Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсем хушшинче пирӗн республика агропромышленноҫ комплексне энергипе тивӗҫтерессипе малтисенчен пӗри шутланать

Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионӗсем хушшинче пирӗн республика агропромышленноҫ комплексне энергипе тивӗҫтерессипе малтисенчен пӗри шутланать

2019 ҫултан  пуҫласа 100 га акмалли лаптӑка энерготивӗҫтерӳ кӑтартӑвӗпе республика Атӑлҫи федераци округӗнче 9-мӗш вырӑнтан 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

 «2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ял хуҫалӑх валли техника туянма, 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх, инвестицисем 8,5 миллиард тенкӗ хывнӑ. Пӗлтӗр пулӑшу мерисемпе усӑ курса ял хуҫалӑх  валли 608 техника туяннӑ.   Аграри тытӑмӑнче тӑрӑшакансене республика хыснинчен 1 млрд тенкӗ субсиди парса хавхалантарнӑ.  233 энерги перекетлеме май паракан трактор илнӗ,  45 комбайн тӗш тырӑ пухса илме туяннӑ. 2023-мӗш ҫулта Атӑлҫи округӗнчи субъектсем хушшинче 100 га акмалли лаптӑка энергипе тивӗҫтермелли кӑтартупа пирӗн республика 9-мӗш вырӑнтан 3-мӗш вырӑна тухнӑ», - тесе сӑмаха пуҫласа каланӑ хӑйӗн саламӗнче, уй-хир ӗҫченӗсене саламланӑ май Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Палӑртса хӑваратпӑр, Уй кунӗ кӑҫалхипе республикӑра 18-мӗш хут иртнӗ, вӑл яланхиллех Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пулнӑ.

Парксене ҫакӑн пек хастар модернизацилесси ял хуҫалӑх техникине ҫӗнетме пулӑшакан республика программи  витӗм кӳнине те асӑннӑ вӑл. Республикӑра программа пурнӑҫа кӗме тытӑннӑран пӗтӗмпе хуҫалӑхсем 3,3 пин единица туяннӑ. Тухӑҫлӑх та пысӑккӑ, кун пирки те тепӗр хут палӑртса каланӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Ен кӑҫал ял хуҫалӑх валли 600  техника туянма плана кӗртнӗ.  Вӗсене валли республика хыснинчен  560 млн тенкӗ  тӑкакланма палӑртса хунӑ.  Пӗтӗмпе 185 трактор, 50 комбайн,  ял хуҫалӑхӗнче усӑ курӑнакан ытти техникӑсене 365 илме шутланӑ.

 «Уй кунӗ» мероприятинче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе пӗрле Ял хуҫалӑх министерстви тата «ПЕГАС-АГРО»  тулли мар яваплӑ общество пӗр-пӗринпе килӗшсе ӗҫлемелли ӗҫ хутне алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӳсен-тӑрансене им-ҫамлама май паракан техникӑсене туянасси пирки те канашланӑ.  Чӑваш Ен Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2022-мӗш ҫултан пуҫласа паянхи кунччен республикӑна 26 ед. техника кун евӗрлисене илсе те килнӗ. Ҫулталӑк вӗҫлениччен тата та тӑватӑ техника туянма плана кӗртнӗ. Пӗтӗмпе регионта ҫакӑн пек  техникӑсем 50 ытла единица шутланать. Вӗсене пӗтӗмпех Раҫҫейре тирпейлесе кӑларнӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  сӑмаха малалла тӑснӑ май, тыр-пул пухса кӗртес ӗҫе республикӑри чылай муниципалитетне пуҫланине хыпарланӑ.  «Ҫакна шута илсе 2024 ҫулхи уй-хир ӗҫӗсем пирки кӗскен каласа хӑварма та пулать. Ҫулталӑк  питӗ аванах пулмарӗ, анчах та пӗрле  тӑрӑшса, йывӑрлӑхсене парӑнтарма пултартӑмӑр. Ҫурхи ӗҫсене вӑхӑтра тирпейлесе пӗтернӗ. Паян вара хуҫалӑхсенче тухӑҫа пухса кӗртессипе хастар тӑрӑшаҫҫӗ», -  тесе сӑмаха ҫавӑрнӑ регион Пуҫлӑхӗ.

Курава  пуҫтарӑннисене  тав тунӑ май, ҫулсерен асӑннӑ мероприятинче ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пуҫарусем пурнӑҫа кӗрсе пынине палӑртнӑ.  Вӗсем тухӑҫлӑха ӳстерме витӗм кӳнине, таварсен калӑпӑшне пысӑклатма май панине те каланӑ.  Тавар пахалӑхӗ лайӑхлансан, тупӑш ӳсесси те часах тенӗ вӑл.   

Палӑртса хӑваратпӑр, курава ытти регионсенчи ял-хкҫалӑх пайӗнче тӑрӑшкансем те чылай пухӑннӑ. Раҫҫейри 16 регионтан хӑнасем пирӗн тӑрӑха килсе ҫитнӗ, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсемпе паллаштарма кӑмӑл тунӑ.  Вӑтамран 2,5 пин ҫын пирӗн тӑрӑха мероприятине хутшӑнӗ, вӗсен йышӗнче: экспертсем, специалистсем, студентсемпе ял хуҫалӑх учрежденийӗсенче вӗренекенсем тата ыттисем те. Хӑнасем пӗр-пӗринпе паллашӗҫ, ҫӗнӗлӗхсем пирки каласа парӗҫ, паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан технологисемпе паллаштарма килӗшнӗ.



18 июля 2024
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter