Шупашкартан самолетсем Турцие вӗҫме пултарӗҫ

Шупашкартан самолетсем Турцие вӗҫме пултарӗҫ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Турцин Хусанти тӗп консулӗпе Угур Йылмазпа тӗл пулнӑ май, Турцие самолетсен рейсне уҫма май пулассине каланӑ. 

 «Шупашкар аэропортне реконструкцилесе пӗтернӗ хыҫҫӑн тӗнчери ытти ҫӗршывсене рейссене ҫӗнӗрен  ҫӳретме палӑртатпӑр.  Хӑш-пӗр ыйтусене тӗплӗн пӑхса тухса татса пама тӑрӑшатпӑр», – тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Пирӗн регионта пурӑнакансем унта канма каяс текенсем сахал маррине шута илсе, вӗсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес тӗллевпе ку ыйтӑва уҫӑмлатма палӑртнӑ тесе сӑмаха малалла тӑснӑ вӑл.  

Шупашкар аэропорчӗ 1995 ҫулта тӗнче шайӗнчи статуса илнӗ. Турцие, Болгарие, Кипра рейссем уҫӑлнӑ. 2020 ҫулта кӑшӑл вирус пандемине пула Шупашкартан, ҫав шутра Турцие те, пӗтӗм тӗнчери рейссене пӑрахӑҫланӑ.

 «Чӑваш Республики Турци Республикипе тахҫантанпах тачӑ ҫыхӑну тытать.  Тӗрлӗ сферӑсенче ӗҫлӗ ҫыхӑнусене сарассипе те сахал мар ыйиӑва татса панӑ. Ӗҫлӗ хутшӑнусен историйӗ тӗрлӗ сферӑра пысӑк пулни паллӑ. Юлашки ҫулсенче икӗ ҫӗршыв хушшинче таварсен ҫаврӑнӑшӗ  пысӑк пулни те  пурсӑмӑра та хавхалантарать.  Туризм, суту-илӳ енӗпе те  анлӑ проектсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.    Пирӗн предприяти тырӑ тирпейлессипе, ҫӑнӑх туса илессипе базӑна турци хатӗрӗсене тӗпе хурса модернизациленӗ.  Икӗ ҫул хушши ӗнтӗ питӗ лайӑх ӗҫлеҫҫӗ ятарлӑ хатӗрсем.  Объекта модернизациленӗ май, тухӑҫлӑх икӗ хут ӳснине асӑннӑ республика Пуҫлӑхӗ.  Кӑтарту 25 процента яхӑн хӑпарнине палӑртнӑ вӑл.  

Турци Республикин Хусанти Генеральнӑй консулӗ Угур Йылмаз Чӑваш Енпе килӗштерсе ӗҫлеме хатӗр пулнине  пӗлтернӗ.  Хутшӑнусене ҫирӗплетме, вӗсене анлӑлатма  кӑсӑклӑ ӗҫсем туса пыма килӗшнине те каланӑ ертӳҫӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май.  Культура пирки сӑмах пуҫарнӑ май, Чӑваш Енре  Турци киновӗсен ернисене ирттерме май пуррипе ҫуккки ҫинчен  ыйтса пӗлнӗ.

Аса илтеретпӗр, 2023 ҫулта Питӗрти пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Турци Республикин Чрезвычайлӑ тата Полномочиллӗ Посолӗпе Мехмет Самсарпа тӗл пулнӑ. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче  пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пирки сӑмахланӑ, инвестици, экспорта таварсене куҫарассипе ҫыхӑннӑ самантсем пирки чарӑнса тӑнӑ, культура, вӗренӳ тата ытти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусем тавра та канашланӑ.



12 июля 2024
08:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter