Чӑваш Енри шкул ачисем экскурсие Белоруссири историллӗ вырӑнсене ҫитсе паллашма пултарӗҫ

Чӑваш Енри шкул ачисем экскурсие Белоруссири историллӗ вырӑнсене ҫитсе паллашма пултарӗҫ

Вӗсем хушшинче Брест крепоҫӗ, Минск, Хатынь пулма пултараҫҫӗ.

Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен  Пуҫлӑхӗ Олег Николаевпа пӗрле республика делегацийӗ Белоруссие тата  унти Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историйӗн Белоруссири патшалӑх музейне, ҫавӑн пекех «Хатынь» Мемориал комплексӗнче пулнӑ вӑхӑтра калаҫса килӗшнӗ.  Белорусси ССРне ирӗке кӑларнӑ вӑхӑтра 15 пин чӑваш вилнӗ. 15 ҫын Совет Союзӗн Геройӗ ятне тивӗҫнӗ, виҫҫӗшӗ – Мухтав орденӗн кавалерӗ.

Беларуҫ тата Чӑваш Ен министерствисем вӗренӳ сферинче ҫамрӑксене патриотла воспитани парас, шырав юхӑмне аталантарас, пӗрлехи патриотла акцисем ирттерес тата «Чӗрӗ уроксем» онлайн мелӗпе килӗштерсе ӗҫлеме майсем пуласси пирки палӑртнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫапла каланӑ: «Пирӗн тӗллевсенчен пӗри вӗренӳ процесне йӗркелесе тӑратасси. Патриотизм кӑмӑл-туйӑмне аталантарсси, туризм юхӑмне а вӑй илтерсе пырасси ыйтусем те кун йӗркинчех тӑраҫҫӗ.   Астӑвӑм темипе йӗркеленӗ мӗнпур мероприятисене кулленех хутшӑннӑ.  Шырав ӗҫӗсене те хастар хутшӑнни куҫ кӗретех.  Наукӑпа тӗпчев ӗҫӗсене, музей ӗҫ-хӗлне аталантарса пырасси ыйтусем те актуалӑ шутланаҫҫӗ.  Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине палӑртса чылай мероприятисене пӗрле килӗштерсе йӗркелесе ирттерме те калаҫса татӑлнӑ»,  тесе  асӑннӑ вӑл. «Ҫак визит шайӗнче эпир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине халалланӑ нумай мероприяти ирттересси ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр»,  тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ вӑл.

Авалхи йӑла-йӗркесене паянхи пурнӑҫ таппинче усӑ курса, хамӑрн ҫитӗнекен ӑрӑва парса хӑварма тӑрӑшӑпӑр.  Апла пулсан, пӗр-пӗрин пуян историне ӑша хывни, ӑна ламран-лама куҫарса, ун пирки тӗплӗнрех яш-кӗрӗме паллаштарма пӗлни те уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ.    

Йӑла-йӗркене асра тытар, пирӗн тымарсене, пулӑмсене пур майсемпе, ҫав шутра интерактивлӑ майпа чӗртсе тӑратса, ҫитӗнекен ӑру хальхи вӑхӑтри пулӑмсене хакласа ҫак пӗлӳсене пӗлсе, ертсе пыма май пултӑр. Ун валли вӗсен ытларах  пӗр-пӗринпе курса калаҫмалла, пӗр-пӗрин ҫинчен тӗплӗнрех пӗлме тӑрӑшмалла.



15 июля 2024
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter