Чӑваш Енӗн инвестици портфелӗ 22 миллиарда яхӑн ытла ӳснӗ

Чӑваш Енӗн инвестици портфелӗ 22 миллиарда яхӑн ытла ӳснӗ

Кун пирки кӑтартусене Чӑваш Республикин Экономика министерствин анлӑ ларӑвӗнче 2023 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ май асӑнса хӑварнӑ.

Палӑртнӑ тапхӑрта республикӑн инвестици портфелӗ 2022 ҫулхипе танлаштарсан 22,2 млрд тенкӗ (32 проект) ӳснӗ.  Чӑваш Енӗн инвестици аталанӑвӗн Агентствипе пӗрле  88 проект хатӗрленӗ, вӗсен калӑпӑшӗ 63,6 млрд тенкӗпе танлашнӑ. Халӑх валли 4 пине яхӑн ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хатӗрленӗ.    Тӗп капитала инвестици хывасси 13,2%  хӑпарнӑ.  Раҫҫейӗпе 26-мӗш вырӑн йышӑннӑ регион. Паянхи куна илес пулсан, пурӗ 106 проект пур, вӗсен калӑпӑшӗ  74 млрд ытла тенкӗлӗх. Енчен те вӗсем пӗтӗмпех пурнӑҫлансан, ҫынсене валли 7 пине яхӑн ӗҫ вырӑнӗ пулӗ.

Инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли пайра пӗлтӗр регионти инвестици стандартне 2. 0 кӗртнӗ, регионӑн инвестици карттине хатӗрленӗ.

 Республика Пуҫлӑхӗ ӑна аталанма Ҫӗнӗ Шупашкарта йӗркеленнӗ Уйрӑм экономика зони  витӗм кӳнине каланӑ. «Пӗрремӗш резидент ( «Звениговский» тулли мар яваплӑ общество). Халӗ вӑл унта ӗҫлет. Предприятинче ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ тата производство калӑпӑшӗ ӳсет, ҫакӑ пире савӑнтарать. Резидентсем кӑҫалах нумайланасса шанатпӑр. Патӑрьел округӗнче индустри паркне туса хурассине кӑҫал вӗҫлетпӗр, вӑл ял хуҫалӑх таварӗсене тирпейлесе кӑларассипе тимлеме пуҫлӗ», – тесе палӑртса каланӑ тепӗр хут Олег Николаев хӑйӗн сӑмахӗнче.

Бизнес пайне ытлашши кӗрсе чӑрмав кӳменни те куҫ кӗретех.   Ку енӗпе те республика кӑтартӑвӗсем лайӑх пулса пыраҫҫӗ.  Чӑваш Ен хӑйӗн позицийӗсене 20 хут ытла лайӑхлатни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать.  2019 ҫулта республика 44 вырӑнта пулнӑ пулсан, 2023 ҫул пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх  регион 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ (2020 ҫул – 28, 2021 ҫул – 25, 2022 ҫул – 5). Ҫав вӑхӑтрах пӗчӗк тата вӑтам бизнес хушшинче официаллӑ мар рейтингра – 1-мӗш вырӑнта тӑрать хамӑрӑн республика.

Лайӑх кӑтартӑва тытса пырас тӗллевпе, Олег Николаев дистанци формачӗпе тӗрӗслев (надзор) мероприятийӗсем ирттерме «Инспектор» мобильлӗ приложение ӗҫе кӗртме хушнӑ.

Чӑваш Енре бизнеса административлӑ  майпа чӑрмав кӳменнине пӗрре мар ҫирӗплетсе каланине илтме пулать вак тата вӑтам предпинимательлӗх пайӗнче тӑрӑшакансенчен.  Кулленех профилактика ӗҫӗсене ирттересси тивӗҫлӗ шайра йӗркелесе пыни те куҫкӗретех.

Коллеги ларӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствине производство бизнесне пулӑшассипе ҫыхӑннӑ мероприятисен комплеклӑ планне туса хатӗрлеме каланӑ.  Сӑмахран, вырӑнти производительсен регионти цифра платформине туса хумаллине палӑртнӑ.  Республикӑра туса кӑларакан таварсен калӑпӑшне кулленех ӳстерсе пыма кирлине те асӑнса хӑварнӑ вӑл.  

Унсӑр пуҫне республикӑра пурӑнакансем ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ май Олег Николаев мобилизациленӗ предпринимательсене пулӑшу пама май туса памаллине те асӑннӑ.

 Хӑйӗн сӑмахӗнче республика Пуҫлӑхӗ туризма аталанӑвӗ пирки те чарӑнса тӑнӑ.  «Министерствӑн ӗҫ-хӗлӗн ҫӗнӗ ҫул-йӗрне палӑртас килет – туризмпа хӑна-вӗрле индустрийӗ аталанни, уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫулран-ҫул пирӗн тӑрӑха курма килес текенсен йышӗ ӳссе пырать, вӗсене ввалли те хӑтлӑ условисем йӗркеленеҫҫӗ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнес активлӑ аталанса вӑй илсе пырать», – тенӗ Пуҫлӑх.

Чӑваш Республики туризма аталантарассипе ытти регионсемпе танлаштарсан Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи субъектсем хушшинче 6-мӗш вырӑнта тӑрать.  Чӑваш Ене юхан шыв тӑрӑх курма килес текенсен йышӗ те ӳссе пыни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.  

2023 ҫулта  наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртсе пырассипе те аван ӗҫленӗ, чи ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пыракан 10 регион йышне кӗнӗ.  Культура, сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ сферӑра, спортра тӑтӑшах ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ объектсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ.  Куславккара, Ҫӗмӗрлере хутса ӑшӑтмалли тытӑма ҫӗнетсе улӑштарнине кура, ӑшӑпа тивӗҫтересси кирлӗ пек шайра пулса пырать. Инфратытӑм тӗпрен ҫӗнелсе улшӑнни те куҫ кӗретех. Хальхи вӑхӑтра Улатӑрта ҫакнашкал  ӗҫсем хастар пулса пыраҫҫӗ.«Чӑваш Енӗн Экономика министерствин витӗмлӗхӗ республика аталанӑвӗшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ», – тенӗ вӑл.



19 июля 2024
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter