Чӑваш Ен делегацийӗ Беларуҫ проедприятийӗсенче пулса курнӑ

Чӑваш Ен делегацийӗ Беларуҫ проедприятийӗсенче пулса курнӑ

Ертӳҫӗсене Минскри В.И. Козлов ячӗллӗ электротехника завочӗн «АМКОДОР» компанин таварӗсемпе паллаштарнӑ, кунсӑр пуҫне  Минскри тракторпа автомобиль  завочӗсем пирки те каласа кӑтартнӑ.

 «Беларуҫ Республикин Президенчӗпе Александр Лукашенкопа  тӗл пулнӑ май,  эпир пӗрле ӗҫлессине анлӑлатасси, тавар ҫаврӑнӑшне кӗске вӑхӑтра икӗ хут ӳстересси пирки те калаҫса татӑлтӑмӑр. Ҫак ырӑ шухӑшсене Беларуҫ Республикин Правительствин членӗсем те, предприятисен ертӳҫисем те, пурте илтрӗҫ. Беларуҫри предприятисенче  пулнӑ май эпир  ӗҫлӗ ҫыхӑнусене ӳстермелли ҫул-йӗре шырарӑмӑр. Пурин те ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ таварсем тирпейлесе кӑларас шухӑш ҫуралчӗ.  Тӗрлӗ предприяти ертӳҫисем пирӗн тӑрӑха килсе курма, организацисен ӗҫӗ-хӗлӗпе тӗплӗнрех паллашма кӑмӑл пуррине палӑртрӗҫ.  Уҫӑ калаҫура сӳтсе явнӑ ыйтусене пурнӑҫа кӗртсе пыма пирӗнтен кашниех ҫине тӑрса тӑрӑшӗ»,  тесе сӑмаха ҫавӑрса каланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.

Беларуҫ Республикин хӑш-пӗр предприятийӗпе килӗштерсе ӗҫлесси тахҫантанпах пурнӑҫа тухӑҫлӑ кӗрсе пырать.

Промышленноҫ сферинче туса кӑларакан  Чӑваш электротехника таварӗсемпе Беларуҫ Республикин стратеги объекчӗсенче усӑ кураҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, промышленность пайӗнчи мӗнпур сферӑра тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесе пыни куҫкӗретех. Ӗҫлӗ ҫыхӑнусем ӳлӗмрен те сарӑлса пырасси никама та иккӗлентермест.

 

 

Тигран Хачатрян



16 июля 2024
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter