Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикинчи суйлав комиссийӗсен кунӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш Республикинчи суйлав комиссийӗсен кунӗпе саламлани

Хаклӑ суйлав комиссийӗсен ӗçченӗсем тата суйлав тытӑмӗн ветеранӗсем!

Сире Чӑваш Республикинчи суйлав комиссийӗсен кунӗпе саламлатӑп!

Сирӗн çине пирӗн граждансен Конституци правине – суйлассине тата суйланассине – пурнӑçлас пысӑк мисси тиенет.

Сирӗн яваплӑхпа, эсир тӗрӗслӗхе пӑхӑннипе суйлавсене конкурентлӑха тӗпе хурса, уççӑн тата саккунпа килӗшӳллӗн ирттересси тӳреммӗн çыхӑннӑ.

Суйлавсене çӳллӗ шайра ирттересси – комиссисемшӗн пирвайхи тӗллев, çав вӑхӑтрах вӑл компетенцилӗхпе çирӗплӗхе тӗрӗслени те. Порофесси ӑсталӑхӗ, шалтан йӗркеленсе çитни, йӗркене çирӗп пӑхӑнни, суйлав ӗç-хӗлне тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлни – çаксем пурте сирӗн паха енӗрсем, хисеплӗ ӗçтешсем!

Сире çирӗп сывлӑх, ырлӑх, çитӗнӳсем, çӗнӗ утӑмсем сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин  Пуçлӑхӗ                           Олег Николаев

 

 



27 июля 2024
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter