĕн тӳлемелли тариф ыйтăвĕ тĕлĕшпе тимлĕ пулма чĕнсе каларĕ, хак палăртнă чухне икĕ хулари транспорт çӳревĕн пĕрлехи тытăмне йĕркеленине шута илмелли çинчен асăрхаттарчĕ.
Вăй питти, анчах сывлăхсăр
Çемье çулталăкĕн мероприятийĕсем çинчен ĕçлев министрĕ Алена Елизарова сăмах илчĕ. Вĕсем кăçал йышлă. Раççей шайĕнче нумай ачаллă çемье удостоверенийĕн тĕслĕхне çирĕплетнĕ, пĕрлехи стандартлăскере Чăваш Енри çемьесене те пама пуçлĕç. Алена Геннадьевна кăçал арçынсемпе хĕрарăмсен репродуктивлă сывлăхне тĕрĕслесси çинчен пĕлтерчĕ. Ача çуратмалли çулсенчи 2,2 пине яхăн çын çак тĕрĕслевре пулнă та ĕнтĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин тишкерĕвĕн кăтартăвĕсене аса илтерчĕ. Вĕсем регионта вăй питти, 45-60 çулсенчи, çынсем пурнăçран уйрăлнă тĕслĕх нумаййине çирĕплетеççĕ. Уйрăмах ку арçынсене, ялта пурăнакансене пырса тивет. Çавăнпа та, Олег Алексеевич шучĕпе, репродуктивлă çулсенчи çынсен сывлăхне тĕрĕслени кăна çителĕксĕр. Раççей Президенчĕ халăха упрамалли тĕллев лартать — анлă диспансеризаци кирлĕ. Çакă чирсене маларах тупса палăртса сиплев мерисене вăхăтра йышăнма пулăшмалла. Регион ертӳçи сывлăх сыхлавĕн министрне ку енĕпе ĕçе йĕркелеме хушрĕ.
Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕн ачисен Чăваш Енри канăвне йĕркеленипе вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров паллаштарчĕ. Республикăри виçĕ лагерьте çуллахи тапхăрта асăннă районтан 300 ачана йышăнма палăртнă. 1-мĕш сменăра 172 ача каннă та ĕнтĕ. Ӳсĕмне кура вĕсем тĕрлĕ ушкăнра Чăваш Енри ачасемпе пĕрлех пурăннă. Канупа кăмăллă. Вĕсем валли уйрăм программăпа экскурсисем те йĕркеленĕ — кунти паллă вырăнсемпе паллашма май туса панă. Çийĕнчен министр асăннă районти шкулсем валли ыр кăмăллăх грузĕ пухни çинчен пĕлтерчĕ. Олег Николаев Чăваш Ен Раççейĕн çĕнĕ регионĕсене пулăшас тĕллевпе нумай тунине çирĕплетрĕ. Çакă унти пурнăçпа ĕç-хĕле хăвăртрах йĕркене кĕртме кирлĕ.
«Пехет» «Каскадра» вырнаçĕ
Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов «Пехет» агромаркет уçас ыйтупа сăмах илчĕ. Вăл Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ комплексĕн цоколь хутĕнче вырнаçмалла. Унта юсав ĕçĕсем ирттерме /вĕсене 5 уйăхра пурнăçласшăн/, оборудованипе тивĕçтерме 157 миллиона яхăн тенкĕ кирлĕ пулать. 54 пин тăваткал метрпа танлашакан лаптăкра 107 суту-илӳ вырăнĕ пулмалла, вĕсене фермерсем, хамăр патра туса кăларнă, çитĕнтернĕ ĕçме-çимепе сутă тăвакансем йышăнĕç. Посредниксем хушша кĕменни хаксем ытла ӳссе каясран сыхланма май парас шанăç пур.
Регионшăн агромаркет тĕрлĕ курав-презентаци ирттерме меллĕ пулассипе те лайăх. Çĕр улми фестивалĕ йĕркелемелле-и, çавнашкал урăх мероприяти-и — кашнинчех юрăхлă лаптăк шырама тиветчĕ. «Пехет» çак ыйтăва сирĕ. Вăл хула варринче вырнаçнипе меллĕ пулĕ. Чăн та, Сергей Геннадьевич «Каскадăн» аял енче общество транспорчĕн чарăнăвĕ çукки пирки каларĕ — унта чарăну тума май пур пек...
Олег Николаев та хула администрацине ку ыйтăва тишкерме сĕнчĕ — татса памалла. Вăл пысăк куравсем валли уйрăм центр тăвас шухăш та пулнине аса илтерчĕ, çакă нумай хут хаклăрах пулатчĕ. «Çакăн патне вăрах утрăмăр — тинех ыйту татăлать», — терĕ ЧР Пуçлăхĕ. Ун шучĕпе, агромаркет — хамăрăн ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене пулăшмалли хушма мера. Тепĕр енчен, çынсем кунти экологи тĕлĕшĕнчен таса, паха ĕçме-çимене чăрмавсăр туянма пултарĕç. Пĕрлех пирĕн продукцие «паллассине» те тивĕçтеретпĕр.
Çурт харпăрлăхра пулмасть, лаптăка республика арендăна илет. Тăваткал метрăн аренда хакĕ 490,9 тенкĕпе танлашĕ, субарендăн вара — 2,5 пин тенкĕ. Хальлĕхе 2025 çул вĕçĕччен арендăлама килĕшнĕ — вăхăта малалла тăсасси çинчен калаçса татăлмалла.
Калаçу ВДНХри «Раççей» курав темипе вĕçленчĕ. «Финишра» Чăваш Ен экспозицине Вăрнарсем йышăннă — çак округ кунĕсем иртнĕ. Чăваш Енĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх, 250 кунра курава 18 миллион çын пырса курнă. Ахальтен мар ĕнтĕ РФ Президенчĕн Администрацийĕн ертӳçин 1-мĕш çумĕ Сергей Кириенко курав планета çинчи халăх чи йышлă пулакан 10 вырăн шутне кĕнине çирĕплетнĕ. Çакăнта, паллах, Чăваш Ен тӳпи те курăмлă. Чăваш Акатуйĕн кунĕнче кăна унта 165 пин çын пулнă. Куравра регионăн 12 министерстви, 10 хулипе округĕ хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, çитĕнĕвĕсемпе паллаштарнă. Çак ĕçе йĕркелеме кăна 2,5 пин ытла çын хутшăннă. «Çунакан куçăрсемшĕн, уçă чĕрĕрсемшĕн, Чăваш Ен çинчен каласа парас кăмăлăршăн пысăк тав!» — терĕ вĕсен ячĕпе Алексей Олегович. Çак ĕçе пысăка хуни мăнаçлăх кӳрет: экспозицисен хаклавĕн рейтингĕнче республика тăваттăмĕш вырăн йышăннă /пĕрремĕшĕнче — Мускав хули/.
Олег Николаев та пурне те тав турĕ. 2,5 пин çын — куравра ĕçленисем кăна, чăннипе вара Чăваш Ен экспозицине пуриншĕн те интереслĕ тăвас ĕçе хутшăннисен йышĕ чылай пысăкрах. «Малтан хăрушă пек те туйăннăччĕ. Анчах эпир пĕтĕмпех ăнăçлă пурнăçлама пултарнине çирĕплетрĕмĕр. Куç хăрать те — ал тăвать...» — тенĕ май вăл курав ĕçне тивĕçтернĕ çынсене пухса ĕçе пĕтĕмлетме сĕнчĕ. Паллах, 2,5 пин çынна пухаймăн, анчах йĕркелӳçĕсемпе пухăнса калаçни усăллă пулĕччĕ.