Чӑваш Енре 2023 ҫулта вилнисен шучӗ ултӑ процента ҫити чакнӑ

Чӑваш Енре 2023 ҫулта вилнисен шучӗ  ултӑ процента ҫити чакнӑ

Кӑтартусене пӑхас пулсан,  Чӑваш Республикинче пурӑнакансен, вӑраха кайса чирлекен пиншер ытла ҫынсен, пурнӑҫӗсене упраса хӑварма май килнӗ.

Кун пек кӑтартусене «2023 ҫулта Чӑваш Республикинче халӑх сывлӑхне тишкерни» докладпа Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче хыпарланӑ.

Демографи кӑтартӑвӗсен динамикине медицина пулӑшӑвӗсен пахалӑхне ӳстерни пысӑк витӗм кӳнӗ.  Ҫӗнӗ кадрсене явӑҫтарни те аван.  Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх,  халӑхӑн пурӑнас ҫулӗн кӑтартӑвӗ пысӑк пулни те куҫ кӗретех.  Пурнӑҫ тӑсӑмӗ пымӑк пулни пурсӑмӑра та хавхалантарать. Раҫҫей статистики пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑтамран пирӗн регионта пурӑнакансен пурнӑҫ тӑсӑмӗ 73 ҫула ҫитнӗ.

Амӑшӗсемпе ачисене медицина пулӑшӑвӗпе вӑхӑтра тивӗҫтерни те паха. Чӑваш Ен пепке вилеслӗхне чакарас енӗпе ҫӗршыври регионсен хушшинче пирӗн субъект малтисен вырӑнӗнче.  Кӑтарту пӗлтӗр пӗр хут ытла чакни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать.  

Пӗтӗмӗшле илсен сывлӑх сыхлавне  пӗлтӗрхи ҫул укҫа-тенкӗпе тивӗҫтересси  аван пурнӑҫланнӑ, ҫулталӑк хушшинче 15% ӳссе 29 млрд тенкӗпе танлашнӑ.  Сывлӑх сыхлавӗн инфратытӑм пайӗ тӗпрен ҫӗнелсе улшӑннӑ.  Техника пайӗ паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑрать. Пысӑк технологиллӗ медицина хатӗрӗсем те сывлӑх сыхлавӗн пайӗнче тӑрӑшакансемшӗн уйрӑмах питӗ пӗлтерӗшлӗ.  Сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсен, ҫӗнӗ автотранспортпа оборудовани шайӗнче ҫӗнетнӗ нацпроект шучӗпе пӗрремӗш медикӑпа санитари пулӑшӑвӗ пама май пурри ӳснӗ. Территорисем хушшинчи кашни центра вертолет площадкипе тивӗҫтернӗ. Санитари авиацийӗн службин вӑйӗпе пӗлтӗр тата 76 чи йывӑр  апракан ҫынсен, вӑраха кайса чирленисен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май килнӗ.

Сывлӑх сыхлавӗн  пӗрремӗш звенори объекчӗсене ҫӗнетсе улӑштарса пынине кура,  чирлисем туххӑмрах кирлӗ пек медицина пулӑшӑвӗсемпе усӑ курма пултарайнӑ. 2023 ҫулта пӗтӗмпе сывлӑх сыхлавӗн 63 объектне, ҫав шутра 19 фельдшерпа акушер пунктне  тӗпрен ҫӗнетсе улӑштарма май килнӗ.  Кӑҫал тата 17 объекта модернизацилеме плана кӗртнӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев сӑмаха пуҫланӑ май, ҫапларах палӑртса каланӑ: «Интеграллӑ кӑтартусем тӑрӑх ку ӗҫ лайӑх кӑтартусем панине куратпӑр. Пирӗн ку енӗпе вӑйлатмалли потенциалсем тата та пур-ха. Эпир, сӑмахран, ял халӑхне, уйрӑмах 45 ҫултан пуҫласа 65 ҫулчченхи арҫынсене диспансеризаци кӑларма витӗм кӳме пултарайратпӑр.  Сӑлтавӗ паллӑ, мӗншӗн тесен ытларах тепре чухне вӑхӑтсӑр пурнӑҫран арҫынсем уйрӑлса каяҫҫӗ. Чӑваш Ен Сывлӑх министерствине тата муниципалитетсемпе ӗҫ тӑвакан органсене тӗрлӗ чирсене  вӑхӑтра тупса палӑртма палӑртма, ҫавӑн пекех профилактика, реабилитаци тата интеграллӑ кӑтартусене лайӑхлатма, халӑхпа тивӗҫтерме май паракан мӗнпур кирлӗ мероприятисене  йӗркелесе ирттерме кирлӗ пек условисем туса пама чӗнсе калатӑп.  Халӑхӑн пурнӑҫне упрасси тӗп приоритетсенчен пӗри пулмалла», – тенӗ вӑл. Кун пирки тепӗр хут палӑртса каланӑ ларӑва пухӑннисем.

Ларура Министрсен Кабинечӗ енчен те врачсем эмелсем илме рецепт ҫырса параҫҫӗ пулсан, вӑл ҫынсене  50% таран пӗчӗклетнӗ хаксемпе  эмельсене туянма май пракан йӗркене те пӑхса тухса йышӑнса хӑварнӑ.  Тӳлевсӗр илмелли эмелсен йӗркине те пӑхса тухса ҫирӗплетсе хӑварнӑ. 17 ҫула ҫитменнисене ятарлӑ апатлантарма врач комиссийӗн йышӑнӑвӗпе  килӗшӳллӗн, медицина кӑтартӑвӗсем пур пулсан  е ҫӑмӑллӑх условисем кӗртме палӑртса хӑварнӑ.

Шупашкар округӗнчи Кӳкеҫри ҫӗнӗ шкул валли шывпа тивӗҫтермелли сетьсене проектлама 6,4 млн тенкӗ уйӑрӗҫ.  Кун пирки Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухса ҫирӗплетсе хӑварнӑ.  Ҫӗнӗ сетьсем объектӑн пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене тивӗҫтерме тата шыв пӑрӑхне кольцовка тума кирлӗ.

Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче регионти тӗрев вырӑнӗсене аталантарас ӗҫе йӗркелеме тӳрлетӳсем кӗртекен  йышӑнӑва пӑхса тухса ырласа хӑварнӑ.  Олег Николаев,  графиксене палӑртнӑ чухне регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программипе ҫыхӑннӑ плансемпе килӗшӳллӗн туса пымаллине чӗнсе каланӑ. «Авӑнпа юпа уйӑхӗсенче регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине ҫирӗплетме  тӗллев лартнӑ.  Тӗрев пункчӗсен ҫул-йӗрне вӑхӑтра палӑртса ҫирӗплетмелле. Ҫакӑн пек туни  укҫа-тенкӗне перекетлеме май парать.  Тухӑҫлӑх тени те малти вырӑна тухасси куҫ кӗретех. Тепӗр тесен, ял территорийӗсене аталантарса вӑй илтерме те меллӗрех пуласси никамшӑн та вӑрттӑнлӑх ма иккен»,  тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.

Чӑваш Енре регионти медиацентр хута кайӗ. Республикӑри Цифра министерстви ҫумӗнчи коммерциллӗ мар автономи организацине йӗркелеме Чӑваш Ен Правительстви  витӗм кӳнӗ.  Вӑл пичет МИХсене кӑларӗ, республикӑри интернет-ресурссене аталантарӗ, контент йӗркелӗ, медиасферӑна тӗпчесе тишкерӗ. «Ҫакӑ пирӗн ӗҫ-хӗле аудитори ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен пахалӑхлӑ материалсем йӗркелемелли пайра системӑлама, унӑн ҫул-йӗрне хальхи  ҫирӗп йӗркесене тивӗҫтерме пулӑшӗ», – тесе тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Республикӑн министерствисемпе ведомствисем халӑха тата регионӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне пырса тивекен Чӑваш Республикин саккунӗсен проекчӗсене туса хатӗрлемелли регламентне палӑртнӑ. Саккунсен проекчӗсем ҫинчен калакан  хыпарсене Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан органӗсем социаллӑ сетьсенче хӑйсен официаллӑ аккаунчӗсене вӗсене хатӗрлесси пирки йышӑну тунӑ кунран пуҫласа 3 ӗҫ кунӗ хушшинче вырнаҫтарма тӗллев лартнӑ.

 



11 июля 2024
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter