Ватӑсемпе сусӑрсен сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшакан «Вега» центра тӗпрен юсаса ҫӗнетме 10 миллион тенке яхӑн тӑкаклама палӑртнӑ

Ватӑсемпе сусӑрсен сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшакан «Вега»  центра тӗпрен юсаса ҫӗнетме 10 миллион тенке яхӑн тӑкаклама палӑртнӑ

 Кун пирки Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев  йӗркелесе ертсе пынӑ  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче пӑхса тухса йышӑнса хӑварнӑ.  Вӑл «Граждансене валли социаллӑ пулӑшу» патшалӑх программин мероприятийӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессин калӑпӑшне тӳрлетет тата перекетленӗ укҫа-тенке Чӑваш Ен Ӗҫ министерствин «Вега» ватӑ граждансемпе сусӑрсен сывлӑхне ҫирӗплетме май паракан центра юсаса ҫӗнетме тата ҫуртӑн ҫивӗттине ҫӗнетсе сарма  9,9 млн тенкӗ тӑкаклама май парӗ.

Пӗтӗмӗшле  ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ 7 ҫӗр лаптӑкне 11 га ытла лаптӑка промышленноҫ тата ытти ятарлӑ пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене куҫарма палӑртнӑ. Асӑннӑ сӗнӗве ларӑва пухӑннисем тӗплӗн пӑхса тухса ырласа хӑварнӑ.  Палӑртнӑ лаптӑксенче  вырӑнти пӗлтерӗшлӗ автомобиль ҫулне тума тӗллев лартнӑ. Йӑлари хытӑ каяшсен полигонне вырнаҫтарасси те планра пур. Ҫӑмӑл прицепсен производствине хута яма,  ҫӑмӑл моторлӑ кимӗсене тата ҫӗвӗ цехне ял хуҫалӑх тӗллевӗсемпе усӑ курма палӑртнӑ. Вӗсем территорисене йӗркелес плана пурнӑҫа кӗртме май паракан ӗҫ докуменчӗсемпе тӳр килсе тӑраҫҫӗ.

Унсӑр пуҫне Министрсен Кабинечӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑри амӑш (ҫемье) капиталӗн укҫи-тенкине блокированнӑй тунӑ ҫурт-йӗре  те ӳлӗмрен юсама ирӗк пулӗ.

Правительство ларӑвӗнче Пӑрачкав муниципаллӑ округӗн Мочкасси ялне вӑрман тата ландшафт пушарӗсене хӑрушлӑх кӳнӗ халӑх пурӑнакан вырӑнсен переченьне кӗртнӗ.

Федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен территори органӗсен сотрудникӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисем, ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатма кирлисем регионти ҫӑмӑллӑхлӑ ипотека программисемпе усӑ курма пултарӗҫ текен документа та асӑннӑ Правительство членӗсен ларӑвӗнче пӑхса тухса йышӑнса хӑварнӑ.

Ку вӑл ДОМ.РФ-па пӗрле пурнӑҫлакан ипотека программи, банк ставкинчен 3% ипотека енӗпе ставкӑна чакарнипе тата пурӑнмалли ҫурт-йӗр хакӗн 20% таран малтанхи взнос чухлӗ пӗр вӑхӑтра укҫа тӳлеме шутлакан ипотека программи шутланать.

Социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмах кирлӗ граждансене ӗҫе вырнаҫтарма уйрӑм йышши ӗҫсене (профессисене) резерв тумалли йӗркене ҫирӗплетнӗ. Вӑл инвалидсене ӗҫе вырнаҫтармалли майсене анлӑлатма пулӑшӗ, наказанисене пурнӑҫлакан учрежденисенчен пушаннӑ ҫынсем, вӗсем пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнисем, 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитменнисем; пенси умӗнхи ӳсӗмри граждансем, беженцӑсемпе ирӗксӗр куҫса килнисем, хӗсметран таврӑннисем, пӗччен пурӑнакан ҫемьесем, инвалид-ачасене ӳстерекен нумай ачаллӑ ашшӗ-амӑшӗ тата ытти хӑш-пӗр категоририсем. Ҫавӑн пекех ӗҫе вырнаҫас тӗллевпе професси вӗрентӗвӗ иртессине е ӗҫпе тивӗҫтерекен центр направленийӗпе хушма професси пӗлӗвӗ илессине пӑхса хӑварнӑ. Резервлассине ӗҫ параканпа ӗҫпе тивӗҫтерекен центр хушшинче тунӑ договора тӗпе хурса пурнӑҫа кӗртӗҫ.



24 июля 2024
13:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter