Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Почта ҫыхӑнӑвӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Почта ҫыхӑнӑвӗн  ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Професси уявӗпе – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламланине йышӑнсамӑр!

Почта яланах ҫӗршывӑмӑрпа пӗрле аталанса пынӑ тата Раҫҫей Федерацийӗн чи аякри территорийӗсемпе те шанчӑклӑ ҫыхӑну тытнӑ. Кирек хӑш саманара та почта ҫӗршывра пурӑнакан ҫынсен тӗп прависенчен пӗрне – информацие ирӗклӗн илессине, парассине тата сарассине – шанчӑклӑн тивӗҫтерсе тӑнӑ.

Ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен вырӑнти ҫар служащийӗсене пулӑшас тӗллевпе халӗ Раҫҫей почти почтӑпа яракан япаласене, ҫав шутра Чӑваш Республикинчен яраканнисене те, тӳлевсӗр илсе ҫитерессине йӗркеленӗ. Эсир пулӑшнипе пирӗн хӳтӗлевҫӗсем хӑйсен тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем яракан хыпарсене пӗр чӑрмавсӑр илсе тӑма пултараҫҫӗ.

Чӑваш Енре почта сферинче хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен икӗ пин ытла ҫын вӑй хурать, вӗсем – профессие чунтан парӑннӑ, клиентсемпе ӗҫтешсене хисеплеме пӗлекен чӑн-чӑн ӑстаҫӑсем. Ял ҫӗрӗнче пурӑнакансем республика тата район хаҫачӗсен ҫӗнӗ номерӗсене кӳрсе паракан почтальонсене яланах хапӑл туса кӗтеҫҫӗ. 

Сире яваплӑ ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, телей, пур тӗрлӗ ырлӑх тата ӗҫре ҫитӗнӳсем сунатӑп!

     Чӑваш Республикин

   Пуҫлӑхӗ Олег Николаев



14 июля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter