Тӗслӗхлӗ вулавӑшсене ачасем чылай ҫӳрени куҫкӗретех Чӑваш Енре, кӑтарту виҫӗ хута яхӑн ӳснӗ
Юлашки ҫул вулавӑшсемпе усӑ куракансен шучӗ 14 ҫул ҫитичченхи ачасем хушшинче икӗ пин ҫын ӳснӗ, ҫӗнӗ ӑрури вулавӑшсене ҫӳрекенсен йышӗ 27% таран хӑпарнӑ.
Кун пек кӑтартусемпе Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернӗ ачасемпе ҫамрӑксен вулавне пулӑшма пулӑшакан мероприятисене пӑхса тухнӑ чухне асӑнса хӑварнӑ. Республикӑра ачалӑх вунҫуллӑхӗ ирттернӗ май, мероприятисене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче хыпарланӑ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, 2025 ҫулта тӗслӗх вулавӑшӗсене кашни муниципалитетра хута яма палӑртса хунӑ. Ҫавӑе пекех «йывӑр» ачасемпе ӗҫлемелли ятарлӑ лапамсем те туса хута ямалла. Вӗсен пӗтӗмӗшле йышӗ 28-па танлашмалла. Чӑваш Енри «Культура» нацпроекта тӗпе хурса 18 – тӗслӗх вулавӑшӗ хута янӑ. Вӑл шутран ача-пӑча вулавӑшӗсен базинче виҫҫӗ. Вырӑнти бюджет укҫипе ача-пӑча информаци центрне модернизациленӗ. 2024 ҫулта ҫакӑн пек 8 вулавӑш йӗркелеме палӑртнӑ. Тата иккӗшне Улатӑрта тӑвасси те паллӑ.
«Кӑҫал эпир 10 модельлӗ вулавӑш йӗркелетпӗр. Муниципалитетсен шутлӑ йышӗ юлать. Пирӗн тӗллев – ҫитес ҫул, калаҫса татӑлнӑ пекех, кашни муниципалитетра пӗрер тӗслӗх вулавӑшне хута ярасси. Малалла ачасемпе ӗҫлеме ТОП-ӑн ҫул ҫитмен ачасен центрӗсен форматӗнче усӑ курӗҫ. Ҫапла майпа вулав процесне «йывӑр» ачасене явӑҫтарма палӑртса хунӑ. Ҫавӑнпа та ачасен чи нумай йышне асӑннӑ ӗҫе явӑҫтарасси питех те пӗлтерӗшлӗ», – тесе палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Культура министрӗ Светлана Каликова пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри вулавӑшсенче тӑрӑшакансем Пӗтӗм Раҫҫейри «Шкул ачисене валли культура» ведомствӑсен хушшинчи проекта хастар хутшӑннине хыпарланӑ. «Пушкин картти» проект пуҫланнӑранпа вӗсем 9,4 млн тенкӗлӗх 44,2 пин ытла билет сутнӑ.
«Республикӑри библиотекӑсем ачасене хӳтлӗхлӗ вулавӑшпа информаци уҫлӑхӗпе тивӗҫтереҫҫӗ. Ача-пӑча харпӑрлӑхне кӗнекепе тата вулавпа пуянлатаҫҫӗ. Ача-пӑча вулавне Раҫҫейри йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен никӗсӗ ҫинче «вулав» йӗркелемелли стратегиллӗ ресурс пек пӑхса тухаҫҫӗ. Вулавӑшсене модернизацилени, проект ӗҫӗ-хӗлӗсене пурнӑҫа кӗртни, кӗнекепе вулава анлӑрах сарни ӑс-хакӑл тӗнчине пуянлатма витӗм кӳрет», – тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ Светлана Каликова.
Лару ӗҫне пӗтӗмлетнӗ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев мӗнпур муниципаллӑ тата хула округӗсен пуҫлӑхӗсене – декабрӗн 1-мӗшӗччен «НЭБ. Дети» Наци электронлӑ ача-пӑча библиотекин виртуаллӑ вулав залӗсене централизациленӗ библиотекӑсенче уҫассине тивӗҫтерме хушнӑ. Ҫакӑ ачасене Раҫҫей тата регион кӑларӑмӗсем патне ҫитерессине йӗркелесси пысӑк пулӑшу пулса тӑрӗ. Калас пулсан, паянхи кун тӗлне вӗсем патне кӗмелли точкӑсене республикӑри 39 библиотекӑра уҫнӑ.
Унсӑр пуҫне Чӑваш Ен Цифра министерствине ачасем агролабораторисемпе ытларах кӑсӑкланчӑр тесе ятарлӑ пособисем йӗркелеме хушнӑ. «Ачасене мӗн пӗчӗкренех ӑслӑлӑх лаҫҫине явӑҫтарма пултарайратпӑр. Палллӑ ӑсчахсем пулас тесен, ачаран нумай кӗнеке вуламалла, ҫӗнни патне ытларах туртӑнма тӑрӑшмалла. Ун чухне ҫитӗнӳ пуласси те часах пулӗ. Халӗ пирӗн хуламӑрта птӗмпе 120 агролаборатори пур», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев.
Палӑртма кӑмӑллӑ, ҫулсерен ачасене валли кӑсӑклӑ кӗнекесем калӑпланса тухчӗр тесе, ҫулсерен писательсем хушшинче конкурссем йӗркелесе ирттернине хыпарланӑ Цифра министерстви. Ачасене валли уйрӑмах чӑвашла кӗнекесем те пичетленине пӗлтернӗ асӑннӑ ведомство ӗҫченӗсем. Регионти авторсене тӗрлӗ ӳсӗмри ачасем валли ҫӗнӗ пахалӑхлӑ хайлавсем калӑплама явӑҫтарас тесе, республикӑра ача-пӑчапа яш-кӗрӗм валли чӑвашла ҫырнӑ кӗнекесен алҫырӑвӗсен конкурсӗ ҫулсерен иртнине те тепӗр хут палӑртса хӑварнӑ.