Чӑваш Енре пурӑнакансем юлашки пиллӗк ҫул хушшинче улма-ҫырлана ытларах кӑмӑл тума пуҫланӑ

Чӑваш Енре пурӑнакансем  юлашки пиллӗк ҫул хушшинче улма-ҫырлана ытларах кӑмӑл тума пуҫланӑ

Кун пирки Шупашкарта иртнӗ II-мӗш Ҫырла  фестивальте пӗлтернӗ,  мероприятине Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев уҫнӑ.  Ку хутӗнче паллӑ пулӑма 3 пине яхӑн ҫын пухӑннӑ.  Ҫырла ӳстерекенсем, пахча ӗрчетекенсем, фермерсем тата экспертсем, ҫӗнӗ технологисене тӗпе хурса ӗҫлекен специалистсем, Италирен тата Раҫҫейӗн 5 регионӗнчен  пысӑк специалистсем чылайӑн  асӑннӑ мероприятине пухӑннӑ.

Пуҫласа мероприятинче «Хамӑрӑннисене пулӑшар» акци йӗркеленӗ.  Ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑннисене валли пӗҫернӗ ҫырласене ярса парӗҫ.   

«Ҫулсерен ҫырлапа кӑсӑкланакансен йышӗ ӳссе пырать, кӑтарту 2018-мӗш ҫултан пуҫлса самаях  пысӑкланни те ҫакнах ҫирӗплетсе парать», - тесе сӑмаха пуҫланӑ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.    

Юлашки ҫулсенче ҫырла лартса ҫитӗнтерекенсене патшалӑх енчен те пысӑк тӗрев пани витӗм кӳрет. Чӑваш Енре пурӑнакансем патшалӑх енчен куҫакан пулӑшупа хастар усӑ курни те куҫ кӗретех.

«Пирӗн фермерсем, ҫыла лартса ҫитӗнтерекенсем, таварсене тирпейлекен пысӑк предприятисем хастар ӗҫлени пурсӑмӑра та хавхалантарать.  Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче ҫырла лартса пухса илессин кӑтартӑвӗ вуншар хут ӳсни те никмшӑн та вӑрттӑнлӑх мар.  Паллӑ, сӑлтавӗ Чӑваш Ен Правительстви ҫӗнӗ пуҫарусене пурнӑҫа кӗртсе пыма предприятисемпе организацисене, харпӑр хӑй хуҫалӑхне аталантарса пыракансене валли хӑтлӑ условисем туса пама тӑрӑшни.  Халӑх ҫырла лартса ҫитӗнтерессипе хавхалансах ӗҫлет.  Асӑннӑ ҫул-йӗр пуласлӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ, унӑн витӗмлӗхӗ экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывасси те никама та иккӗлентермӗ.  Фермерсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлесен, паха опытсене тӗпе хурса, пысӑк технологисене пурнӑҫа кӗртсен, тавар тирпейлесе илессин кӑтартӑвӗ ӳссе пырассине те шансах тӑратпӑр«, – тенӗ вӑл. Пурне те уяв ячӗпе саламланӑ май, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ малашне те ҫырла лартса ӳстерекенсене ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыма, ҫитӗнӳсе патне ӑнтӑлма, ҫӗннине пурнӑҫа кӗртсе пырассипе хастар ӗҫлесе пыма чӗнсе каланӑ.   

Ҫырла лартса ҫитӗнтерекенсене тӑвактӑ енлӗн патшалӑх енчен тӗрев параҫҫӗ.  Ку енпе тӑрӑшакансем ҫӑмӑллӑх инвестици кредитчӗсемпе те усӑ курайраҫҫӗ.  Ял хуҫлалӑх техникисене те туянма ятарлӑ условисем йӗркелесе панӑ вӗсене валли. Тӑкаксенчен хӑш-пӗр пайне субсиди мелӗпе те саплаштарма ятарлӑ условисем йышӑнса хӑварнӑ. 

Хастар грант пулӑшӑвӗ 2021 ҫултанпа ял хуҫалӑх производствин малашлӑхлӑ ҫул-йӗрне аталантарма республика грантне («Ҫырла лартса ҫитӗнтерес»)  направление кӗртнипе пуҫланнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫул-йӗре патшалӑх пулӑшӑвӗ парассипе ҫыхӑннӑ тӗп тӑкак республика бюджетӗнчен саплашӑнса пырать, вӑл 120 млн тенкӗпе танлашать,  76% пулать. «Республикӑра ҫырла ӗрчетес ӗҫе аталантарма патшалӑх пулӑшнипе юлашки виҫӗ ҫулта 205 млн ытла тенкӗ янӑ», –  тесе ырӑ хыпара пӗлтернӗ вице-премьер – Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  ҫырла лартса ҫитӗнтерекенсене патшалӑх енчен кирлӗ пек тӗрев куҫса пынине асӑнса хӑварнӑ.  2023 ҫулта 40,7 пин тонна  тӗрлӗ ҫырла пухса илнӗ.  2018 ҫулхипе танлаштарсан, кӑтарту самай пысӑк.

Кӗскен пӗлме: Ҫырла фестивальне Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви йӗркелет.  Вӗсемпе пӗрле Ҫырла лартса ҫитӗнтерекенсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар муниципаллӑ округпа «Ивушка» Шупашкарти питомникра тӑрӑшакансем,  Чӑваш Енри «Агро-Инноваци» КУП хастар хутшӑнса мероприятине кӑсӑклӑ ирттерме пулӑшнӑ.

Ҫырла фестивалӗ утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа  21-мӗшӗсенче 10 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен иртнӗ. Шупашкар хулинчи фестиваль площадкине малашне фермер ярмӑркки тата туризм мероприятийӗсене, Пыл, Панулми, кунӗсене те чысласа уявсене кӗртме палӑртнӑ.

Программӑра – ҫырла костюмӗсене кӑтартасси, десертсем тӑвас, чечексенчен тата курӑксенчен пуҫ кӑшӑлӗсем ҫыхас тӗрлӗ ӑсталӑх класӗсем ирттернӗ. Ача-пӑча ӳкерчӗкӗсен конкурсӗ,  пултарулӑх ушкӑнӗсем хӑсен ӑсталӑхӗпе мероприятине пухӑннисене хавслӑ кӑмӑл-ткйӑм парнеленӗ.  Ӗҫлӗ программӑна тӗпе хурса, 200 специалист ҫырла ӗрчетессипе ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхсене, хальхи технологисемпе инновацисене аталантарас ыйтусене сӳтсе явӗ. Сӑмахран, «Хунавран тухӑҫа ҫити» форум «ҫавра сӗтел» хушшине ятарлӑ специалистсене пухнӑ.  Ҫӗршыври 5 регионтан  килсе ҫитнӗ хӑнасем-профессионалсем ҫырла тата сад ӗрчетес сферӑри хӑйсен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен каласа  кӑтартнӑ.



22 июля 2024
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter