Чӑваш Енре предпинимательсен йышӗ тӑватӑ хута яхӑн нумайланнӑ

Чӑваш Енре предпинимательсен йышӗ тӑватӑ хута яхӑн нумайланнӑ

 Кун пирки кӑтартусене Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ирттернӗ эрнесерен  пулакан планеркӑра каласа хӑварнӑ.  Канашлӑва пухӑннисем кӑҫалхи ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫуллӑхри ӗҫ кӑтартӑвӗсене пӑхса тухнӑ, хӑш-пӗр ыйтусене тарӑн тишкернӗ, республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗсем пирки тӗплӗн чарӑнса тӑнӑ.  

«Республикӑра пӗрремӗш ҫур ҫуллӑхра вак тата вӑтам предпринимательлӗх пайӗнче тӑрӑшакансен хисепӗ тӑватӑ хута яхӑн нумайланнӑ.  Калӑпӑр харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлес текенсен йышӗ те ӳснӗ, вӑл 110 пин ҫынна яхӑна ҫитнӗ.  Вак тата вӑтам предпринимательлӗх пайӗнче тӑрӑшакансем 222 пин ҫын шутланать. Кӑтарту пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарас пулсан 16 процента яхӑн хӑпарнӑ»,  тесе палӑртса каланӑ хӑйӗн сӑмахӗнче  экономика министрӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Бельцов.  

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков сӑмаха малалла тӑснӑ май, харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсенчен налук пӗлтӗрхи ҫак тапӑрхинчен самай нумайрах пуҫтарӑннине асӑннӑ, кӑтарту 1,7 хут ӳснӗ тесе каланӑ пӗрремӗш вице-премьер. Республика бюджечӗн тупӑш пайӗ утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 52,4 млрд тенкӗне ҫитнине асӑннӑ вӑл, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 9,1 процента яхӑн хӑпарнине хыпарланӑ ведомство ертӳҫи.   

Республика бюджечӗн тӑкаксен пайӗ пӗрремӗш ҫур ҫуллӑхра кӑҫал 43,4 млрд тенкӗпе танлашнӑ.  Вӑл шутран, республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе культура сферине – 31,4 млрд тенкӗ тӑкакланӑ, адреслӑ инвестици программисене валли 4,6 млрд тенкӗ хывнӑ.  Республика хыснин профицичӗ 8963,5 млн тенкӗпе танлашнӑ.  

Чӑвш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Правительство пайташӗсенчен кашнине харпӑр хӑй направленийӗсемпе муниципалитетсен ӗҫӗсене тишкерме чӗнсе каланӑ, палӑртнӑ тӑкаксен калӑпӑшӗсене пӑхса тухма хушнӑ.  «Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн мӗнпур ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗсене курмалла.  Кӑлтӑксем сиксе ан тухчӗр тесен, хӑш-пӗр  ыйтусене ҫивӗчрех тӗрӗслеве те тен илме юрать.  Палӑртса хунӑ объектсене пурне те вӑхӑтра пурнӑҫа кӗртмелле. Вӑраха тӑсса ӗҫлеме никамӑн та ирӗк пулмалла мар», – тесе каланӑ вӑл сӑмаха ҫавӑрса.   

Чӑваш Республикин Экономика министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, производство индексӗ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе пӑхас пулсан 125 процента ҫитнӗ, ял хуҫалӑх таварӗсене тирпейлесе кӑларассипе те хастар ӗҫлесе пыни курӑнать, кӑтарту 102, 5 процента ҫитни те ҫакнах ҫирӗплетет.  Строительство пайӗнче курӑмлӑ ӗҫсем пулса пыни курӑнать, 17,5 млрд тенкӗлӗх строительство ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, вӑл палӑртса хунинчен 53,1 процент пулать.

 Халӑхӑн ӗҫ укҫин шайӗ ӳснӗ, ҫӗртме уйӑхӗнче  вӑл 121 процентпа танлашнӑ.   Ӗҫсӗррисен шучӗ чакнӑ. Предприятисемпе организацисене паянхи куна калас пулсан 12287 ӗҫлекен ҫын ҫитмест.  

 



22 июля 2024
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter