Ӗç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун иртнĕ канашлура

«Водоканал» хăйĕн объекчĕсенче, сечĕсем çинче юсав-тĕрĕслев ĕçĕсем ирттернĕ май çитес шăматкун, утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче, Шупашкарĕпех шыв пулмĕ. Анчах ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе тунтикун иртнĕ канашлура шывпа çыхăннă кăмăлсăр хыпарсем çакăнпа кăна иксĕлмерĕç-ха. Шыв-шур çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвне тишкерчĕç те — пăшăрхантаракан самант пайтах.

ГКЧС ертӳçи Сергей Павлов пĕлтернĕ тăрăх, çĕртме-утă уйăхĕсенче кăна çанталăк тĕлĕшпе 28 асăрхаттару пулнă. Типĕ те шăрăх çанталăка пула халăх шыв патнелле туртăнать. Кăтартăвĕ хурлăхлă: çулталăк пуçланнăранпа республикăра 23 çын путса вилнĕ /пĕлтĕр çак тапхăрта шывра 15 çын пурнăçĕ татăлнă/. Çав шутра — 3 ача. Çынсем ятарласа уйăрман вырăнсенче шыва кĕреççĕ, чылай чухне — ӳсĕрле. Эрех ĕçнĕ çыншăн вара тинĕс те чĕркуççи таран тесе ахальтен каламан — путнă 23 çынран 16-шĕ ӳсĕр е хĕрĕнкĕ пулнă.

Республикăра 10 пляж ĕçлет — унта шыва кĕрекенсем тĕлĕшпе тимлĕх пур. Ятарласа канма уйăрнă 138 вырăнта шыва кĕме пулать. Анчах çынсем ятарласа уйăрман вырăнсене каяççĕ — çакă час-часах инкекпе вĕçленет.

Тивĕçлĕ тытăмсем кĕрĕк арки йăваласа лармаççĕ. Муниципалитетсенче хăрушсăрлăхшăн яваплă çынсене çирĕплетнĕ, куллен рейдсем йĕркелеççĕ, тĕп хулара тата Çĕнĕ Шупашкарта пляжсенчи çăлавçăсен дежурствăри йышне ӳстернĕ, водолазсем шыв тĕпне тепĕр хут тĕрĕсленĕ — хăрушлăх пур вырăнсене картапа паллă туса уйăрнă. ЧР Патшалăх Канашĕ тивĕçлĕ саккуна 16 çулчченхи ачасен хăйсем тĕллĕн кăна шыва кĕме юраманнине çирĕплетекен улшăнусем кĕртнĕ. Анчах çак тата ытти мера та хăрушлăха сиреймест-ха — инкек çине-çинех пулать.

Шыври хăрушсăрлăх темине çитес юнкунхи Пĕрлехи информаци кунĕнче халăхпа ирттерекен тĕлпулусенче те çĕклесшĕн. Михаил Ноздряков округсенче пулакан ушкăнсен унта пурăнакансемпе калаçнипе кăна çырлахмалла марри çинчен асăрхаттарчĕ. Çынсем шыва кĕрекен вырăнсенче пулни те ытлашши мар — ăнлантару ĕçĕпе пĕрлех тĕрĕслев те кирлĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр ыйту — ачасен çуллахи канăвне йĕркелени. Ку енĕпе 309 организаци ĕçлет. Çав шутра — хула тулашĕнчи 14 стационар. Вĕсем, шкулсен çумĕнчи лагерьсем каникул вăхăтĕнче 72 пин ытла ачана йышăнма палăртнă. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем тĕлĕшпе тимлĕх пысăк. Лагерьсем Запорожье облаçĕнчи Чăваш Ен шефа илнĕ Бердянск районĕн ачисене те йышăнаççĕ.

Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пек, анчах Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн ертӳçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Вера Головач чылай çитменлĕхе асăнчĕ. Лагерьсен территорийĕсене, вĕсен таврашне тĕплĕ дезинфекци туманнине кура унта сăвăс, шăши ĕрченĕ тĕслĕхсене тупса палăртнă. Çавăнпа асăннă ĕçсене тепĕр хут пурнăçлама тивнĕ. Çийĕнчен вăл ку ĕçсене кашни смена пуçланас умĕн ирттерме те сĕнчĕ. Ачана сăвăс çыртнă тĕслĕх пирки хыпар Мускава та çитесси çинчен асăрхаттарчĕ — намăс пулĕ... Çĕрпӳ округĕнчи «Звездный» лагерьте çĕнĕ корпуссем çĕкленĕ май ачасен йышĕ пысăкланать — апат-çимĕç блокĕнче хушма оборудовани кирлĕ, столовăйра ачасем валли вырăн çитмест, канализаци те хăватлăрах пулмалла...

Михаил Ноздряков ку ыйтусене мĕнле татса парасси çинчен округ пуçлăхĕнчен Алексей Ивановран ыйтрĕ. Вăл вара пысăк чăрмавсем курмасть. Халĕ лагерьте реконструкци ĕçĕсем пыраççĕ — тăваттăмĕш сманăна ачасене канма йышăнас шухăшлă. Ĕçсен 85% пурнăçланă — утă уйăхĕн 22-мĕшĕ тĕлне вĕçлесшĕн. Михаил Геннадьевич оборудовани туянас, ытти енĕпе йывăрлăхсем тухса тăрсан Вĕрентӳ министерствине пĕлтерме сĕнчĕ — пулăшу пулĕ.

Спорт министрĕ Василий Петров вара «Росинка» лагере сăмах тивнине çывăха илчĕ. Ун таврашне тирпейлеме хирĕç мар, анчах çав территори федераци вăрман фондне кĕрет те — ним тума аптăрамалла. Вера Головач пурпĕр каялла чакмарĕ: территори хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле, ӳкнĕ-хуçăлнă йывăçсене тсатмалла. Михаил Ноздряков шучĕпе, сăмах ачасем пирки пырать те — территорие тасатнăшăн никам та сивĕ сăмах каламĕ. Ку ыйтусене Çут çанталăк ресурсĕсен министерствипе çыхăнса татса пама пулатех.

Канашлу Екатеринбургра иртнĕ «Иннопром-2024» курава пĕтĕмлетнипе вĕçленчĕ. Промышленноç министрĕн çумĕ Дмитрий Гринев пĕлтернĕ тăрăх, çĕршывăн тĕп промышленноç куравне Чăваш Енри 10 предприяти хутшăннă. Контрактсем тăвасси çинчен калаçса татăлнă, пулас инвестицисем тĕлĕшпе те хыпарсем пур. Сăмахран, «Химпромра» промышленноçра питĕ кирлĕ анилин туса кăлармалли производство йĕркелесси.

Дмитрий Борисович çакна та çирĕплетрĕ: Чăваш Ен Раççейĕн çĕнĕ «Çĕнĕ материалсем тата хими» наци проектне пурнăçлама хутшăнать. Куравăн стратеги сессийĕнче çавăн пекех регионсен ĕç тухăçлăхне хаклакан рейтингсене палăртнă. Республика чылай енĕпе сумлă вырăнсене йышăннă. Çав шутра — экономика тухăçлăхне тивĕçтерни, патшалăх пулăшăвне тӳрре кăларни, промышленноç производствин ӳсĕмĕ, экспорт калăпăшне пысăклатни.



Хыпар
15 июля 2024
16:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter